Вĕреннĕ çынсем

Вĕреннĕ çынсем (1918)
by Юркин Иван Николаевич
337498Вĕреннĕ çынсем1918Юркин Иван Николаевич

Эпир Чĕмпĕрте юлашки çулĕ çырăва вĕреннĕ чухне, пушă вăхатра, пĕр кĕнеке, чирсем çинчен çырнине, вырăслинчен чăвашла куçартăмăр. Вĕренсе тухсан, çав çулах пире, куçаракан юлташла иксĕмĕре, кĕнеке тумалли çырусемпе Шупашкара кайма хушрĕç, меншĕн тесен çав кĕнекене малтан вырăсла çыраканни, тухтăрĕ, унта пурăнать иккен. Епле куçарнине ăна вуласа кăтартма хушрĕç.

Çул каймашкăн иксĕмĕре те пире пилĕкшер тенкĕ укçа пачĕç. Эпир халиччен Атăлпа çÿремен çынсем. Атăлпа кайма шухăшласа, Атăл хĕррине антăмăр. Пăрахутсен кантуркисем патне çитсен, хăш пăрахут çÿлелле каймаллине ыйтса пĕлсен, çав пăрахутсенĕн кантурки патне пытăмăр. Унăн умĕнче пăрахут-мĕн тăнине курмасан, унта çÿрекен çынсенчен – «кĕсенен пăрахучĕ паян çÿлелле каять-ши», – тесе ыйтса пĕлтĕмĕр. – «Çÿлелле каякан пăрахучĕ килмен-халĕ»,– терĕç, пире хирĕç. Пирĕн хыçран пристань патне пирĕн пек ларса каяс текенсем пухăннăçемĕн пухăна пуçларĕç пĕтес çук çынсем пухăнчĕç. Кантуркă çинче тăвăр та пула пуçларĕ. Нумай та тăмарĕ, аялтан пĕр пăрахут киле пуçласан, ăна курсан, пурте савăнчĕç, билетсем иле пуçларĕç. Харкам хай япалисене майлаштарса хура пуçларĕç. Пăрахут çывхарнăçемĕн çынсем хĕвĕше пуçларĕç. Çынсем билетсем илнине курсан, эпир те юлташпа иксĕмĕр хамăра валли икĕ билет илтĕмĕр. Нумай та вăхăт иртмерĕ, хай килекен пăрахут çывхара пуçласан, пит хытă кана çухăртса ярса сасă пачĕ. Унччен те пулмарĕ хайхи лап! лап! лан! лап! тутарса, темĕн пысăкăш хумсем кăларса, часах ишсе те çитрĕ. Эпир тăракан кантурка тытăнчĕ каллĕ-маллĕ суллантарма. Кантурки çумпе ерипенĕн кăна пырса чарăнсан, каçма хурсан, хай килне пăрахут ăшĕнчен тытăнчĕç çынсем йапăртатса тухмашкăн. Тухаканнинчен пĕри билечĕсене калле ыйтса илме пуçларĕç. Çынсем пăртак сирĕлсен, весем хыçĕнчен кантуркă çинче кĕтсе тăракансем, кĕрес текеннисем, тытăнчĕç пăрахут ăшне ăшаланса кĕме. Весем хыçĕнчен эпир те пăрахут ăшне çынсемпе пĕрле хĕсĕнкелесе, тĕрткеленсе кĕрсе кайрăмăр. Пăхăсăн, унта пĕтес çук çын, лак тулнă, ниçта ларма, ниçта тăма вырăн çук. Лармалли саксем çине кăна мар, урайĕнче те пĕтес çук çынсем тăсăлса выртнă. Тĕрлĕ япаласем тÿсе тултарнă. Эпир, халиччен пăрахут çинче ларса çÿремен çынсем, ниçта ларма пĕлместпĕр. Çынсем хыçĕнчен унта та кунта утатпăр. Халиччен ун пек япала çинче çÿременсем, пуринчен те тĕлĕнсе, пăхкаласа çÿретпĕр. Кĕленче витĕр пăрахут тĕлĕнче машини те курăнса тăрать. Вĕри япалисем чăшăлтатса вĕресе тăраççĕ. Пĕр аяккинчен çÿлелле улăхса каймалли пусмине те куратпăр. Унта пирĕн билет пеккисене улăхма юрамасть иккен. Мĕн чухлс-тĕр тăрсан, хай пăрахутăмăр тата пит хытă кăна ĕкĕрсе ячĕ-çке! Сасси таçти шăтăка илтĕнчĕ пулĕ!.. Нумай та вăхăт иртмерĕ тата тепĕр хут та, паçăрхи пек, çухăрса илчĕ. Калăн, темĕн пулчĕ тесе. Пăрахут çинчи çынсем чупкалаша пуçларĕç. Пăрахутпа илсе каймалли япаласене тытăнчĕç хыпаланса тултма. Ĕнтĕ тултрĕç, тултрĕç, епле кăна пăрахучĕ йăтса тăрать-ши.!. Ăшĕнче лăк тулли çын, лăк тулли тавар, курăсăн, бурлакĕсем унĕçемĕн хыпаланса тултаççĕ. Пăрахут çине çынсем те кĕми пула пуçласан, илсе каймалли япалисене те тултса пĕтерсен, хай пăрахутăмар тата хытă, урăм-сурăм питĕ хытă шăхăрса илчĕ. Ку виççĕмĕш пулчĕ куран, матрусĕсем хыпалана пуçларĕç, каçмаллине туртса илсе, вăл вырăна пÿлсе хучĕç. Хай пăрахутăмар тăнă çертен ерипен кăна хускалса, хăпса кайрĕ те, тытăнчĕ каллех лаплаттарма. Катуркăмар тăрса юлчĕ. Пăрахут çинчи çынсем кантурка çинчи çыннисене карттусĕсене илсе, пуççапа пуçларĕç, хăшĕ тата аллинчи тутăрăсемпе сĕлтет, мĕн тăвать. Пăрахутăмар пĕр саманта таçта çитрĕ, тытăнчĕ Атăл тăрăх мĕнпур вăйĕпе ишме. Эпир те пĕр кĕтессе хĕсĕнсе лартăмăр. Хăш чухне тата ура çине тăрса, ытараймасăр, чÿречисем витĕр пăхса пыратпăр. Пăхса пынăçемĕн ытарма хал çук. Çурхи уяр кун, çап-çутă, пĕтĕм тĕнче çаврăнса тăрать пек. Атăлăн икĕ енĕ те кулса тăнă пек туйăнать. Эпир халиччен Атăлпа çÿремен çынсем, шарт тĕлĕнтĕмĕр: пур иккен тĕнчере те илемлĕ вырăнсем! Хамăр савăннипе нимĕн тума пĕлместпĕр. Пăрахут çинчи çынсем, ларса пынă чухне хăшĕ çиеççĕ, хăшĕ чей ĕçеççĕ, хăшĕ мĕн тăваççĕ-тĕр. Хăшне кăна пăх, вăл мĕн те пулин тăвать. Ыттах ăйхă юратаканнисем харăлтаттараççĕ кана… Калăн, пăрахут вĕсем харăлтатнипе ыткăнса пырать тесе. Çынсем çинине курсан, пирĕн те çиес киле пуçларĕ, чĕре тÿсме хал çук, выçса кайрĕ. Çул çинче çиме кирлĕ пуласса пĕлмесĕр, эпир хамăрпа пĕрле нимĕн те илмерĕмĕр. Пынăçемĕн тата питĕ çиес киле пуçларĕ. Пăрахут чарăннă çĕрте çимелли япаласем тухса илме эпир пĕлмерĕмĕр. Хамăр тек ларса пыратпăр. Пирĕнпе пĕрле ларса пыракансем хăшĕ мĕн ыйтать, ăна çав япалине леçсе параççĕ, чей ыйтакана – чейне, çиме ыйтакана, трахтирти пек, çимеллисене те часах леçсе параççĕ. Çиме ыйтакансем малтан мĕн пĕçерттермеллине, прейскурантне ыйтса илсе пăхкалаççĕ. – «Акă, çакна парăр», тесе ыйтаççĕ. Юлташпа эпир те иксĕмĕр шухăшлатпăр: «атя, эпир те пĕр-пĕр япала ыйтса çиер», тесе.

