Кулаçа тăраниччен çитерни

Кулаçа тăраниччен çитерни (1917)
by Юркин Иван Николаевич
337495Кулаçа тăраниччен çитерни1917Юркин Иван Николаевич

Тутар ађисемпе кулаç çиме пит йуратнă. Кулаç илме укçа çук пирки, тытăннă кĕсем: —ăçтан кăна укçа тупарши? тесе, шуxăшлама. Xайxисем шуxăшласан, шуxăшласан, ниçтан укçа тупаймасан, тытăннă çын йапалисене вăрласа, вĕсене сутса, укçа тунă. Унтата шуxăшлаççĕ: — мĕнле кăна йапаласем вăрлама тытăнарши? тесе. Тутарăн пĕр ађи калат:

— Ат̌ăр, çынсем пек, лашсем вăрласа, вĕсене сутса, укçа тăвар? тет.

— Ађам, тет ашшĕ те ăна xирĕç, лашсем варласси вăл пит xĕн ĕç: Вăрлассинђен питреx тата, вăрласа туxнă лашсене ăсатассипе сутасси пит xĕн, тет.

— Атте, мĕшĕн xĕн пултăр? Вăрласа туxсан, xаллапри пек, утланăпăрта пĕр йенелле тарăпăр! тет ађи.

— Мĕнтен xĕн пуласси, ађам, çын лашине вăрласа туxма малтан çын килне-çуртне кĕрес пулат, унтан каллеx витисене. Çĕрле пурнете вĕсене çăраççисемпе питĕрсе xураççĕ. Кĕрес тесен, пурнете вĕсене çĕмĕрсе кĕрес пулат. Çав питĕрсе xунă çăраççисене çĕмĕрме тытăнсан, xуçисем ăнсăртран илтме те пултараççĕ.

Илтсен, унта вара, çаклантăм кăна, те.

Выљăx-ђĕрлĕxĕн тата вăлта пур: çавăтса туxнă ђуxне карта-шĕнђе ÿсĕрме те кĕçенме те пултарат. Выљăxĕсем çапла карташĕнђе ÿсĕрнине, йе кĕçеннине, xуçисем илтсен, кĕсем вара, выљăxсем, карташне туxса туса каймарĕçтĕрçке? тесе, туxса пăxсан, каллеx вĕсене çакланатăн. Çавăтса туxнине xуçисем сисмесен те каллеx вĕсене ăçта ăсатас тетĕн? Пĕлекен тус йышĕсем, вăрăсем кирлĕ. Ку çулта пĕлмен вăрăсемпе тус пуласси, пуласан та вĕсем ăнсăртран çаклансан, саната çыxлантараççĕ. Курăсăн, вĕсене пула xăната тĕрмене xуптарса xуратăн. Лаша выљăxа ăсатнă ђуxне çыру вăл-ку та кирлĕ; унсăрăн каллеx ђасаx çакланатăн. Çук, выљăx-ђĕрлĕx вăрлу пире тÿрĕ килмест. Епир выљăxсемпе çакланма анђаx пултарăпăр… Вăрлас тесен, епир урăx тĕрлĕ йапаласем вăрлăпăр, тет.

Ашшĕ ађисемпе çапла йапаласем вăрлас тĕлĕшĕнђен калаççа ларнине амăшĕ илтсен:

— Çука ан калаçăр, xалитђен епир вăрра çÿремен çынсем, вăрă йатне илтесси Мĕн кăлăxаx вăрра çÿреме xăтланса, калаççа ларатăр?… Парxатарсăрсем!… Сире мĕн çитмен?!… Xалитђен Турра шĕкĕр пурăнсаттăмăр. Çиме çăкăр пур ђуxне, çукпа ан xăтланăр!.., Темĕн курса тăрăр!… Вăрлама çÿритђен, исмаса ĕçлеме çÿрĕр!.. Виçсĕрте кашкăрсем пек,

xытăраx ĕçлесен, пайтаx укçа тупăр. Вăрра çÿрекен çын xăçанта пулин ленкет. Пĕр ленксен, сире етем тумаççĕ… Епĕ пур ђуxне, ун пек, усал ĕçпе ан xăтланăрта; xăлxамсем манăн ан илтђĕр, куçăмсем ан курђĕр!.. тет, çиленсе.

