Вĕренмен чăвашăн ухмахлăхĕ

Вĕренмен чăвашăн ухмахлăхĕ (1913)
by Григорий Тяммин
337639Вĕренмен чăвашăн ухмахлăхĕ1913Григорий Тяммин

Пурăнатчĕ пирĕн ялта чăваш:
Хăйĕн алли-ури чалăш.
Сăмахлас тесен вăл
Чисти çăв та пыл.
Çавăн патне кайрăм пĕрре.
Вăхăт пулнă çĕрле.
Пÿртне кĕтĕм, лартăм,
Сăмах ыйтма пуçларăм:

— Хветĕр пичче,
Эсĕ мана каласчĕ:
Çырмари шыв
Кăçта кайса кĕрет-ши? –
Терĕм эпĕ.
— Эй-я-я-я-я,
Мĕн тумалла санпа, муластай? –
Терĕ мана Хветĕр пичче. –
Вăл шыв кăçта каять?
А вăт кăçта каять:
Çырма Атăла каять,
Атăл тинĕсе каять,
Тинĕсре вара шыв
Çăтаканни пур.
Унтан тамăка
Унтан хурана
Каять вара,
Тухма пуçлать вара
Çĕр çине калла.

Пăр пулать те,
Пĕр çĕре пухнать те
Тасалса çăл куç пулса тухать, —
Терĕ мана Хветĕр пичче.
Тата эпĕ ыйтрăм:
— Хветĕр пичче,
Мĕлле çимелле тунă
Çавна, сысна какайне,
Ĕлĕк çимен тет, –
Терĕм эп.
Вăл каларĕ:
— Пĕрре Христус,
Тепĕр йăхлă Исус,
Тарнă тет
Кĕнекеçĕсенчен.
Сысна чакаланса тăнă тет.
Христос кĕнекеçĕсенчен
Пытарма ыйтнă тет сыснаран.
Сысна пылчăк айне вырса
Хучĕ тет те,
Кĕнекеçĕсем иртсе
Кайрĕç тет
Христус çантампа
Сысна какайне çиме хушнă тет, –
Терĕ Хветĕр пичче.
Эпĕ çавна ĕненĕччĕ,
Халĕ хут вĕренсен тин пĕлтĕм.

1913


Public domain
This work is in the public domain in the United States but it may not be in other jurisdictions. See Copyright.

PD-US //wikisource.org/wiki/%D0%92%C4%95%D1%80%D0%B5%D0%BD%D0%BC%D0%B5%D0%BD_%D1%87%C4%83%D0%B2%D0%B0%D1%88%C4%83%D0%BD_%D1%83%D1%85%D0%BC%D0%B0%D1%85%D0%BB%C4%83%D1%85%C4%95