«Атя», – тет выçăхнă юлташăм та. Прейскурантне алла илсен, пăхкалатпăр. Çырăва вĕреннĕ çынсем, вулатпăр. Пăрахут çинче епле çимĕçсем пĕçерсе çитернине пĕлтĕмĕр. Эпир те кăнчитат пулнăскерсем, «атьăр пĕр-пĕр япала пĕçерттерер!» тетпĕр, иксĕмĕр калаçса. Щисене эпир ăна шкулăра та пайтах çинĕ, тесе тиркетĕр. Çинĕ-çинĕ иçмасса, пĕр-пĕр урăх тĕрлĕ çимĕçсене çисе пăхар, тесе, малалла вулатпăр. Хаклисене, вĕсем пит хаклă, тесе, ыйтма тумастпăр. Хамăр ялан йÿнĕреххисене астăватпăр. Çимисенĕн ячĕсене вуласа пĕтерсен те, вĕсем епле çимесем иккенне пĕлместпĕр Ун пек çимĕçĕпе çиме мар, эпир ун пеккисенĕн ячĕсене те илтмен, пĕлмен. Пĕр çимийĕн ятне, йÿнĕреххине, «бутер-брот» тенĕ. – «Атя çакна ыйтса илер!» тет юлташăм та. Вăл мĕн япалине хамар та пĕлместĕр. Çимесем-мĕнсем леçсе пыракан лаккейне хамăр патра чĕнсе илсе: «Пире çакна кÿрсе пар-халĕ» – тетпĕр. – «Юрĕ», – терĕ те, пирĕн патăмран утса кайрĕ. Эпир иксĕмĕр те, пулас учительсем, вĕренсе тухнă çынсем, темĕн тĕрлĕ савăнтăмăр. Пăрахут çинчи яшкасене çисе пăхăр-халĕ тесе, кулкаласа, калаçса пыратпăр, мĕн тăватпăр. Пиртен инçе мар ларакансем те, чипертерех тумланнă çынсем, ĕçеççĕ, çиеççĕ, калаçаççе, кулаççĕ. Вĕсем вырăсла мĕн калаçнине пур сăмахĕсене те ăнланса, пĕлсе пыратпăр. Эпир чăвашла мĕн калаçнине вĕсем пĕр сăмах та ăнланаймасăр пыраççĕ. Хайхи çиме леçсе параканни часах пирĕн патра мĕн ыйтнине, «бутер-брот» тенине, кÿрсе те пачĕ. Ку халĕ шÿрпине-мĕнне ĕлкĕрсен тин кÿрсе парать пулĕ, тесе, çимесĕр пăхкаласа ларатпăр. Пирĕн умра турилкке çинче пĕчĕкçеççĕ татăксем, каскаласа хунă. Унта кулаç татăкĕсем, темĕн те пĕр каскаласа хунă. Кÿрсе пынипе çимесĕр ларнине курсан, кÿршĕсем те пиртен вăрттăн кулам пек пулаççĕ. Эпир çиме хăймасăр ларнă пек, тек пăхкаласа ларатпăр. Темĕнччен çимесĕр ларсан, хай леш çиме кÿрсе параканни пынине курсан, эпир унтан – «Меншĕн пире «бутер-брот» памастăн?» – тесе, ыйтатпăр. «Кÿрсе патăм-çке, мĕншĕн çиместĕр? Эпĕ ăна, сĕтел çине пырса лартнине, сирĕншĕн леçсе патăм, çийĕр!» – тет. Апла каласан, эпир те «çимемĕр çакă апчах-тăр, атя эппин çисе пăхар», – тетпĕр. Тытăнтăмăр çиме. Пер татăкне эпĕ илтĕм, тепĕрне юлташăм. Çисе пăхатпăр. Темĕскер, супăнь татăкĕ пек, тутлă мар япала. Хăй шăшлă, çиме хал çук. Кулаç татăкĕсене çиетпĕр юратса. Супăнь катăкĕ пеккисене, çÿп-çÿхе касса хунисене, тутлă мартан, çăвартан кăларса, кĕсьене чикетпĕр. Тула кайсан, шыва ывăтăнăр тетпĕр калаçса. Пире хирĕç ларакансем, эпир çапла хăтланнине курсан, пиртен вăрттăн кула пуçларĕç. Аш татăкĕ пеккисене хыпса пăхатпăр, вĕсем те кăмăла килмеççĕ, темле хăстарма пăхса тăраççĕ. Тата тепĕр йышшине, тултармăш пек япалана, каса-каса хунă, хăйсене çуллă ашсенчен тунă пулас, шăнçу татăкĕсем курăнса тăраççĕ. Вĕсене те çисе пăхрăмăр. Пĕри пĕр кăмăла килмест. Нимĕн çиме… Кулаç татăкĕсем те пит сахал, эпир мар, чĕппе çитерсен, чĕпĕ те тăранас çук… Пире иксĕмĕре çиме пырса лартрĕ. Аш татăкĕсене, тултармăш татăкĕ пек çаврака япаласене, супăнь катăкĕ пеккисене, тытăнтăмăр кĕсьесене тултарма… Пăрахут çинче çиме пире пĕртте кăмăла каймарĕ, тăранаймарăмăр та. Лаккейне чей пама хушрăмăр. Чее епле ĕçмеллине эпир пĕлетпĕр, тетпĕр кулса. Лешĕ чейне те часах кÿрсе пачĕ. Тытăнтăмăр васкамасăр