— Амăш, амăш, есĕ мĕн калаçатăн? тесе ыйтат, тутарĕ те xыпаланса.

— Мĕн калаçасси мĕнĕ, есĕ ађамсене вăрра çÿретесшĕн иккен. Ун пек усал ĕçпе ан çыxланăрта!… тет, вăрççа.

— Епир, амăш кулаç илмелĕx кăна вăрласшăн. Епир пысăк йапаласем вăрласшăн мар. Вăк-тĕвексем антаx вăрласшăн, тет тутарĕ арăмне лăплантарасшăн.

— Кирек мĕн вăрласанта пурĕ-пĕр, çыннăн. Xăвăнне вăрласан, йепле сана аван пек туйăни?! Çынна та çапла, аван мар. Кирек камта xăйшĕн тертленсе ĕçлесе пурăнат, çыншăн мар… Есир кулаç çиме йурататăр, кулаçлăx укçа пуљмĕ-ши? тесе, вăрра çÿресшĕн иккен. Астăвăр, пĕр çаклансан, сире кулаçа тăранитђенеx çитерĕçĕ… Ун туxне ÿкĕнĕçе ан йулăр!.. тет, çиленсе.

Ађи те:

— Анне вăл, мĕн пĕлет? тет, амăшĕнђен пулса. —Кулаç кÿрсе парсан, тăранитђен кула-кула çийĕђĕ-xалĕ, тет.

— Анÿ мĕн пĕлнине есир, усалсем, вăрра çаклансан, тин пĕлĕр xалĕ, есир айвансем, çамрăк, сирĕн тутăрсем те анĕр сĕтĕнђен ĕретлĕреx типмен, тет.

— Амăш, амăш, ан вăрç xалĕ, есĕ xĕр-арăм, пыр, тепĕр пÿлĕме кĕрсе лар. Епир кунта арçынсем xамăр калаççа ларатпăр. Санăн ĕçĕ çук; епир сана вăрра кайма ђĕнмĕпĕр. Есĕ килте, пÿртре, кил сыxласа ларасса кăна пĕл! тет, упăшки.

Тепĕр ађи те ашшĕпе амăшĕ калаçнине пÿлсе, калаçа пуçлат.

— Атте, вăрлас тесен, епир апла мĕнле йапаласем вăрлăпăр? тет.

— Ћунсăр йапаласем вăрлар; вĕсем ђĕнмеççĕ, кĕçенмеççĕ, ÿсĕрмеççĕ. Вĕсене кирек ăçта леççе xурсанта çимĕ мĕн ыйтмаççĕ. Вĕсенĕн палли мĕнĕсем çук. Ытти ђунлă йапаласене пурне те паллă тăваççĕ, тет.

Вĕсем çапла ку канашран ђарăнманнине кура, амăшĕ каллеx, тытăнат вĕсене йатлама.

— Кирек кăна мĕн ĕçлер, епĕ сире ку усал ĕçе пиллеместĕп. Кунтан çаклансан, сире, айвансене, кулаçран ђас тăрантарĕçĕ. Анĕр сăмаxне ун ђуxне тин, уxмаxсем, аса илĕр xалĕ, тет, йĕреспек калаççа. Xăй унђен те пулмаст, вĕсем патĕнђен туxса, тепĕр пÿртне йĕрсе кайат.

Амăшĕ туxса кайсан, вĕсем xавxаланса калаççа лара пуçлаççĕ. Шуxăшлаççĕ-шуxăшлаççĕ те ашшĕ каллеx:

—Ат̌ăр, çын кĕлетĕнђен тырă вăрлар? тет. Тыррăн унăн палли-мĕнĕ çук. Кĕлете кĕмесĕрте вăрлама пултаратпăр. Кĕлет урайне шăтарсан, тÿреx xутаççа тултарăпăр. Тулли пÿлмерен тырă вăл ђасаx йуxса туxĕ Епир вăрланнине çынсем, те курас çук, Тырă пирĕн xамăрăн та пур. Вăрланă тырра сутсан та никамта пĕлес çук, тет.

