Çуллахи ĕç çинчи вут-кăвар

Çуллахи ĕç çинчи вут-кăвар (1906)
by Николай Шупуççынни
337111Çуллахи ĕç çинчи вут-кăвар1906Николай Шупуççынни

Ачаш ача пуç кăшлать,
Тăп тытни усă тăвать.


Çулла хĕвел ир тухать.
Кăнтăрлапа хыт шартать.
Çумăр час-часах пулмасан
Йывăç симĕссĕн курнăн
Кăшăркама пуçланать.
Сарай çинчен типсе кать
Улмран тунă çивитти,
Тусанланать çул питти.
Çуркуннехи симĕс курăк
Типсе каять темскер пек:
Ура айĕнче шатăр! тет,
Ăна сысна кăшламасть.

Хĕвел ларсассăн хĕрелсе.
Тепĕр кунне ирпеле
Сывлăм ÿкет самаях.
Анчах типсе кать часах.
Сывлăм типсе пĕтиччен
Утă çулса пăрахасшăн
Тухса кайрĕç мăннисем —
Хулпуççинче çависем.
Вĕсем хăварнă килсене
Карчăксемпе ачасене.
Сывлăм типсе пĕтсессĕн,
Таврăнаççĕ çулмаран.
Утă пуçтарса пĕтерсен,
Нумай та иртмест – ялран
Тухса каççĕ тыр вырма –
Тар тунине пуçтарма.
Ун чухне вара ачсене
Сахал хвараççĕ килсене,
Вилме патне çитнисем
Тата юлаççĕ суккăрсем.
Анчах пĕчик пĕр пÿртре
Тăлăх арăм ачине
Пит ачашран хăварса
Чăх чĕпписем сыхлама.
Ачи пулнă саккăрта.
Вăл çăмарта тупнă та
Пçерес тесе шутланă:
Кĕл лаппине вут хунă.
Малтан илс килнĕ пÿртемне
Вутне часрах тивретме
Аслăк çинчен уç улăм,
Анчах маннă мĕскĕнĕм
Пÿртнелле йăтса кĕмешкĕн.
Унпа вутне чĕртмешкĕн.
Вăл чĕртсе ячĕ вуттине
Пÿртри хурăн хуппипе.
Ай, унччен те пулмарĕ,
Хай çăмарта ванса кайрĕ:
Ача, хый пăрахмасăрах,
Тухса кайрĕ хыт чупсах
Пÿртем çине шыв патне,
Унпа çума çăмартине.
Улăм урлă каçнă чух
Кунăн ÿкрĕ кăварех.
Ача кăна сисмерĕ те
Чупса кĕчĕ час пÿрте;
Вăл çăмартине кăларса,
Куркари шывпе çывса
Ларчĕ çăмарта çимешкĕн,
Пĕлмесĕр пÿртем çинчен.
Çисе тăранчĕ, пуççапрĕ,
Пÿртемелле тухса кайрĕ.
Пÿртем çинчи тĕтĕмĕ
Юхтарса кăларчĕ куçшывне.
Ача ниме пĕлмесĕр,
Пÿрте кĕчĕ – хăй те мар;
Сак айне кĕрсе ларчĕ,
Тухса кайма пĕлмерĕ.
Вăл вăхăтра пÿртемче
Вутти çунма прахмарĕ.
Çав вăхăтра амăшĕ
Яла килетчĕ шыв патне.
Пÿрчĕ умĕн иртнĕ чух
Вăл ачине: «Саша, тух!», –
Тесе хыттăн каçарчĕ,
Анчах сасă илтĕнмерĕ,
Çанпа вара килкартне
Çавăрăнса кĕчĕ алăкпе.
Килкартинс кĕрсессĕн.
Курчĕ: пÿртĕм алăкрен
Тухать тĕтĕм вутăран.
Пÿртре ларать макракан.
Алăк сассине илтсе,
Ача хăпарчĕ укăшкаçне
Карчăк кĕчĕ пÿртнелле.
Вут хыпса илнĕ маччана.
Май çук кăна сÿнтерме.
Часрах кăларас япала,
Сашша ярас ялалла.
Укăшка тĕксе кăларчĕ,
Саша тула антарчĕ.
Пăртак япала хăй тупса
Илсе тухрĕ васкаса.
Тĕтĕм тухать крышăран,
Вăл курăнать катаран.
Халăх килет ялалла
Çуртран кăларма япала.
Карчăк пÿрчĕ ишĕлет,
Сарай çивитти тивет.
Хĕм тухать тамăкри пек,
Карчăк васкать ухмах пек.
Вăл пĕччен нимĕн тăвимасть.
Вучĕ çунать, çил кларать.
Чупса çитрĕç ял çынсем:
Ампартан япаласем
Туртса клараççĕ кирлине,
Васкаççĕ пурĕ пĕрле.
Кÿретĕн пÿрчĕ улăмпа
Витнĕ анчах кĕркунне.
Унта хĕм кайса ÿксе
Тивертсе ячĕ: шалккă-çке.
Ак çитрĕçĕ насоспа.
Анчах пÿрчĕ ампарпа
Çунса пĕтет карчăкăн.
Куçшыв тухать мĕскĕнĕн.
Çынсем йăтаççĕ витрепе
Шыв, турттараççĕ пичкепе.
Шывне насос сирпĕтет.
Япала çуртран кăларать
Хура халăх пур выйпа.
Анчах вут-кăвар чарăнмасть,
Шута илмест – тискер-çке,
Тăлăх карчăк макрать-çке:
«Ах, ах, кайрĕ çурт çунса,
Çак пулчĕ ача туса».
Вучĕ ăна итлемест,
Сиен тума чарăнмасть:
Вăл каять хăй çулпе.
Ах, тивретет килĕпе!
Карчăк кÿрĕшĕ çунса кать,
Вучĕ çапах сÿнимасть;
Тивсе илчĕ Иванне,
Карчăк кÿрĕшĕн кÿрĕшне.
Насос халĕ виççĕ те.
Анчах вăйсăр çилĕ те
Вут-кăвара пулăшать:
Çын куçшывне юхтарать.
Пĕр насос та чарăнмарĕ,
Çапах улт çурт çунс кайрĕ,
Пĕчиккĕн шу урамне
Чарăнаççĕ шу йăтма.
Насос урапи насоспе
Вырăнне кайрĕ ларма.
Вут-кăвар тухсан тата,
Пулмасть вăлă вырăнта.
Анчах улт çурт вырăнтан
Пурăнма куçрĕç сахалпа.
Вĕсен вырăнь паянтан
Хуралса выртать кăмрăкпа.