кăна чей ĕçме. Начар çиме хыççăн пулсан та, чейне çителĕклĕ ĕçрĕмĕр. Темиçе чейник вĕри шывне кÿрсе пачĕ, мĕскĕн, шывне тулта- тулта та ывăнчĕ пулас. Тутарсем пек, тăраниччен кăна мар, кÿпĕниччен ĕçрĕмĕр… Эпир çапла нумай ĕçнине курсан, кÿршĕсем те пиртен пăртак тĕлĕнчĕç пулас: – «лайăх çиме хыççан чей ĕçĕнет çав», тесе калаçса кулаççĕ. Ĕçсе çинĕшĕн укçа тÿлесен, ÿсĕр çынсем пек калаçса пыра пуçларăмăр. Эпир ют чĕлхепе калаçнине илтсен, – «Эсир камсем пулатăр?» – тесе ыйтрĕ пĕри. Эпир те ăна хирĕç: «кăнчитатсем пулатпăр», терĕмĕр вырăсла. Эпир çапла каласан, лешсем, тен, ăнланаймарĕç-и. Урăх сăмах-мĕн ыйтмарĕç. Пăрахут çинче ларса пынипе эпир çул тăрăх савăнса калаçса пыратпăр: хамăр епле вĕренни çинчен, малашне епле пурăнасси çинчен. Пăртак укçа тусанах, авланма шухăшлатпăр. Кама качча илесси çинчен шухăшлатпăр. Хăшĕ илемлине, хăшĕ кăмăла кайнине, – «сана вăл епле пек туйăнать?» тесе пĕр-пĕринчен ыйтса пĕлетпĕр. Эпир мĕн çинчен калаçса пынине юнашар ларса пыракансем ăнланаймаççĕ, куран. Пирĕнпе хутшăнса калаçмаççĕ, унтан пире пит лайăх пулчĕ. Кĕсьене тултарнă çимĕçĕпе, сыр татăкĕсене, ветчине татăкĕсене, колбаси татăкĕсене, тула тухма кайсан, кирли вĕсене шыва ывăтма… Çукшăн укçана сая ятăмăр, тетпĕр, кулса. Ку япаласем пирĕн çимĕçсем пулмарĕç, пулă çимисем пулчĕç, тетпĕр… Парахутăмăр пырать ăшаланса, начар пыраканнисене хăваласа çичсе, иртсе каять, таçта пăрахса хăварать, курăнми те пулаççĕ. Мĕн чухлĕ пăрахутсем хирĕç пулчĕç пулĕ! Пĕр-пĕринпе тĕл пула пуçласанах, иккĕш те пĕрне пĕри сасă параççĕ, хăш енчен иртсе каймаллине ялавпа сулласа кăтартаççĕ. Атăл çинче миçе тĕрлĕ кимĕсем, сулăсем ишеççĕ-тĕр, пĕтес те çук… Миçе пристане çитсе куртăмăр пулас. Çапла пыра-пыра Теччĕ те, Хусана та çитрĕмĕр. Тепĕр кунне Шупашкар хулине те пырса çитрĕмĕр. Пăрахут пристань умне чарăнсан, эпир те пăрахут ăшĕнчен тухрăмăр, алăри билетне ыйтса илсе юлчĕç. Шупашкар хулине еплине пăхкала пуçларăмăр; хай тухтăра ăçта пурăннине ыйтса пĕле пуçларăмăр. Шупашкар хулинче пĕтес çук чăвашсем çÿреççĕ, чăвашла калаçаççĕ. Вĕсене курсан, эпир те темĕн тĕрлĕ савăнтăмăр. Ытараймасăр калаçатпăр. – «Эсир ăçтисем?» — тесе пиртен ыйтаççĕ. Эпир хамăр ăçтисене, епле çынсемпе, мĕн тума Шупашкар хулине пынине каласа паратпăр. – «Тухтăра ăçта пурăннине пелместĕр-и?» – тесе ыйтса пĕлетпĕр. Вĕсем пире аçта пурăннине каласа пачĕç. Шупашкар хулинче çÿренĕ чухне чăваш хулинче çÿренĕ пек туйăнать. Хули лăпкă, çыннисем йăваш, хули урамĕсенче хур-кăвакалсем, сыснасем çÿреççĕ. Хулинче пĕтес çук чул çуртсем, чул чиркÿсем. Пысăк çурчĕсене курсан – «вăл кам çурчĕ?» тесе ыйтсан, – «чăвашсенĕн», тесе каласа параççĕ. Пуянĕсем те хулинче чăвашсем анчах иккен. Аван чиркÿне, çÿллине курсан, авантан тĕлĕнетпĕр. – «Ку чиркĕве пуян чăвашсем туса лартнă», тесе каласа параççĕ. Вĕсем çапла чăвашсем тунă тесен, эй пирĕн чун саванать-çке. Пирĕн чăвашсем те чиркÿсем тутарма пĕлеççĕ тетпĕр тĕлĕнсе. Шупашкар хули Атăл хĕрринче, сăмсипе Атăла пăхса ларать иккен, йĕри-тавра ту. Хули васанра ларать. Пĕтес çук чиркÿсем курăнса тăраççĕ. Уясни хула пулсан та, пит ĕлккен иккен. Пуян хуçасем пурăнаççĕ, тырă илеççĕ. Хула урамĕсемпе пырсан-пырсан, хай тухтăр çуртне те шыраса тупрăмăр.

