Вилĕм юрри

Вилĕм юрри (1910)
by Çитăр Ехримĕ
337715Вилĕм юрри1910Çитăр Ехримĕ

Эп пăхăттăм вилĕме,
Хăвармарĕ ÿлĕме.
Вилсе çĕре кĕрсессĕн,
Таврăнаймăп килĕме.
Кÿлсе хунă пар лаша,
Иккĕшĕ те шур лаша.
Атьăр ĕнтĕ ăсатма,
Тупăк юрри юрласа.
Ăçта ĕлĕкхи сывлăху?
Ăçта ĕлĕкхи сывлăшу?
Чунна йывăр килсессĕн,
Камран ыйтăн пулăшу?
Икĕ куçăм хупăнчĕ,
Вилĕм хапхи курăнчĕ.
Вилĕм хапхи курăнсан,
Вилнĕ пекех туйăнчĕ.
Вилĕм хапхинчен кĕрĕпĕр,
Вилнĕ иккенне сисĕпĕр.
Тамăк вутне курсассăн,
Унта епле тÿсĕпĕр?
Тамăк çулĕ тап-такăр,
Унта епле таптăпăр?
Тамăк патне çитсессĕн,
Куççулĕпе макрăпăр.
Унта хăрушă сут пулĕ,
Аллисенче хут пулĕ.
Тамăк патĕнчен иртнĕ чух
Ура айĕнче вут пулĕ.
Рай çулĕ – чалăш çул,
Пусăпăр та шăвăпăр,
Çылăха кĕнĕ сăн-сăпата
Куççулĕпе çăвăпăр.
Эпир пырăпăр пухăнса.
Рай ларĕ çутăлса.
Рай патне çитсессĕн,
Рай тăрĕ хупăнса.
Шутлан алли хуçăлтăр,
Туррăн кăмăлĕ уçăлтăр.
Турă ятне асăнсан,
Рай алăкĕ уçăлтар.


This work was published before January 1, 1929, and is in the public domain worldwide because the author died at least 100 years ago.