Çăлăнăç
Хурлăх курса
Пурăнăп.
Тăрсан турра
Кĕлтăвăп.
Мана ырă сунас çук.
Мĕн шухăшлаc,
Тăванăм?
Мĕскер ĕçлес,
Юлташăм?
Мана саван çыннăм çук.
Ан хуйхăр-ха.
Мĕскĕн чун.
Мĕншĕн тасана
Ырă çын
Пулăшасса кĕтес мар?
Акă ыран.
Çутăлсан,
Ирпе халăх
Вăрансан, –
Атя, иккĕн ĕç шырар?..
Ĕçлеме ĕç
Пулсассăн,
Çиме çăкăр
Тупсассăн, –
Пире тата мĕн кирлĕ?
Атя, атя
Ĕçлеме,
Кахал пăсать
Этеме…
Выçса вилсен –
Кам йĕрĕ?
1906
This work was published before January 1, 1929, and is in the public domain worldwide because the author died at least 100 years ago. |