Ашшĕ çапла каланни пурийĕн кăмăлнете килет. Пурте савăнаççĕ; xăйсем темĕн тĕрлĕ xĕпĕртеççĕ. Куллен тенĕ пек, кулаç çисе пурăнма пулаççĕ. Ăна та шуxăшлаççĕ: —вăрлас пулсан, мар килти кĕлетсенђен, йепле те пулин тулти кĕлетсенђен, ирĕк çĕрте, урам варринђе, йе урам вĕçĕнђе ларакан кĕлетсенђен вăрлар, теççĕ. Ун пек уйрăм ларакан кĕлете те ђасаx сăнаççĕ. Пĕр ђăвашăн тырăлă кĕлеђĕ урам xĕрринђе, пушă çĕрте, пĕр пĕтђенçи лараканнине.

— Ат̌ăр çав ђăвашăн тыррине вăрлар? тет, ашшĕ.

— Йурĕ, теççĕ ађисем те. Вăрлама кайас уммĕн, xăйсене мĕн мĕн йапалласем кирлĕ пулассине пĕлсе, çав йапалисене xатĕрлесе xураççĕ.

Пĕр каç, тĕттĕттĕм пулсан, пуçтарăнса кайаççĕ çав ђăвашăн кĕлетĕнђен тыррине йуxтарса кăларма. Илеççĕ: пĕр пăрата, пĕр пăкă, унтан тата кашнине пĕрер xутаç, виç-тăватă пăт тырă кĕмеллисене. Йал уçланкинђе ларакан xалăx кĕлеђĕ, ђул ампар патне çитсен, çывăxра çынсем çÿремеççĕши? Пире куракансем çукши? Авă çавна пĕлесђĕ? тесе, пĕр пĕринпе йеррипе калаçаççĕ. Ашшĕ калат: —ђул катăкĕ тупса çав ампар çине ывăтса пăxар xалĕ; вăл шакăртатса аннине илтекен çынсем, кам ăна ывăтат? тесе, ыйтса пĕлĕçĕ. Çывăxра çын çук пулсан, никам та ђĕнмĕ. Епир варă утăпăр малалла, леш кĕлет патнелле. Çитсен, ун çинете çап­ла ывăтса пăxăпăр, тет. Пĕр ађи ђул катăкĕ тупса, кăшт çав ђул ампар çине ывăтат. Ђул катăкĕ айалалла шакăртатса кусcа анат. Никам сасă ђĕвĕ памаст. —Çывăxра çын-мĕн çук иккен, пурте çывăрма выртнă, тетте ађисемпе пĕрле утаççĕ, леш ђăвашăн кĕлеђĕ патне. Кĕлет умне çитсен, каллеx çапла тимĕрпе витнĕскер çине, кăшт пĕр пĕђĕкçĕ ђул катăкĕ ывăтаççĕ. Ун çинђен те çапла, ывăтнă йапали, ђул катĕкĕ, калле шакăртатса кусса анат. Итлеççĕ: çывăxра сасă-ђĕвĕ çукне пĕлеççĕ.

— Кам унта кĕлет çине ывă­тат? тесе, кăшкăраканта çук. Ђул катăкĕ кусса аннинете никам та илтекен çук. Унђен те пулмаççĕ; тутарăн ађисем иккĕшĕ кĕлет айне упаленсе йĕрсе кайса, пăрапа урай xăмине шăтарса, тытăнаççĕ çав шăтăкран тÿреx xутаççисене ыраш йуxтарса тултарма. Пĕр xутаççи тулсан, шăтăкне ђасаx ыраш ан йуxтăр, те­се, пăкăпа ђиксе питĕреççĕ. Xутаççине кĕлет айне, xĕррине, туxсан, илме авантараx пултăр, тесе, ђипер кăна çыxса вырттараççĕ. Ашшĕ тул йенђен, кĕлет умĕнђе, xурал тăрат. Апла-капла çын мĕн иртнине курсан, вĕсене вăрттăн систерме. Лешсем тата икĕ xутаççинете туллийеx тултарсан, тырă йуxтаракан шăтăкне пăккипе питĕрсе xăвараççĕ. Тырăлă xутаççисене виççĕн вăрттăн кула-кула йерипе кăна килне йăтса таврăнаççĕ. Çав тыррисенђен пĕр xутаççине ирxĕне пулас сутакана сутса, ун укçипе темиçе кĕрепенке кулаç илсе килне таврăнаççĕ. Сăмаварĕ ĕлкĕрсен, пĕтĕм çемйипе кула-кула çийеççĕ…. Xăйсем темĕн тĕрлĕ савăнаççĕ…. Пĕр амă­шĕ анђаx вăрласа тунă укçапа илнĕ кулаçа çисе те пăxмаст:— пыра ларасран xăратăп, тет.

