Вĕрекен карчăк
Нăрваш ялĕ –
Пысăк ял.
Кăçан пуçланнă-ши?
Кам пирвай килсе лартнă-ши?
Ăна этем пĕлмест,
Турă пĕлет…
Пурăннă ĕлĕк
Асаймăç, тăхăнса çÿренĕ çĕлĕк.
Вăл куллен-кунĕн вĕрнĕ.
Çиме хутаç çакса çÿренĕ.
Çыпă вĕрсен,
Ĕçне ĕçлесен,
Ыйтнă, тет, пĕр хутаç
Ыраш çăнăхĕ.
Çакă карчăк ватăлнă,
Чунне шуйттана панă
Чухне асатте курнă,
Çавă мана каланă.
Çавă карчăкăн çăварĕнчен
Тухрĕ, тет, сĕрĕм, палкаса.
Ÿтрен тухнă-тухманах
Кайнă пулать чунĕ тамăка.
1913
This work is in the public domain in the United States but it may not be in other jurisdictions. See Copyright.
| |