Тухтăр хăваттирне кĕрсен, хамăрпа илсе пынă çырăва ăна тыттартăмăр. Вуласа пăхсан, вăл пире хăй пÿлĕмне чĕнсе кĕртрĕ, пирĕнпе паллашсан, савăннă пек пулса, кулкаласа калаçа пуçларĕ, пире тенкелсем çине ларма хушрĕ. Часах çыннисене сăмавар лартма хушрĕ. Эпир мĕн ĕçпе пынине каласа патăмăр. Хамăрпа илсе пынă çырăва вуласа пăхсан, савăнчĕ куран: «Чăвашсене ун пек кĕнеке кирлĕ çав», – терĕ. Эпир унпа нумай япаласем çинчен калаçрăмăр. Сăмаварĕ ĕлкĕрсен, пире чей ĕçме тепĕр пÿлĕмне чĕнсе илсе кайрĕ. Эпир те, пысăк ĕçпе пынă çынсем пек, савăнса, хăна пулса, чей ĕçсе ларатпăр. Хамăра пулсан, эпир вĕренсе тухнă çынсем, малашне çынсене çырăва вĕрентмелле пулса тăтăмăр. Тухтăр та, чăвашсем хушшинче пурăнаканскер: – «Чăвашсене тата çыруран пуçне тасарах пурăнма вĕрентес пулать. Чăвашсем куçа-пуçа таса тытмаççĕ, çавăнпа сирĕн хушшăрта куçа начар çынсем нумай. Куçĕсене таса алă шăллипе шăлмаççĕ, çавăнпа куç чирĕ сирĕн хушăрта пит нумай. Эсир хăвăр çыннăрсене ÿкĕтлесе каласан, вĕсем сире шанĕç, ÿлĕмрен хальхи пек, суккăрисем нумай пулмĕç. Малашне чăвашсем хăйсем те çапла, пирĕн пек çырăва вĕренсе, тухтăрсем пулĕç», – тет. Эпир, çамрăк çынсем, вăл мĕн каланине темĕн пек итлесе ларатпăр. Чей ĕçсе тăрансан, тухтăр кабинетне кĕрсе ларсан, мĕн ĕçпе пынă ĕçе тăва пуçларăмăр. Чăвашла куçарнă кĕнекене пире вулама хушрĕ. Манăн юлташăм тытăнчĕ вулама. Вăл итлесе лара пуçларĕ. Кăмăлне килмен çĕрĕсене тÿрлеттерет, мĕн тăвать. Хăй чăвашла та пит ăста иккен, пит лайăх ăнланать. Эпир кăнтăрлаччен ун патĕнче çапла вуласа, муталашса лартăмăр. Пирĕн çиес те киле пуçларĕ, 12 сехет çитрĕ; эпир çав вăхăтра çиме вĕреннĕскерсем, ахаль те темиçе кун ĕретлĕрех çименскереем, чиперех выçăха пуçларăмăр. Вĕсем патĕнче чей анчах ĕçрĕмĕр. Вăхăт иртнĕçемĕн иртет, тепле çиес килсен те, çын патĕнче ыйтса илейместĕн, тÿсетĕн, эпир те çапла ирĕксĕр те пулин тÿсетпĕр. Пăрахут çинче çини пирĕн вырăна пымарĕ курăн… Кăнтăрла иртсен, пĕр сехет те, икĕ сехет те иртрĕ, пире çиме чĕнмеççĕ. Виç сехет те çитрĕ. Пирĕн чиперех хырăмсем выçрсç. Ĕмĕр çимен пек, ăш ыйтнăçемĕн ыйта пуçларĕ… Те пирĕн çиес килнине пĕлсе, тухтăр апат çитерме хушрĕ. Вăл апла каласан, эпир те савантăмăр-çке… Тытăнчĕç турилккесемпе, кашăксемпе, çĕççисемпе шалтăртаттарма. Апат çиме хатĕрле пуçланине илтсен, эпир те, пĕчĕкçĕ ачасем пек, савăнтăмăр. Сĕтел çине хатĕрлесен, пире те çиме ченчĕçĕ. Çиекен пÿлĕмне кĕрсен, эпир шарт! тĕлĕнтĕмĕр. Темĕн пысăкăш сĕтеле йĕри-тавра çынсем лăках ларса тулнă. Тухтăр пире вĕсемпе паллаштара пуçларĕ. – «Ку арăм, кĕсем манăн ачамсем, ак кусем пирĕн хăнасем», – тесе. Пуринпе те алă тытса паллашнă йăла турăмăр. Пире сĕтел хушшине, хăнисемпе пĕрле, çиме ларма хушрĕç. Хатĕрлесе хунă тенкелсем çине эпир юнашар лартăмăр. Пурсăмăр та ларсан, тухтăр арăмĕ пирĕн çине пăхса илчĕ те – «пурне те вырăн пулчĕ-и?» – тесе ыйтрĕ. – «Пурне те», – терĕ упăшки те. Тухтăр арăмĕ тытăнчĕ тарилккесем çине шÿрпе тултарса, кашнине йĕркерен пама. Кашни умне пĕрер тарилкке тултарса лартсан, çиме хушрĕ. Чăхăсем пуснă пулас, яшки каснă салма, лапша пĕçернĕ. Çуллă шÿрпи пăсне кăлармасăр тăрать, калăн сивĕ яшка лартнă, тесе. Пурсăмăра та çиме хатĕрлесе хунă кĕмĕл кашăксем, çиекен тимĕр сенĕксем, çĕçĕсем. Пĕчĕкçеççĕ тарилкки çине пĕчĕкçеççĕ çăкăр татăкĕ касса хунă, çиме хатĕрленĕ. Çийĕр тесен, пурте кашăксем илсе, çиме тытăнаççĕ. Эпир те юлташпа, юнашар ларнăскерсем, выçăхнă япаласем, тытăнтăмăр вĕсемпе пĕрле çиме. Яшка вĕри, текелесе калаçнине илтсен, эпĕ малтан кашăк илсе, тирке çинчи яшкана сивĕнтĕр тесе, пăтрата пуçларăм. Пĕр-ик-виç тапхăр çавăрса илсен, яшкам сивĕнчĕ-тĕр тесе, кашăк тулли ăсса илсе, çăвара хыпрăм. Ĕнтĕ яшки те, кашăкĕ те темĕн тĕрлĕ вери япаласем, çăвара пĕçертсе пăрахрĕç-çке… çăвара хыпнă яшкама ни çăтса яраймастăп, ни кăларса хураймастăп. Темĕн тĕрлĕ пĕçерсен те, тепле масарла çăтса ятăм. Куçран куççуллисем сиксе тухрĕç-çке!.. Нимĕн тума пĕлместĕп… Пурте ман çине чăрр пăха пуçларĕç. Эпĕ аран сывлăша çавăрса илтĕм. Куççулĕçĕпе шăлатăп. – «Сапа мĕн пулчĕ?» – тет, тухтăр та хăраса. Эпе ăна хирĕç нимĕн те калаймастăп. Çăвар хĕррисем вĕри кĕмĕл кайăкран пиçнипе хăпăнчĕç кайрĕç…

