Каçхи сасă
Каçхи сасă чарăнчĕ.
Кăштăн-каштăн çил вĕрет.
Хура çумăр пĕлĕчĕ
Ушкăн-ушкăн юхкалать.
Таçта çамрăк ачасем
Савнăç юрри юрланă.
Вĕсен аван сассисем
Çырма тăрăх янранă.
Çапла каçхи вăхатра
Таçта пĕр çын йынăшнă.
Унăн чунĕ Хуйхăра
Этем пĕлми хурланнă.
Çыннăн ĕмĕр тертленни,
Эсĕ Хăçан пăрăнăн?
Хăçан эсĕ Чарăнни
Ырă хыпар сарăлăн?
(1906-1907)
This work was published before January 1, 1929, and is in the public domain worldwide because the author died at least 100 years ago. |