Амăшне
Сан ачуна вĕлерчĕç...
Питĕ хытă ĕненсе,
Аслă çын пек вăрçăра
Хăрамасăр вăл вилчĕ...
Хăй çуралнă çĕршывшăн
Хăй пурнăçне вăл пачĕ.
Хăй пурăннă кун-çула
Ирттерчĕ вăл çуклăхра...
Ак аслати авăтрĕ —
Савнă килне пăрахса,
Тĕрĕслĕхшĕн çапăçма
Вăл ĕненсе вăрçа кĕчĕ,
Юлташсемшĕн вăл вилчĕ.
Анчах вăл ман шухăшра
Вăрçă вăрçни курăнать...
Йĕме пăрах эс, анне!
Питĕ йывăр хуйхăра
Эс пĕччен мар — эпир те...
Сан юратнă ывăлу
Совет ывăлĕ пулчĕ,
Уншăн чунне те пачĕ!..
Сана, хуйхăллăскерне,
Таса анне, ыр сунса
Салам ярать халь Совет!
Мана та эс ирĕк пар
Хам куççуле сан ачун
Тăпри çинче юхтарма.
This work was published before January 1, 1929, and is in the public domain worldwide because the author died at least 100 years ago. |