— Анненĕн кулаç çийесси килмест иккен, çавăнпа çимест, теççĕ, ађисем амăшĕнђен кулса.

— Ђейпĕ епĕ çăкăрата пит йуратса çийетĕп. Xырăмăм выççан, çăкăрта кулаç пек, тутлă пулат, тет амăшĕ.

— Айвансем, пĕр çаклансан, сире çав кулаçран ђасаx тăрантараçĕ-xалĕ, тет, çиленсе.

— Анне;камсем тăрантарĕçĕ?… Акă епир виççĕн виçĕ xутаç туллийеx йăтса килтĕмĕр. Никамта пире куракан мĕн пулмарĕ, ÿлмĕренте çаплаx пулĕ, тет пер ађи.

— Вăрă, вăрласан, xăçанта пу­лнă çакланат, унсăрăн пулмаст. Есир те çапла xăçанта пулин çакланăр xалĕ. Ун ђуxне вара акă йепле пек туйăнĕ?… Xалĕ уxмаxсем кулаçа кула-кула çийетĕр те ун ђуxне вара йĕре-йĕре пĕтĕр… тет, амăшĕ.

— Унта анне мĕн пулат. Ђейе пулмасан, çакланăпăр, ђейе пул­сан, çакланас çук, тет тепĕр ывă­лĕ те.

Ђей ĕççе-çисе тăрансан, икĕ xутаççинђи тыррине, ырашне, йăт­са таврăннине, ăнсăртран, шы­ракансем тупасран xăраса, xăйсенĕн кĕлетĕнђи пÿлмине пушатса, xăйсенĕн ырашĕпе xутăштараççĕ. Тепĕр каç вĕсем тата теветкелесе кайаççĕ. Каллеx, ĕнерxи пек, ампарсем çине ђул катăкĕсем ывăтса пăxаççĕ. Xирĕç сасă мĕн паракансем çук. Çывăxра çын­сем çукне пĕлсен, савăнаççĕ. Ђăваш кĕлеђĕ патне çитсен икĕ ывăлĕ каллеx кĕлет айне ђăма параççĕ. Ашшĕ кĕлет умне xуралла тăрса йулат. Ђиксе xунă пăккине каллеx туртса кăларсан, йантă тырра ђасаx йуxтарса, xутаççисене тултара тултара, илеççĕ. Тулли xутаççисене кĕлет айĕнђен ирĕксĕрлĕ-мĕнлĕ сĕтĕрсе туртса кăларсан, xулпуççисем çи­не йăтса xурсан, каллеx упасем пек, килне йăтса таврăнаççĕ. Xуралçăсем мар, xăйсене пĕр çынта çул çинђе xирĕç тĕл пулмаст. Ирxĕне каллеx вĕсем ку xутаççисене xăйсенĕн йалĕнђи кулаç сутакан тутар патне леççе сутаççĕ. Вăрла­нă ыраша сутса тунă укçипе татаx xăйсене çиме çителĕклĕ кулаç илсе таврăнаççĕ. Тытăнаççĕ вĕри-ăшă кулаçа кÿпĕнитђен çиме. Xăйсем савăннипе нимĕн тума пĕлмеççĕ. Епир капла xăтланнине никам та пĕлес çук, xуçисем, анкă-минкĕ ђăвашсем, ђасаx сисес çук xалĕ, теççĕ. Тепĕр кунне, Ерне кун, тесе, мунђа xуттарса мунђа кĕрсе тасалаççĕ. Пăйан, пăраçник, тесе, вăрлама та каймаççĕ. Акă ыран Шăмат кун кайăпăр, xуçисем сисетђен пăртак вĕсенĕн тыррине тултар xалĕ, теççĕ, кул­са. Çын куçнĕ ан курăнар, тесе, тырă кăларнă ампар патне кайса туса çÿремеççĕ. Çĕрле çывăрманскереем ĕççе-çисе тăрансан, кашкăрсем пек, вырăнееем çине тăсăла-тăсăла выртса, пит xытă кăна, ăйxисене тăрантаритђен, çывăраççĕ, Вăрансан, урама туxсан, çынсем ăна-кăна, çавăн келетĕнђен тырă-кăларнă, тесе, калаçмаççĕши? тесе, пăртак итлекелесете пăxаççĕ. Çавăн тыррные çаратнă, тесе, пĕри-пĕр калаçмаст. Кĕсем пĕр-икĕ тапxăр вăрра кайса килнĕскерсем, унтан кунтан xăрамасăр тата питреx савăнса пурăнаççĕ …

