Çĕнĕ çул (1906)
by Тайăр Тимкки
337766Çĕнĕ çул1906Тайăр Тимкки

Килĕр, пĕрле пухăнса,
Çĕнĕ шухăш шухăшлар.
Çĕн çулта савăнса,
Кивĕ ĕçе пăрахар. .

Пирĕн кивĕ йĕркесем
Кунтан урăх ан пулччăр,
Халиччен пире тытакан
Тимĕр сăнчăр татăлтăр.

Пирĕн çĕнĕ шухăшшăн
Нумай ырă çын пĕтрĕ.
Пирĕн хуйха пĕлнĕшĕн
Нумай вĕри юн юхрĕ.

Анчах мĕншĕн тертленсе
Вăхăт ахаль ирттерес?
Пирĕн пĕрле халь пулас,
Халех ĕçе тытăнас!

Тата пĕр-ик çул иртĕ,
Çынсем аван пурăнĕç,
Ырă усала çĕнтерĕ,
Çынсем чунтан савăнĕç.

1906


This work was published before January 1, 1929, and is in the public domain worldwide because the author died at least 100 years ago.