Вĕри çĕлен/Тухатмăш

337091Вĕри çĕлен — Тухатмăш1908Николай Шупуççынни

Лапсар ялĕ пысăк ял,
Пысăк ял та аслă ял.
Сакăр ялăн хушшинче
Ялтăртатать тÿпере.

Пурăнăç тытма пĕлсе
Ырă курать халăхĕ.
Çăвĕпе çÿрет вăрманта
Унăн выльăх-чĕрлĕхĕ.

Хĕлле пулсан, йăлăмра
Халăх пÿртлĕх кăларать,
Мĕншĕн ĕнтĕ çав ялта
Хÿхĕм пÿртсем пулас мар?

Çавăнпа та пÿрчĕсем
Килкартине йĕри-таврах,
Çавăнпа та хапхисем
Йăлтах яка хăмаран.

Урам енчи стенасем
Виç-тăватă чÿрече,
Ик еннелли хупписем
Ула-чăла: шурă, кăвак.

Çулла пулсан çав çуртсем
Йăвăç ăшне путаççĕ,
Иртсе çÿрен çынсене
Вăрманта пек курнаççĕ.

Анчах ялăн тул енче
Ял илемне пăсмашкăн
Юри ларать пĕр-пĕччен
Чăлăш-чалăш хура пÿрт.

Виçĕ енчен виç чарак
Лартнă пÿрчĕ ÿкесрен,
Пĕр пуçĕнчен хыр каска
Пÿртне пусса кĕмешкĕн.

Катаранах пÿртĕнчен
Çурать шăршă сăмсана,
Илемсĕр пÿрт кĕлеткинчен
Пăрăнтарать сан пуçа.

Пÿрчĕ пулĕ çĕр çулта,
Хуçи, пĕлеп, икçĕрте:
Хайхи-майхи Ăраман,
Ялти усал тухатмăш.

Ĕлĕкренпе авалтан
Çавă пÿрте юсаман.
Йĕри-тавра килкарти
Ÿкнĕ, çĕрнĕ шăм-шакки.

«Пĕр çич-сакăр çул иртсен
Хура пÿрт те ишĕлĕ,
Унăн ирсĕр вырăнне
Вĕлтĕрен пусса илĕ», –

Тесе Лапсар çыннисем
Хăйсем тĕллĕп пуплеççĕ,
Мĕнле пулĕ малалла –
Ăна-кăна пĕлме çук.

Анчах хальхи вăхăтра
Икçĕр çулхи Ăраман
Чалăш пÿртне юсама
Шухăш пуçне те тытман.

 * * *

Тухатмăша пĕлетпĕр:
Пурăнасшăн тăрăшмасть;
Хăйĕн пурри ыран çук,
Пурлă çынсен пур пултăр;

Пĕтĕм таврари яла
Унăн чапĕ сарăлтăр;
Вара хайхи пурăнать,
Пурнăç чулне сĕтĕрет.

Вăхăчĕпе çынсене
Тухатмăш та кирлĕ-çке.
Çитмĕл çухрăм таранран
Ăраман патне пыраççĕ,

Унăн çичĕ сăмахшĕн
Аркипе мул параççĕ.
Тухатмăша çав анчах
Кирлĕ кунне иртерме,

Унтан вара çÿлелле
Пăхса ларать маччана.
Мачча хăми хушшипе
Курать тĕнче çутине.
(Урăх пÿрте çутă кĕме
Вăл тĕнĕ те кастарман.)

 * * *

Каçпа пулнă ĕç çинчен
Хай тухатмăш шухăшлать,
Çĕр аллă çулхи ĕçсене
Паянхи кун асăнать.

 «Ăçтан майне тупрĕ-ши,
Çĕр çăтманна, вĕри çĕлен?
Меншĕн алран ятăм-ши
Пĕрре лекнĕ тăшмана?» –

Тесе ларать халĕ вăл.
«Çĕр аллă çул пурăнни
Ахалех ман пĕтĕ-ши?
Хĕрĕм вилсен пурăнни

Çÿп шăтăкнех кайĕ-ши?
Тăлăх юлтăм, халăхран
Эп хăраса тăмарăм;
Хама çапла тăвакана

Пĕтерме май шырарăм:
Çитмĕл тĕслĕ чĕлхе пур,
Пурне те эп вĕрентĕм;
Анчах вутлă тăшмана

Кăвар чĕлхи пĕлсе те
Кÿртеймсрĕм алăма.
Унтан вара тĕлĕкре
Ирсĕр вупăр карчăкран

Сывлăш чĕлхи вĕрентĕм,
Хай тăшмана тин тытрăм.
Тытрăм, тытрăм! Ăçта вăл?
Тытрăм – пушă параппан.

Чĕлхен кăпăк сăмаххи!
Ăçта кайнă халĕ вăл?
Ăраман, чаплă тухатмăш,
Ăçта пулчĕ сан чĕлхÿ?

Тăшман умра тăнă чух,
Ухмах, пилешĕн хуппи.
Пилеш хĕрес сан алра
Пурччĕ мар-и, ун чухне?

Мĕншĕн ĕнтĕ пурăнас?
Мĕскер ĕнтĕ хатĕрлес?
Тепре алла кĕрес çук,
Тăшман манăн пулас çук». –

Çапла улать Арăмăн;
Çÿçне-пуçне аллипе
Пай-пайепе кăларать,
Хăйĕн анлă кăкăрне
Чул чышкипе çĕмĕрет.

 * * *

Çапла пирĕн тĕнчере:
Тăвас тени пулмасан,
Пуç ыратать сĕрĕмре,
Чĕре çунать, ăш вĕркет,

Туса пĕтерес умĕн
Ванать каять япала,
Ĕмĕр авалхи тăшман
Пăтрантарать шухăша.

Ăраманăн вырăнче
Кам каçхишĕн хуйхăрмĕ?
Çав-тер вăйлă тăшмана
Вĕçертнĕшĕн кам йĕмĕ?

Çапла пулать тĕнчере:
Суя çулпа каякан
Ĕмĕр кайран кулянать,
Чĕри хытса кайнăран.

Ÿкĕнмест те, хурланать.
Ухмах пулнă Ăраман;
Хĕрне çĕлен вĕлерсен,
(Турăран та хăраман)

Чĕлхеçленме тытăннă.
Вĕри çĕленпе вăрçма
Çитмĕл чĕлхе вĕреннĕ,
Ăна вĕреннĕ чухне

Темиçе чун пĕтернĕ.
Анчах ĕмĕр пулман ĕç
Малалла та пулас çук:
Усал ĕçе усалпа
Нихăçан та пĕтерес çук.