Ђăваш ăнсăртран çав уйрăм ларакан тырăлă кĕлетне пырса йĕрет, пÿлмисем çине тăрса, карăнса пăxкалат.

Пĕр пÿлмĕнђи тырри, туллийеx тултарса лартнăскер, пайтаxаx айалалла анса ларнине курсан, варинке пек, пулнăран, ку пÿлмери тыррăма вăрăсем тĕпĕнђен тултлă пулĕ, аxаљ мартăр, капла пулнă. Кăна усалсем xăтланнă пулас; xăй тĕллĕн йуxса туxмантăр-çке, тесе, ђасаx кĕлетĕнђен туxса, кĕлет айне кĕрсе, пăxкала пуçлат. Кĕлет айĕнђе ыраш мĕн йуxса тăннине курмаст. Ђипертереx астукаласан, леш урай xăмине шăтарнине, пиђĕке пăкки пек, шÿреке йапалана ђиксе питĕрнине, ăнсăртран кураx кайат. Аxаљ, мар иккен, кăна усалсем, вăрăсем, xăтланнă, тесе, кĕлет айĕнђен туxса, каллеx кĕлетне кĕрсе, нумай вăрланăши? тесе, пăxкала пуçлат. Пĕр ăлавран нумайаx ытла мар­тăр xалĕ, тесе, кĕлетне питĕрее xăварса, килне таврăнат. Камсем кăна xăтлађĕç-ши? тесе, шуxăшлаеа çÿре пуçлат. Килĕ çав кĕлетрен, пĕр çирĕм-вăтăр xăлаçра анђаx. Тыррине вăрланнине йут çынсене никама та каласа памаст. Килне килсен, xăйсенĕн çемйине анђаx пĕлтерет. Вăл тĕлтен никампа та калаçма xушмаст.—Вăл вăр­ра сыxласан, епир тытатпăр, тет.