— Пĕçерттертĕм,—тетĕп, вăтанкаласа.

— Эпĕ пырна ларнă пулĕ тесе хăрарăм, — тет.

Тухтăрăн хăнисем, çамрăккисем, манран кулса та илчĕç пулас.

— Яшкамар питĕ вери. Пĕртак сивĕнес пулатчĕ, — тет тухтăрĕ те арăмне.

— Эпĕ халĕ те, сивĕнтĕр тесе, темĕнччен сĕтел çине лартмасăр тăтăм, тепле пĕртте сивĕне пĕлмерĕ, — тет.

— Çулăран пит вĕри, — тет тепĕр арăмĕ те, хуçи арăмĕ майлă пулса.

— Васкамасăр çийĕр, — тет тухтăр арăмĕ, ачисем çине пăхса, — яшкамăр пит вĕри, — тет.

Эпир, выçахнăскерсем, тĕл пулнă чухне васкарах хыпнă куран… Хăпаланнă тута татăкĕсем, тута çинче каснă салмана пĕрле çăвара кĕме пуçларĕç. Малтан, пĕлмесĕр, тута çинче каснă салма çакăнса тăрать-тăр, тесе, вĕсене çăвара шăлса кĕртетĕп. Пăхăсăн, вĕсем çăвара кĕмеççĕ… Тута ÿчĕсем, пиçнисем, татăлса ÿкмен иккен.

