Вăхăтсăр вилĕм

Вăхăтсăр вилĕм (1918)
by Аруй Михаил Филиппович
337696Вăхăтсăр вилĕм1918Аруй Михаил Филиппович

В Ы Л Я К А Н С Е М:

Петĕр — 60 çула яхăн, сывлăхсăртарах.
Xĕвекла — унăн арăмĕ.
Еххим — 30 çула яхăн
Микулай — 20 çулта вĕсен ачисем.
Марье — 16 çулта
Улюк — Еххим арăмĕ.
Верук — Микулай тусĕ.
Урттим — эрех ĕçме юратакан.
Ванюк салтак
Çерккей салтак
Сестра.
Микулай хĕреснашшĕ.
Унăн арăмĕ.
Хăна.
Юмăç — карчăк.
Тимахви.
Полковник.
Офицер.
Ыйткалакан.
Микулайăн юлташĕсем (виççĕн).
Вăййа тухнă хĕрсем, ачасем.
Микулая ăсатма пынă çынсем.

Драмăра пĕрремĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнчи халăхăн шухăшĕсене çырнă.

ПĔРРЕМĔШ ПАЙĔ

Пĕрремĕш картина

Вăрман, уй инçе мар. Пĕр йывăç çумĕнче пысăк вут каски выртать. Сцена хыçĕнче хĕрсем сăвă калани илтĕнет.

Савни анать шыв хĕрне
Сассипеле юрласа.
Сасси акăш сасси пек,
Пĕвĕ Атăл хăви пек.

Ч а р ш а в у ç ă л а т ь.

* * *



Пирĕн тутăр пит нумай,
Хĕрлĕ вĕçли пĕрех çех.
Пирĕн савни пит нумай,
Чун юратни пĕрех çех.

Т и м а х в и п е М и к у л а й к и л е ç ç ĕ.


Т и м а х в и. Ăçта хĕрсем?

М и к у л а й (аллинче чечек). Ав унта. Ик хуралла выляççĕ.

Т и м а х в и. Чăнах та. Ав, кунталла чупса килеççĕ.

М и к у л а й. Апла.

Т и м а х в и. Атя-ха. Эпир те выльăпăр.

Марьепе Верук чупса тухаççĕ, вĕсене Хĕлип хăвалать.

Марье. Ан тыттар, Верук! Кунталла чуп.

X ĕ л и п. Микулай! Тыт-ха çавсене.

М и к у л а й (Верука тытать). Ак, эпĕ пĕрне тытрăм.

Т и м а х в и (Марьене тытать). Хĕлип чупса çÿрерĕ-çÿрерĕ, пĕрне те тытаймарĕ.

М а р ь е. Ăна та тыттарсан! Çак тĕнчере пурăнас мар вара.

Х ĕ л и п. Паçăр тытмарăм-и?

М а р ь е. Хамăр чупмарăмăр та, тытрăн çав. Авантарах чупнă пулсан, пĕр кун хăваласан та, эсĕ пире хуса çитейместĕн.

Х ĕ л и п. Çитейместĕп ак!

Т и м а х в и (Хĕлипе). Пыр хĕрсем патне. Сана вĕсем кĕтеççĕ.

Хĕлип каять.


М а р ь е (Тимахвине). Атя эпир те каяр.

Т и м а х в и. Атя, атя.

Каяççĕ.

М и к у л а й. Верук, çакăнта ларар-и?

В е р у к. Ачасем патне каяр. Кунта ларса тăма...

М и к у л а й (вутă каски çине ларать). Лар.

В е р у к. Ларас-и... (Ларать.)

М и к у л а й. Паян кун аван-çке.

В е р у к (кулса). Аван ĕнтĕ!.. Шăрăх... Паян икĕ хут шыва кĕтĕмĕр, итту чăтма çук. Каçалапа анчах сулхăнлана пуçларĕ.

М и к у л а й. Паçăр сирĕн умран иртсе кайрăмăр. Эсĕ ун чухне ăçтаччĕ?

В е р у к. Тимахвисемпе юрласа иртнĕ чухне-и?

М и к у л а й. Вара.

В е р у к. Килтехчĕ.

М и к у л а й. Эпĕ ун чухне сана курасшăнччĕ. Эсĕ урама тухасса кĕтрĕм.

В е р у к. Эсир юрласа кайнине куртăм... Кăмăл хуçăлчĕ те, пахчана тухса йĕтĕм.

М и к у л а й. Мĕншĕн йĕрен?..