Вырăс ерни каç, Шăмат кун, çĕрле, ашшĕпе иккĕш вăрттăн xуралла туxаççĕ; пытанса лараççĕ xăйсенĕн xуралтисем çумне, никам курман çĕре. Пурте çывăрма выртсан, урам xушшисемте лăплансан, вĕсем xăйсенĕн кĕлеђĕ йенне пĕр ђарăнмасăр, вăрă­сем пыннине сыxласа пăxса тăраççĕ. Çĕр тĕт-тĕт-тĕм. Пайтаxђен ларсан, ларсан, кăшт пĕр çын мĕлки çул тăрăx утсă пыннине кураççĕ. Вăрă çавăтăр, тесе, ун çинђен куç илмесĕр пăxса тăраççĕ:—акă кĕлет патне пырса ђарăнĕ, тесе. Ку çын мĕлки пĕр ђарăнмасăр иртсе кайат.—Ку вăрă мар иккен, аxал, иртсе кайакан çын пулђĕ, теççĕ. Тата темĕнђен куç илмесĕр пăxса тăраççĕ. Никам пыннине курмаççĕ. Итлесе тăраç­çĕ:—ăçтанта пулин вăрăсем варттăн калаççа пыннине илтмĕпĕрши? тесе. Итлеççĕ, итлеççĕ, сасă-ђĕвĕ çук. Пĕтĕм ђĕнђе çывăрнăпек туйăнат. Пăртак тата çапла сыxласа тăрсан, тăрсан, сасă илтеççĕ: инçе те мар, xалăx ђул ампарĕ çи­не, тимĕрне витни çине, пĕр йа­пала ÿкнине илтеççĕ. Вăл йапа­ла, xытăскер, ђул катăкĕ пек, са­сă парса айалалла шакăртатса кусса анат; кĕсем иккĕште темен пек, итлеççĕ:—камсемши?…. тесе. Сасă-ђĕвĕ çук. Çавăнтан вара нумайта вăxăт иртмест, xайxисем xăйсенĕн кĕлеђĕ патне виçĕ çын мĕлки утса пыннине кураççĕ. Кĕ­лет умне çитсен, кĕллеx пĕђĕкçеççĕ ђул катăкне кĕлет çине ывăтаççĕ. Тимĕрпе витнĕ кĕлет çинђеи xăй ђул катăкĕ йеррипе кăна айалалла, шакăртатса аннине те илтеççĕ. Урăx пĕр сасă-ђĕвĕ çук. Вĕсем вăрăсем пулĕ, тесе, тата xытă вĕсем çине пăxсатăра пуçлаççĕ. Виççĕште кĕлет çумĕнђе ура çинђе тăнни курăнса тăрат. Ђăнласаxта xайxисенђен иккĕшĕ ђасаx кĕлет айне упаленсе кĕрсе кайаççĕ. Пĕри кĕлет умне xуралла, сыxлама тăрса йулат. Вăрăсенђен иккĕш çапла кĕлет айне кĕрсе кайсан, кĕсенђен пĕри, ывă­лĕ, ђасаx вăрттăн кÿршисем пат­не ђупса кайса:—ат̌ăр xалĕ ђасраx, пирĕн тулти кĕлете вăрăсем тырă вăрлама пырса кĕђĕçĕ, çавсене кайса тытар? тесе, ђасаx тăвак-пилĕк çынна ђĕнсе пуçтарат. Ђукмарсем, тимĕр сенĕксем илсе, йеррипе кăна xăйĕн ашшĕ патне xурал тăнă çĕре пыраççĕ.

— Йепле вăрăсем туxса тармарĕçи? тесе, ыйтса пĕлме.—Çук xалĕ, авă пĕри кĕлет умĕнђе сыxласа тăрат, тет. Кĕсем те кĕлет патнелле пăxсан, вăрăсенĕн xуралçине, кĕлет умĕнђе тăннине кураççĕ. — Ат̌ăр xалĕ, кайса вĕсе­не тытар? тесе, xурал тăнă çĕртен ашшĕнете xăйсемпе пĕрле ил­се, вăрăсене тытма, вăрăсем пат­не кайаççĕ. Ирĕк çĕре, йеррипе кăна туxсан, ерттиллипе кайаççĕ xайсенĕн кĕлеђĕ патне пĕтĕм вăйĕпе ђупса. Вăрăсенĕн xуралçи кĕлет патне, xăйсем патне, сасартăк çынсем ђупса пыннине кур­сан:—Пире тытма çынсем ђуиса килеççĕ, ђасраx туxса тарăр! тетте, xăй кĕлет патĕнђен, xурал тă­нă çĕртен, пĕр йенелле пĕтĕм вăйĕпе тара парат, Вĕсем кĕлет пат­не xавxаланса ђупса çитеççĕ-те, кăшкăраша пуçлаççĕ:

— Кĕлет айĕнђен туxăр xалĕ? Есир унта мĕн тумă кĕтĕр? тийе пуçлаççĕ. Лешсем xăраннипе пĕр ђĕнмесĕр выртаççĕ.

— Туxăр унтан? Туxмасан, пакăрсемпе сĕтĕрсе кăларăпăр? теççĕ.

Лешсем çапаxта пулин туxмаççĕ, сасăта памаççĕ. Туxса туса ан тарђĕр, тесе, кĕсем кĕлете тĕрлĕ йенђен сыxлаççĕ. Лешсем туxманран, кĕсем шăрпăк çутса пăxаççĕ. Вăрăсем кĕлет йуписем çумне пытанса выртнине, тырăлă мишукĕсене те ларса тăннине кураççĕ. Кĕсем унĕçемĕн çиленсе кăшкараша ççĕ:—туxăр? туxмасан, çапса вĕлерĕпĕр, теççĕ. Лешсем xăраса çапаxта пулин туxмасăр выртаççĕ. Кĕсем пĕрне-пĕри:

— Пырăр xалĕ, ђасраx насус ампарĕнђен пакăрсем илсе килĕр. Вĕсене пакăрсемпе сĕтĕрсе кăларар? тийе пуçлаççĕ.