Юлташăм та çинĕ чух сулмаклă кĕмĕл кашăкпа çăварне хыпнă чух, ăнсăртран шăлне шанк! тутарчĕ. Пăртакçех катса пăрахмарĕ пулас. Унтан та кула пуçларĕç. Эпир, йывăç кашăкпа çиме вĕреннĕскерсем, кĕмĕл кашăкпа çинĕ чухне, юлташăм яшкана сыпма хăтланса, шÿрпине хăй çине такса яче. Унтан та лешсем тата вăрттăн кула пуçларĕç. Пирĕн унĕçемĕн алăсем çыхланаççĕ. Пĕр тирке яшкине çисе пĕтерсен, тата тепĕр тĕслине, каклетсене кÿрсе лартрĕç. Кашни умне тарилкке çине пĕрер каклетне хурса пачĕç. Ăна та çиме хушрĕç. Тытăнтăмăр каллех çапла тепĕр тĕрлĕ çимĕçне çиме. Хамăр пая эпир часах çиес ятăмăр «тата тепĕр татăк хурса парам-и?» – тесе ыйтрĕ тухтăр арăмĕ. Хамăрăн çиес те килет, эпир чĕнместĕр, тăраннă пек пулса ларатпăр. Пурте çисе пĕтерсен тата виççĕмĕшне мĕн-тĕр кÿрсе лартрĕç. Пĕр савăт çинче темĕскер япала, кĕсел пек, чĕтĕресе ларать. Çав çимене тухтăр арăмĕ хăнисене, çемйисене, кашнине илме хушрĕ. Малтан хĕрарăмсем пĕрер катăк ката-ката илсе тарилкки çине хучĕç. Унтан пире те илме хушрĕç. Манăн юлташăм та хăйне ĕрет çитсен, илме хушсан, тытăнчĕ çав япалана пĕчĕкçеççĕ кĕмĕл кашăкпа катса илме. Пĕр катăк касса илсен, хăй тарилкки çине хурас тенĕ чухне, хай япали кашăкĕ çинчен сĕтел çине лап! тухса ÿкрĕ. Тытăнчĕ хыпаланса кашĕкĕпе илме. Пăхăсăн, ниепле те ăсса илеймест!». Унпа чăлт шурă çиттине вараласа пăрахрĕ. Ыттисем унтан кула пуçларĕç… Ку ман юлташăм катăкĕпе ниепле те илеймесен, кашăкне сĕтел çине хучĕ те, кирли икĕ аллипе ывăçласа илсе, тытăнчĕ аллисем çинчен, йытă пек çиме… Вăл çапла ирсĕр хăтланнине курсан, хай ахаль те вăрттăнлă-мĕнлĕ кулакансем, тÿсеймесĕр, тата хытă ахăлтатса кулса ячĕç… Хăшĕ тата тытăнчĕç сĕтел хушшинчен тухса тарма… Эпир те тухтăр арăмĕпе анчах сĕтел хушшинче ларса юлтăмăр… – «Çамрăксем кулма юратаççĕ», – тет тухтăр та кулса. Хуçисем сĕтел хушшинчен тарса тухсан, эпир те тухрăмăр. Хамăра темĕн пек намăс пулсан та, манăн хам юлташăмран темĕн пек кулассăм килчĕ.

Чей ĕçиччен пире пăртак канма хушрĕç. Хăнисем, çемйисем пурте таçта саланчĕç. Эпир юлташпа иксĕмĕр пĕр пÿлĕме кĕтĕмĕр те, тенкелсем çине лартăмăр. Иксĕмĕр калаçса ларатпăр: «Хамăр вĕреннĕ çынсем, хамăртан хамăр çынсене епле култартăмăр, намăслă пултăмăр», – тетпĕр. Çитменнине тата хамăртан хамăр кула пуçларăмăр. Тутамăрсене, çăвар ăшсене, кĕмĕл кашăкпа пĕçерттернине аса илсен, юлташăм хăйĕнчен кула пуçларĕ: «Эпĕ те лешне, кĕсел пеккине, ăнсăртран сĕтел çитти çине ÿкерсе, сĕтел çиттине епле варларăм… Аптăранă енне, ăна ывăçласа илсе, йытă пек çие пуçласа, епле култартăм… Пурте сĕтел хушшинчен тÿсеймесĕр тухса тарчĕç… Пĕр шухăшласан, хамăр та чисти амутке иккен… Вĕреннĕ çынсем пулса пурăнатпăр! Хамăр чипер çынсемпе пĕрле çиме те пĕлместпĕр. Хамăртан епле çынсене култартăмăр… Вĕсем пиртен кулнине ĕмĕрте манас çук: – «чăвашсем епле çиеççĕ», тесе асăнса, темĕн пек кулĕç, тетпĕр.

