Вĕренме каясчĕ

Вĕренме каясчĕ (1910)
by Çемен Элкер
337519Вĕренме каясчĕ1910Çемен Элкер

Эпĕ церковно-приходской школтан вĕренсе тухса «Свидетельство» илтĕм те татах аслăрах школа вĕренме кĕрес терĕм, анчах темшĕн май полмарĕ. Хамăр аран-аран, питĕ начар пурăнатпăр. Эпĕ каяс тенĕ вăхăтрах, лашасене вăрăсем вăрласа кайрĕç те, пирĕн вара каллех лашасем илмелле пулчĕ. Вара хуйхăпа ним тума çук пулчĕ. Вара вĕренме кайма мар, лашасем илме те аран-аран укçипе çынсенчен кивçен илкелесе лаша илчĕç. Халĕ ĕнтĕ çак тĕрлĕ хуйхăпа темĕн чул вĕренĕттĕмччĕ – укçа çукки хуплать, темĕн чул тăрăшăттăмччĕ – çук-çке!

Питĕ хуйхă пулчĕ мана. Эпĕ 1907 çулта вун тăватă çулта вĕренсе тухрăм, тата тепĕр кĕркунне каллех вĕренме каяс терĕм те: «Пĕр çул вĕренмен ачана илмест», – терĕç. Эпĕ пĕлмен, манăн лаша вăрласа кайнă çулта пĕр-пĕр пĕчĕк шкултах вĕренес пулатчĕ. Тепĕр çулне те каймалла пулмарĕ вара. Çапла ĕнтĕ, укçа çук пирки паянхи кун та килтех пурăнатăп, ним тума та çук. Темĕн чул манăн кĕнеке вулас килет, халĕ ĕнтĕ эпĕ вун ултă çулта, халĕ ялти учительтен кĕнекесем иле-иле вулатăп, анчах ĕнтĕ эпĕ вуламан кенеки школĕнче те юлмарĕ. Халĕ кĕнеке вулама пуçласанах килтисем ятлаççĕ, «ĕçсĕр» теççĕ. Ман ăçта çав тĕрлĕ нумай кĕнеке вуласа, ăша лăплантарасчĕ-ши? Пирĕн килте те çăкăр çитмест, тырă сахал. Халĕ ăçта та пулсан ĕçлеме пĕр-пĕр хулана каяс тетĕн те, анчах хулана кайса ĕç тупаймăн та, каялла килсе, килте пурăнма намăс, çынсем кулаççĕ. Тархасшăн, каласа парăр-ха, ыйтса пĕлĕр-ха: ăçта та пулсан вырăн пур-ши?

Пирĕн килте çемье йышлă, ăçтан тăранса пурăнас пирĕн, начар çынсен, пĕр-пĕр ĕçлĕ çĕре каймасан? Вĕренме каясчĕ халĕ – ниçта та илмеççĕ пулĕ тетĕп, килтисем те ярасшăн. Тата тепĕр хут кĕçĕн шкула вĕренме каяс тетĕп – апла манăн хаçан вĕренсе тухса учителе кĕрес? Эпĕ халĕ те пысăк çынпа пĕрех.

1910, кăрлач.

Public domain
This work is in the public domain in the United States because it was first published outside the United States prior to January 1, 1929. Other jurisdictions have other rules. Also note that this work may not be in the public domain in the 9th Circuit if it was published after July 1, 1909, unless the author is known to have died in 1953 or earlier (more than 70 years ago).[1]

This work might not be in the public domain outside the United States and should not be transferred to a Wikisource language subdomain (or as a file it should not be migrated to the Wikimedia Commons) that excludes pre-1929 works copyrighted at home.


Данная работа, впервые изданная до 1929 года, находится в общественном достоянии по законодательству США, и может быть опубликована здесь, в мультиязычной Викитеке. Но эта работа не может быть опубликована в национальной Викитеке, которая должна подчиняться законодательству России, т. к. работы этого автора (за исключением изданных до 7 ноября 1917 года) пока не вышли в общественное достояние в России. Этот автор умер в 1966 году, соответственно эта работа выйдет в России в общественное достояние в 2037 году.

The author died in 1966, so this work is also in the public domain in countries and areas (outside Russia) where the copyright term is the author's life plus 50 years or less.

PD-US-1923-abroad Public domain in the United States but not in its source countries //wikisource.org/wiki/%D0%92%C4%95%D1%80%D0%B5%D0%BD%D0%BC%D0%B5_%D0%BA%D0%B0%D1%8F%D1%81%D1%87%C4%95