Кĕсем çапла пакăрсемпе сĕ­тĕрсе кăларар теннине илтсен, вăррисем те xăраса:

— Епир туxатпăр! теççĕ.

— Ђасраx туxăр! теççĕ, кĕ­сем те.

Xайxисем xăйаккăнлă-мĕнлĕ йăваланса туxаççĕ. Пĕри ура çине тăрсанаx, куç умĕнђеx, пĕр йенелле тарат, Тепĕрне кĕсем йарса тытаççĕ.

— Есĕ кам? тесе, ыйтса пĕлеççĕ. Ку вăрри xăй кам иккенне каласа парат.

— Лешсем, тарнисем камсемђĕ? тесен. —Пĕри аттеђĕ, тепĕри пăратђĕ, тет.

— Мĕн тума есир унта кĕлет айне кĕтĕр? тесен.—Тырă вăрлама, тет, тÿрĕрен.

— Вăрланă тыррăрсене ăçта xутăр? Кам патне ăсатрăр? тесен.

— Кулаç, сутакан тутара сутрăмăр, тет.

— Е… Е!…-теççĕ. Есир çапла çын тыррине кĕлетрен вăрласа, кулаç сутакана сутса, ун укçипе кулаç çиме вĕреннĕ иккен? тесе, тытăнаççĕ, xайxине пĕри-те пĕри, ăшалантарма…

Сăптăрмассерен, тутара ђикелентере, ђикелентере йара пуç­лаççĕ. Кайса ÿкмесссрен кăна, выртакана, тата ђукмарĕсемпе те, урисемпе те, ђăмăрĕсемпе те, тытăнаççĕ, тутарăн айак пĕрђисене сума… Сĕтĕрсе тăратсан, ат̌а xалĕ xалăx патне? тесе, ђĕнсе, тата ăçтан кирлĕ унтан тăxăнтара пуç­лаççĕ….

—Кунта xĕнеме лайăx мар, тутарсем илтсен, ђупса килсе, пире xĕнеме ирĕк памĕçĕ, ђарĕçĕ, ат̌ăр xалĕ, кăна xамăр ђăваш касснне сĕтĕрсе илсе-кайар? Унта пит xытă кăна ислетер, тесе, xĕне-xĕне çавăтса тепĕр касса илсе кайаççĕ. Ђăвашĕсене килĕрен вăратса пыраççĕ:—вăрă тытрăмăр, ат̌ăр xалĕ вăрра xĕнеме? тесе.

Вăрă тытрăмăр теннине илтсен, туxаканĕ пĕр, савăнса, тытăнат кăна, вăрра тытăннине, мĕн пур вăйĕпе ватма: ĕнтĕ ислетеççĕ!…. Ĕнтĕ ватаççĕ!… Каламата çук… Çул тăрăx xĕнесе пыраççĕ. Тутарсем йалне çысна пырса кĕрсен, тутар ађисем йепле сыснана ватаççĕ, кăна та, çавăн пек, мĕн пур вăйĕеемие ишеççĕ кăна, тутарăн айак пĕрђисене пĕрте xăвармаççĕ. Тутар пĕтĕмпе сывлайми пулат. Мишука шăмăсем тултарнă пек туса, кăна вилес умне çитерсен, насус ампарне xупса xураççĕ:—Акă кулаçран тăрантăна? тесе, мăшкăлласа пулса, ыйтаççĕ. Тутар xирĕç нимĕн те калаçаймаст, пĕтĕмпе ђĕлxи xытнă. Xăй пĕтĕмпе йунпа, тусанпа варланса пĕтнĕ. Урисем çине тăраймаст. Ирxĕне лешсенете насус ампарĕ патне пуxăва ђĕнтерсе,— ат̌ăр xале кĕсене те кулаçа тăранитђенеx çитерер! тесе, пит xытă кăна ватаççĕ.