Пăртак тăрсан, тухтăр пирĕн пата килес, хай куçарнă кĕнеке пирки калаçа пуçларĕ. Тытăнтăмăр ăна вулама. Каçхи чейччен вуларăмăр, тÿрлетмелли вырăнсене тÿрлетрĕмĕр. Каллех пире чей ĕçме чĕнчĕç. Чей ĕçме эпир вереннĕ çынсем. Ăна эпир çынсем пекех ĕçрĕмĕр. Чей хыççăн эпир каллех çав хамăр ĕçе тытăнтăмăр, вулама. Вуласа та, тÿрлетсе те пĕтертĕмĕр. – «Ыран ирех киле кайăпăр», – тетпĕр. – «Кăнтăрлахи апат çисен, кайăр», – терĕ тухтăр. Вăл апла каласан, эпир вуникĕ сехетре çиме вĕренне çынсем, çав вăхăтра çисен, часрах кайăпăр, тетпĕр. Вăл вăхăтра тухтăрăн ханисемпе çемйисем çиме лармасса пĕлсе. – «Çиес пулсан, пире кухньăра çитерсен те юрĕ», – тетпĕр. Эпир ыйтнă пек, 12 сехете апат хатĕрлесен, эпир вара кухнинчех апат çирĕмĕр. – «Ĕлĕк те çапла уйрăм çиес иккен», – тетпĕр иксĕмĕр, ерипен калаçса. Тăраниччен çирĕмĕр те ĕçни-çинишĕн тухтăрпа арăмне тав турăмăр. Хамăрпа пĕрле илсе каймалли япаласене хатĕрлесен, тухтăр пире 15-шер тенкĕ укçа пачĕ. «Пилĕкшер тенкĕ çул çине çÿреме, 10-шар тенкĕ кĕнеке куçарнăшăн, сире кучченеç паратăп», – терĕ. Эиир темĕн тĕрлĕ савăнтăмăр. Укçа панăшăн ÿксе пуççапма хатĕрччĕ… Укçа панăран савăнса: «Епле, эпир куçарни аван пек туйăнать-и?» – терĕмĕр. Тухтăр та пире хиреç: «Куçарни, мана пулсан, пымалла пек, анчах çырăва пĕлекен чăвашсем те ăнланайĕç, темĕн çав?… Ытах ăнланайманниисем вырăслине вуласан, ăнланĕç», – терĕ. Эпир хамăра пулсан, темĕн тĕрлĕ аван куçартăмăр тесе, шухăшлаттăмăр, çĕкленсе çÿреттĕмĕр. Тухтăр çапла каласан, эпир лăках пултăмăр… – «Эсир киле кайнă чухне Хусан урлă кайăр. Унта кĕрсен, семинарие кĕрсе Ильминские курса тухăр», – терĕ. Эпир, ун сăмахне итлесе, унта кĕме те пултăмăр. – «Эпĕ сире, ун патне кĕрессĕр пулсан, çыру çырса парăп. Эсир вара вăл çырăва ăна кĕртсе парăр. Вăл пит аван старик. Сире, чăвашсене, чăвашла вĕренттерекенни çавă ĕнтĕ. Ăна пула эсир çапла лайăх çынсем пултăр… Вăл пĕр сире кăна мар, ытти çынсене те çапла ырă тавать. Хусан урлă иртнĕ чухне ăна курса тухăр», – терĕ. Часах ларса, çыру çырса, пире пачĕ. Пĕтĕмпе пуçтарăнсан, пурне те сывă пулăр, тесен, алă тытсан, иксĕмĕр те весем патĕнчен тухса, Атăл хĕррине, пристань патне антăмăр. Эпир çитес умĕн кăна пĕр пăрахут кăшт пырса чарăнчĕ. Çав пăрахут аялалла, Хусаналла анать иккен. Эпир билетсем илсен, çав пăрахут çине кĕрсе лартăмăр. Шупашкар хулине те юлашкинчен пăхса илтĕмĕр те, эпир ларнă пăрахут часах пристань çумĕнчен хăпса кайса, аялалла ише пуçларĕ. Шупашкар хули курăнми те пулчĕ.

Пăрахут çинче эпир чăвашла калаçса пыракан икĕ чăваш ачине куртăмăр. «Эсир ăçтисем пулатăр?» тесе ыйтсан, вĕсем пире хирĕç: «Эпир çавăнтиссм, ачасене вĕрентекенсем пулатпăр», – терĕç. Эпир те хамар камсем иккенне вĕсене каласа патăмăр. Вĕсемпе эпир часах тус пултăмăр. Весем Хусанта çырăва вĕреннĕ çынсем иккен. Час-часах Хусана çÿренĕ çынсем. Эпир вĕсене пăхнă çĕрте ачасем анчах, Хусана ĕмĕр курман çынсем. Весем унта вĕренсе тухнине пĕлсен, пире вĕсемпе курса çÿреме питех те лайăх пулĕ тесе тата та питрех вĕсемпе пĕрлешрĕмĕр. Весем пире Хусана кăтартса çÿреме пулчĕç. Çурçĕр вăхăтĕнче эпир Хусана пырса çитрĕмĕр. Ĕлĕк семинарие Ильминский патне кĕрсе çĕр выртма шухăшланă çынсем, пĕлмен çĕре епле çĕрле пырса кĕрес, вĕсене, пысăк çынна, чăрмантарасси лайăх мар, тесе, эпир урăх çĕре кĕме пултăмăр. Пирĕн çĕнĕ юлташсем, Хусанта вĕренсе тухнă çынсем: эпир пĕрле çĕр выртма нумере кĕрĕпĕр. Ирхине унта, тул çутăлсан, пĕр вунă сехетре, Ильминский патне те кайăр. Атьăр пирĕнпе пĕрле нумĕре, терĕç. Пăрахут çинчен тухсан, эпир вĕсемпе пĕрле утрăмăр Хусана çурран. Мĕскерле нумĕре-тĕр çитсен, выртма кĕтĕмĕр. Хакне 80 пус терĕç. Пире тăватă çынна 20-шер пус анчах тивет. Йÿн, тесе, кĕтĕмĕр выртма. Çурран пырса ывăннă çынсене пире çĕр каçма пит аван, чипер кăна ĕнтĕ канар, тетпĕр. Урайне сарса, тăватсăмăр та çывăрма выртрăмăр.