В е р у к. Ху пит хурлăхлă юрлан та. Анне те эсĕ юрланинчен тĕлĕннĕ. Ăçтан юррине тупать, тет.

М и к у л а й. Эсĕ халь кăна йĕрен. Эпĕ кайсан, мана манăн та-ха...

В е р у к. Мĕншĕн çапла калатăн?.. Чуна хурлантаран... (Йĕрет.) Ку таранччен эсĕ мана пĕлмелле ĕнтĕ...

М и к у л а й. Ан йĕр, Верук. Эпĕ сана пĕлетĕп... анчах çапах ĕненме хĕн. Эпĕ санран час уйрăлатăп. Темиçе çул сана курмасăр пурăнмалла. Манăн вăрçа та кĕмелле пулĕ, аманăп та... Эсĕ ун чухне мана пăрахăн. Урăх каччăпа выляма тытăнăн. Унтан качча та кайăн.

В е р у к. Микулай, эсĕ мана ĕненместĕн иккен. Эсĕ манăн куççуле курман-н?.. Çук... Микулай!.. (Иĕрет.) Эсĕ мана шеллеместĕн. Хăвăн хăрушă сăмахусемпе манăн чĕрене тата çунтаран... Çак виç çул хушшинче те мана ăнланмарăн-им?

М и к у л а й. Верук, ан йĕр... Сана ĕненетĕп... Эсĕ юратан мана... (Чуптăвать.) Юратан...

В е р у к. Юратап сана, Микулай. (Ыталаса чуптăвать.) Эпĕ сана ĕмĕрне те пăрахмастăп. Емĕр сана юратса пурăнăп... Микулай, юрат мана!.. Микулай, ан ман мана.

М и к у л а й. Верук-чунăм! (Чуптăвать.) Юратап сана. Пĕтĕм чĕререн юрататăп.


Хĕрсем сăвă каласа çывхарса килеççĕ.


Çĕнĕ пÿртĕн пуçĕнчен
Тумла юхать вĕçĕнчен.

В е р у к. Ачасем кунта килеççĕ.


X ĕ р с е м. Чуптăвассăм килсессĕн,

Пăхрăм савни куçĕнчен.


В е р у к (тăрать). Эпĕ чечексем татса килем-ха.

М и к у л а й. Иксĕмĕр те кайăпăр.


В е р у к п а М и к у л а й каяççĕ.


X ĕ р с е м: Чĕкеç вĕçет çÿлелле,
Ларса канать çÿçене.
Тантăш юта кайсассăн
Çав çунтарать чĕрене.
Хула çинче хурт вылять.
Чĕмпĕр çинче чĕн вылять.
Икĕ йĕлме хушшинче
Каччăпала хĕр вылять.
Çÿл ту çинче çил арман
Ялан тулă авăртать.
Тулă кулачĕ тутлă çав,
Сара çăва юратать.
Чипер ача, сар ача
Сарă хĕре юратать.

М а р ь е. Хĕрсем, атьăр киле. Хĕвел те анать ĕнтĕ. Час кĕтÿ те анĕ.

М а р ь е юлташĕ. Атьăр.

X ĕ р с е м юрласа каяççĕ.

Çаранлăха çул хыврăм
Çуллахи кун çÿреме.
Сар ачана тус турăм
Çак вăйăра выляма.

В е р у к п а М и к у л а й чечексем татса килеççĕ

Икĕ кĕлет хушшинче
Вуник кăвакал чĕппи пур.
Вуниккĕ мар, вуннă çеç,
Манăн савни кунта çеç.

В е р у к (сăвă калать).

Пухăнтăмăр, тантăшсем,
Сĕт çине пухăннă хăйма пек,
Уйрăлатпăр, савнă тус,
Вĕçен кайăк чĕппи пек.

М и к у л а й. Епле аван! Епле чечен! Çак вырăна, çак çĕршыва епле пăрахса каймалла?! Верук, хăçан тата çапла иксĕмĕр ларăпăр?

В е р у к (питĕ хуйхăрса). Тахçан...

М и к у л а й. Мана кунтан каяс пек туйăнмасть. Халь эпĕ тĕлĕкри пек çÿретĕп. Те салтака кайнă, те кайман... Салтака кайнă тесен, ĕненес те килмест. Хамăр çĕршыв...

В е р у к. Пирĕн çĕршыв питĕ чечен вĕт.