Тутар арăмĕ те упăшкипе ађисене ватнă çĕре, насус ампарĕ патне, ђупса пырсан, лешне малтан вăрра тытăннă ађине, ĕлĕк xăнђен кулса калаçаканнине, ниçта йурăxсăр xĕнесе пăраxнине курсан, ун патне çывăxараx пыр­са, йатлă пуçлат:—ей парxатарсăр ађам! Пырна анÿ нек, çăкăрпа тăрантарасса сунмарăн куран?… Аçу сăмаxне итлесе, кулаçпа тăрантарма xăтлантăн!… Анÿне:—вăл нимĕн те пĕлмест, теттĕн. Çын йапалине вăрласан, мĕн пулнине пĕлтĕн пулĕ?.. Айван йапала, йепле кулаçа тăранитђенеx çитерђĕç пулĕ??… Еx, ухмаx йапала! Анÿ сăмаxне итлеменшĕн есĕ çапла пултăн-çке!… тет, йĕрсе. Ывăлĕ амăшне xирĕç нимĕн ђĕнеймест. Тутар арăмĕ çиллипе тата:

— Лешсене те xытăраx ватăр, вĕсемте ÿлмĕрен вăрра ан çÿретђĕр! тет. Упăшкипе тепĕр ывăлне xĕнеме xушса.

— Епĕ вĕсене миçе тапxăр ђартăм: вăрра ан çÿрер, çын йапалисене, çын тыррисене, ан тивĕр, ан вăрлар, терĕм. Вĕсем манăн сăмаxа итлемерĕçĕ. Авă лешне, лешне, ватсупнине, xытăраx ислетĕр, ăса кÿртĕр!… Ађамсене вăр­ра йертсе кайаканни çавă пулђĕ! тет, упăшкине xытăраx xĕнеме xушса. Тутар арăмĕ çапла каласан, ђăвашесем тата çĕкленсе кай­са, çĕнерен лешсене тытăнаççĕ мен пур вăйĕсемпе ватма. Ĕнтĕ xытă ватаççĕ, калама та çук…. Авăн çапнă пек, тăпăртаттараççĕ анђаx. Пуxăва тутарсем пуxăнсан, вĕсемте ђăвашсене курмаx, ăшалантараççĕ кăна….

— Пирĕн тутар йатне есир иккен йараканнисем, ат̌ăр xалĕ вĕсене кулаçа тăранитђен çитерер? тесе, сÿс тунĕ пек, тĕвеççĕ кăна…

Уретнике ђĕнтерсе акт çыртараççĕ.

—Йепле тытрăр? тесен, кĕсем йĕркипе каласа параççĕ. Кута кĕсене муxтат.

Вăрра тытăннă çынна, найана, çын вăйĕпе тăранса пурăнакана, каxала, ђăвашсем пит xытă xĕненнине пĕлсе, йепле тутарсене, вăрăсене, вăрланă тырăсене сутса тунă укçапа кулаç илсе çиме йуратакансене, кулаçа тăранитђенеx çитертĕр пулĕ? тесе, пулса, ыйтат.

— Çитертĕмĕр ĕнтĕ, теççĕ, кĕсем те ăна xирĕç.

— Тăранитђенеx çитертер пулсан, вĕсем апла улмĕрен çын тыррине, çын йапалисене вăрлама çÿремĕç ĕнтĕ, тет уретникĕ те пулса.


This work is in the public domain in Russia according to article 6 of Law No. 231-FZ of the Russian Federation of December 18, 2006; the Implementation Act for Book IV of the Civil Code of the Russian Federation:
  • its creator didn't fight or work for Soviet Union victory during the Great Patriotic War — so the 70-year protection term is applied;
  • and the creator died before January 1, 1954 (more than 70 years ago), and has been not posthumously rehabilitated since that date;
  • and this work was first published before January 1, 1954 (more than 70 years ago).

This work is in the public domain in the United States because it was published before January 1, 1929 (more than 95 years ago).


The author died in 1943, so this work is also in the public domain in other countries and areas where the copyright term is the author's life plus 80 years or less (if applicable), or the copyright term is 106 years or less since publication (if applicable).