Нумĕрте пĕр çур сехет те выртмарăмар пулĕ. Пирĕн кÿршĕри нумĕрте «разбой!.. разбой!.. караул!.. караул!.. караул!..» тесе, пит хытă кăшкăраша пуçларĕç. Нумĕрти çынсем хăраса сиксе туха пуçларĕç. – «Мĕн пулчĕ?» – тесе тавлаша пуçларĕç. Эпир унта мĕн пулнине пĕлмесĕр, тухса пăхма хăраса тăратпăр… – «Городовая, полицие чĕнсе килĕр», – теççĕ. Пирĕн сехре хăпса тухрĕ: «кĕсем пире çыхлантараççĕ», тетпĕр хăраса. Нимĕн тума пĕлместпĕр. Пĕр юлташăмăр калать: – «Атьăр кунтан тухса тарар?» – тет. Эпир те тарма пултăмăр. – «Анчах епле тухса тарар?»… Кĕне çĕртен тухса тарма хăратпăр: тытĕç, тетпĕр. Чÿрече витер унта-кунта пăхкала пуçларăмăр. Çынсем çÿренисем курăнмаççĕ, урам çап-çутă, эпир кĕнĕ нумĕр патĕнче пĕр панар çунса тăрать. – «Атьăр чÿрече витĕр сиксе анса тарар», – тетпĕр. Урамалла чÿрече витĕр сиксе анма пăртак хăрушă, çÿлĕрех. Аялта чул сарнă, ÿксен, аманасран хăратпăр. Каритурти çынсем шавланăçемсн шавлаççĕ. Юлташсенчен пĕрийĕн ал шаллисем пур иккен, икĕ ал шăллие пĕр çĕре çыхса, тепĕр вĕçне сĕтел уринчен çыхрăмăр. Тытăнтăмăр сад енне чÿрече витĕр алшăлли тăрах шуса анма. Малтан пĕри, унтан теприсем те. Кайран анаканнине алшăллисене салтса илтерсе», ăна йăтса антартăмăр. Сатран тухрăмăр та, Атăл хĕррине, кантурка çинче çывăрăпăр тесе тара патăмăр… çул çинче, пынă чухне, çаврăна-çаврăна пăхатпăр. Лешсем пирĕн хыçран чупмаççĕ-ши? тесе шухăшласа. Никам чупнине курмасан, хамăр тата хытă васкаса утатпăр-çке! Тепле ывăннă пулсан та, ута-ута хайхисем Атăл хĕррине те çитрĕмĕр. Пĕр пăрахутăн кантурки çине кĕрсе, çĕр каçма турăмăр. Хамăр йытăсем пек ывăнтăмăр. Аран-аран çитрĕмĕр. Урасене шăйăрса пĕтертĕмĕр… Кантурки ăшне кĕрсен тин пăртак чунăмăрсем канчĕç. – «Кунта, темĕн пулсан та, выртса çĕр каçăпăр ĕнтĕ», – тетĕр. – «Лере юлнă пулсан, чăнласах пире сăхлантараççĕ, халĕ те тухса тарма пĕлтĕмĕр. Унсăрăн пĕтнĕ пулăттăмăр…» тетпĕр. Хăранипе çĕр çывăраймстпăр. Акă тата – «разбой! караул!» кăшкăрас пек туйăнать. Турра шĕкĕр: кунта сасă-чĕвĕ пулмарĕ. Выртса çĕр каçрăмăр. Ирхине вунă сехетре каллех Хусана тухса утрăмăр. Атăл хĕрринчен Хусан хули пĕр улт-çичĕ çухрăмра. Хусана çитсен, семинарие те шыраса тупрăмăр. Унта Ильминские те куртăмăр. Тухтăр çыруне панă чухне унпа пăртак калаçрăмăр. Чăнласах Ильминский тенĕ çын аван, йăваш çын иккен, пирĕнпе пит йăваш, çемçе калаçрĕ. Хăçан вĕренсе тухнине ыйтса пĕлчĕ. Ăçтисене, Хусана ĕлĕк курнипе курманнине те ыйтса пĕлчĕ. Вăл тата та нумай ыйтса пĕлнĕ пулĕччĕ-и тен, эпир унпа пит хăйса калаçманнине кура, ахăр, час чарăнчĕ. – «Эсир кунта чухне Хусана курса çÿрĕр, çиессĕр килсен, кунта пирĕн семинарири кухньăна кĕрсе çийĕр. Сире унта ыйтсан, парĕç. Эпĕ вĕсене çитерме хушăп», терĕ те, пирĕн патăмăртан пĕр еннелле ерипен кăна утса кайрĕ. Пирĕнпе калаçнăран эпир тĕленсе юлтăмăр.

Хусанта эпир пĕр-икĕ кун курса пурăнтăмăр. Эй, Хусан пысăк-çке! Мĕн чухлĕ унта миçĕтсем? Хăш урамне кăна пăх, унта чиркÿ те миçĕт. Мĕн пысăкăш унта чул çуртсем пур?!. Эй хули, ытарма та хал çук- çке! Ахаль мар иккен пирĕн чăвашсем Хусана мухтаса юрлани. Хусана пăхнă çĕрте пирĕн Чĕмпĕр хули уясни хула пек анчах. Пĕр-икĕ кунтан каллех Хусантан Чĕмпĕре пăрахутпа таврăнтăмăр.

1917


This work is in the public domain in Russia according to article 6 of Law No. 231-FZ of the Russian Federation of December 18, 2006; the Implementation Act for Book IV of the Civil Code of the Russian Federation:
  • its creator didn't fight or work for Soviet Union victory during the Great Patriotic War — so the 70-year protection term is applied;
  • and the creator died before January 1, 1954 (more than 70 years ago), and has been not posthumously rehabilitated since that date;
  • and this work was first published before January 1, 1954 (more than 70 years ago).

This work is in the public domain in the United States because it was published before January 1, 1929 (more than 95 years ago).


The author died in 1943, so this work is also in the public domain in other countries and areas where the copyright term is the author's life plus 80 years or less (if applicable), or the copyright term is 106 years or less since publication (if applicable).