Асаймăç (1913)
by Григорий Тяммин
337641Асаймăç1913Григорий Тяммин

Ялтан кайри ялта
Асаймăç пурăнать астарса,
Тылăпала çÿрет сиктерсе.
Пĕрре çавă асаймăç
Чавтарса пыратчĕ – ÿкрĕ лаçт!
Ку мĕншĕн ÿкнине пĕлместĕп.
Мĕн хытланнине куратăп:
Турпас татки илчĕ те,
Вун ик çурта илчĕ те
Кайрĕ лартрĕ пÿрт пуçне.
Хăй чупрĕ хыçса каçанне.
Ирхине çав пÿртĕре
Йĕрÿ-макăру анчах-çке.
Ăна никам та пĕлмест-ха,
Асаймăх та кулма пуçламан-ха.
Асаймăç кулать,
Хăйне хăй кăкăрĕнчен перет:
«Тăхăр вун тăхăр çын
Вĕлертĕм иккен», –
Тесе калать асаймăç.
Асаймăç вилĕм çывхарать,
Кĕрĕвĕшне чĕнсе илсе калать:
«Манăн вилем çитрĕ, кĕрĕвĕм.
Вилсен тара тытса яр, ачам», –
Терĕ çавă асаймăç.
Хăйĕнчен пурте кулаççĕ.
Асаймăç вилет,
Кĕрÿшĕ тара тытма каять.
Тытса килет –
Никам та кĕрĕшмест.
Хайхи пирĕн кĕрÿшшин
Килчĕ хуйхă пысăкскер:
Виçĕ лаша кÿлет,
Сиккипе пырать.
Вăрман варринче лашасем чарăнаççĕ, —
Темле çапсан та утмаççĕ.
Каç та пулать. Çур çĕр те çитет –
Асаймăç тупăкран сиксе тухать.
Кĕрĕвĕшĕ йывăç тăрне тапаçланса ухать.
Асаймăç тымартан чакалать,
Йывăçа та йăвантарать.
Кĕрÿшне Турă пулăшать —
Тепĕр йывăç çине çакланса юлать.
Асаймăç та тавлашать,
Кĕрÿшĕ те вилĕмне курах тăрать.
Автан авăтайрать –
Асаймăç йăванса каять.
Кĕрÿшĕ анать те
Йăтса пырать хунĕпе,
Сисрĕ тин кĕрÿшĕ хайхине.
Çывхарать ял патне,
Чирке илсе кĕме тăраççĕ –
Ниепле те çĕклеймеççĕ.
Хайхине пачăшкă тулта кĕл тăвать,
Анчах масар çине каймасть.
Кĕрÿшĕ тара тытать.
Асаймăçпа лачăртатгарса пыраççĕ.
Шăтăкне чаврĕç,
Рычаксем хатĕрлерĕç.
Яраççĕ Асаймăçа ана сарлакăшĕнчен –
Çăтрĕ кайрĕ сиснĕ-сисмен
Çавă асаймăç тупăкне.
Хамăрăн çĕрĕмĕр-анне.
Çалла тет асаймăçсен
Питĕ усал клемĕçсен
Тăхăр вун тăхăр çын пĕтерсен тамăкран
Çĕр чун пĕтерсен – райран
Теççĕ Пирĕн чăваш хушшинче.

1913


Public domain
This work is in the public domain in the United States but it may not be in other jurisdictions. See Copyright.

PD-US //wikisource.org/wiki/%D0%90%D1%81%D0%B0%D0%B9%D0%BC%C4%83%C3%A7