1906

Public domain
This work is in the public domain in the United States because it was first published outside the United States prior to January 1, 1929. Other jurisdictions have other rules. Also note that this work may not be in the public domain in the 9th Circuit if it was published after July 1, 1909, unless the author is known to have died in 1953 or earlier (more than 70 years ago).[1]

This work might not be in the public domain outside the United States and should not be transferred to a Wikisource language subdomain (or as a file it should not be migrated to the Wikimedia Commons) that excludes pre-1929 works copyrighted at home.


Данная работа, впервые изданная до 1929 года, находится в общественном достоянии по законодательству США, и может быть опубликована здесь, в мультиязычной Викитеке. Но эта работа не может быть опубликована в национальной Викитеке, которая должна подчиняться законодательству России, т. к. работы этого автора (за исключением изданных до 7 ноября 1917 года) пока не вышли в общественное достояние в России. Этот автор умер в 1942 году и был посмертно реабилитирован в 1956 году, соответственно эта работа выйдет в России в общественное достояние в 2027 году.

The author died in 1942, so this work is also in the public domain in countries and areas (outside Russia) where the copyright term is the author's life plus 80 years or less.

PD-US-1923-abroad Public domain in the United States but not in its source countries //wikisource.org/wiki/%C3%87%D1%83%D0%BB%D0%BB%D0%B0%D1%85%D0%B8_%C4%95%C3%A7_%C3%A7%D0%B8%D0%BD%D1%87%D0%B8_%D0%B2%D1%83%D1%82-%D0%BA%C4%83%D0%B2%D0%B0%D1%80