М и к у л а й. Кун пек чечен вырăн сахал пулĕ çĕр çинче. Вăрман кăна мĕне тăрать! Тата мĕнле-мĕнле йывăç çук. Шултăри те, вакки те, хурăнĕ, çăки, яхта-чăрăшĕ — пурте пур. Вăрмана кĕрсен, чун савăнать! Шăпчăк кайăк юррине юрласа савăнтарать. Ешĕл курăксем, чечексем... Çырли вăхатĕнче — çырлине çиен, кăмпа вăхăтĕнче— кăмпине çиен, мăйăр вăхăтĕнче — мăйăрне татан. Вилес килмест! Халь... ăçта илсе кайĕç... пĕлме çук. Ах... çаксене пăрахса каймала-и ĕнтĕ манăн? Верук! Юрласа кăтарт-ха мана юлашкинчен.

В е р у к. Мĕн юрласа кăтартас-ши?

М и к у л а й. Мĕн те пулсан юрла-ха.

В е р у к. Мĕн юрлас иккен... (Юрлать.)

Акалчинчен тухать кăвак тĕтĕм,
Çÿлеех те каять, ай, пĕлĕт пулать.
Тусăм инçе каять, ай, уйрăлать.
Манăн куççульсене, ай, вăл тăкать.
Тусăм! ан кай манран, эп юратап.
Сансăр манăн епле, ай, пурăнас.

(Йĕрет.)

М и к у л а й. Верук-чунăм! Санăн сассуна ялан итлесе ларăттăм. Епле манăн сана пăрахса каяс. Епле санран уйрăлас. Верук, эпĕ хам пурнăçра тем те курмалла вĕт-ха. Пĕлме çук, тĕрмере те ларма тĕл килĕ.

В е р у к. Апла каласа, мана ан хăрат. Эпĕ халь те саншăн кунĕн-çĕрĕн йĕретĕп.

М и к у л а й. Çакăн пек хăрушă шухăшсем пуçа кĕреççĕ çав. Верук, шухăшла-ха! Эпĕ çамрăк çын. Халĕ вăрçа алсе каяççĕ иккен. Мĕншĕн илсе каяççĕ? Камшăн вăрçмалла? Хамшăн-и? Атте-аннешĕн? Саншăн-и? Эх, пурнăç!..

В е р у к. Микулай, мана эсĕ çыру ярсах тăр. Хам ятпа ярсан, аттесем пĕлĕç. Вĕсем пĕлсен, аван мар. Эсĕ Тимахви ячĕпе яр, вăл мана парĕ.

М и к у л а й. Юрĕ. Эсĕ те часрах çыркала. Нумай çыр. Çыр хавăн пурнăçу çинчен, çыр ялти пурнăç çинчен. Анчах сана йăлăнап: хăвăн шухăшусене манран ан пытар. Качча каяс пулсан, малтанах пĕлтер.

В е р у к. Микулай, санран ним те пытармастăп. Ĕнен мана... ĕнен эс мана... Йăлăнатăп, Микулай.

М и к у л а й. Ененетĕп, Верук... (Чуптăвать.) Юрататăп...

Чаршав хупăнать.

Public domain
This work is in the public domain in the United States because it was first published outside the United States prior to January 1, 1929. Other jurisdictions have other rules. Also note that this work may not be in the public domain in the 9th Circuit if it was published after July 1, 1909, unless the author is known to have died in 1953 or earlier (more than 70 years ago).[1]

This work might not be in the public domain outside the United States and should not be transferred to a Wikisource language subdomain (or as a file it should not be migrated to the Wikimedia Commons) that excludes pre-1929 works copyrighted at home.


Данная работа, впервые изданная до 1929 года, находится в общественном достоянии по законодательству США, и может быть опубликована здесь, в мультиязычной Викитеке. Но эта работа не может быть опубликована в национальной Викитеке, которая должна подчиняться законодательству России, т. к. работы этого автора (за исключением изданных до 7 ноября 1917 года) пока не вышли в общественное достояние в России. Этот автор умер в 1972 году, и был участником Великой Отечественной войны, соответственно эта работа выйдет в России в общественное достояние в 2047 году.

The author died in 1972, so this work is also in the public domain in countries and areas (outside Russia) where the copyright term is the author's life plus 50 years or less.

PD-US-1923-abroad Public domain in the United States but not in its source countries //wikisource.org/wiki/%D0%92%C4%83%D1%85%C4%83%D1%82%D1%81%C4%83%D1%80_%D0%B2%D0%B8%D0%BB%C4%95%D0%BC