Мучине мухтарĕç

Мучине мухтарĕç (1941)
by Чурбай Николай Иванович
337071Мучине мухтарĕç1941Чурбай Николай Иванович

Виççĕмĕш кун ĕнтĕ Микита ĕçрен килсенех сĕтел çине çур хăлаç тăршшĕ шпалер татăкĕ çавăрса хурать те темĕскер урлă-пирлĕ чĕркелеме пуçлать.

— Мĕн мурĕ тăвать ман старик?—тесе шухăшлать карчăкĕ. Ик-виçĕ хутчен пырса пăхрĕ—нимĕн те ăнланма çук, тем чĕркелесе тултарнă.

— Мĕне пĕлтерет ку санăн çĕтĕк сăхман саплăкĕсем пекки? Картина тес, картина мар, ним латти те çук. Ку акă сысна хурми пур, анчах ури ытла кĕске... Мĕн ку? Сĕтел майĕ те пур... çук, майĕ çук, кĕтесси нумай, пирĕн сĕтел тăватă кĕтеслĕ анчах.

Микита мучи, тăрăшнипе чăм шыва ÿкнĕ лаша пек, тулхăра-тулхăра ярать те каллех паллăсем тума тытăнать: пĕр çĕрте ĕне чĕлхи майлă чăслака лаптăксем çавăрать, тепĕр çĕрте пăру хăлхи пек шĕвĕр лаптăксем… тем те пур унта.

— Кала-ха, мĕн паллисем тăватăн?

— Кирлĕ, кирлĕ, паллă тумасăр май килмест. Астумастăн-и эсĕ ху мĕнле паллă тунине? Аса ил-ха, епле, пĕррехинче, Степан патне курма кайнă чух, мĕнле пулнăччĕ? Станцисенче вĕри шыв илме тухсан, çĕтсе каясран эсĕ вагон çине тăла татăкĕ çакса паллă тăваттăн... Мантăн та-и? Эпĕ те çавах, паллă тăватăп.

Тепĕр кунне, ĕçрен таврăннă май, Микита пĕр коробка тĕрлĕ тĕслĕ карандашсем илсе килчĕ те сĕтел çине кăларса тăкрĕ.

— Эпĕ сана макарон илсе килме каларăм вĕт, эсĕ мĕн сăрлă патаксем пухса килтĕн? Ват çын япали-и вăл, кайса пар ав Хве-тÿççи ачине,—тĕлĕнсех кайрĕ Микита карчăкĕ.— Мĕн ватлăхра йÿтеме пуçларăн-и çав эсĕ, картинăсем тăвас шухăш çук-и сан?

— Мĕнех вара, халь эпир тусан та тăвăпăр, - пиçиххи çумĕнчен çĕççине вĕçертсе илсе, карандашне шĕвĕртме тытăнчĕ Микита.

— Шĕвĕрт, шĕвĕрт. Аппаланах...

— Çук, карчăк, эпĕ никама та шĕвĕртесшĕн мар, усă тăвасшăн кăна тăрăшатăп,—ăнланмарĕ пулас Микита мучи.

Апат çинĕ хыççăн çав шпалер татăкнех сарса хучĕ те, ĕçе тытăнчĕ. Ăшĕнче калаçнипе пулмалла, тути хĕррине кролик пек мăклаттарса ларать.

— Карчăк, хуратул çурăлнине курнă-и эсĕ? Мĕн тĕслĕрех пулатчĕ-ха вăл?—пĕр карандашне пăрахса теприне çавăрса тытрĕ Микита.—Так, шупкарах, значăт. Што-ш, шупкараххипе сăрлăпăр, пирĕн пур тĕсли те...

— Чим-ха, чим, тьфу! Вăт шуйттан, 70 çула çитрĕм, çавна курман. А вир мĕнле çурăлать? Çук, çурăлни курăнмасть пуль унăн. Карчăк, вире мĕнле сăрпа сăрламалла?

— Мĕнле вире? Вире кам сăрлать, вир витре мар вĕт. Акă çак витрене пирĕн сăрлаттармалла...

— Çук, ун çинчен мар эпĕ.

Çĕрлечченех ларчĕ Микита мучи. Сăрланă май карандашсем те кĕскелсе пыраççĕ. Юлашкинчен кашни лаптăк çинче хăйне майлă картина пулса тăчĕ: тулă, урпа, сĕлĕ, вир, пăри, пăрçа, ясмăк—пурте пур.

Кашни лаптăкнех йĕри-тавра хулăмăн палăртса çырса хунă:

— Чикмек варĕн айкки, тăмлăрах çĕр, пăрçа акма пит те юрăхлă. Икерчĕ, пашалу, пăрçа нимĕрĕ тутлă пулма кирлĕччĕ. Мана, шăлсăр çынна, пăрçа нимĕрĕ çулласа çини пит те аван.

— Киремет вар пуçĕ. Урпа акмалла. Урпаран сăра хăватлă пулать, пăтти те, икерчĕ те...

— Урпаш улăхĕ—вир...

— Мăнçут—пăри. Тем те тума пулать. Макар каларĕшле, ун-тан тилхепе анчах явма юрамасть, атту тем те пулать...

… Колхозниксен пухăвĕ. Пĕр ыйту кăна тăрать: кăçал тырпулă акас план çинчен. Колхоз правленин председателĕ кăçалхи план çинчен сÿтсе-явма хушрĕ.

— Парăр мана сăмах,—терĕ Микита мучи.—Хветĕр, кил-ха, çакна стена çумне çапса лартар,—кĕсъинчен тăватă пăта кăларса тыттарчĕ Микита мучи Хветĕре. Хăй тимĕр кăмака тăрпи пысăкĕш чăрканă хута салатма пуçларĕ.

Пуху умĕнче тем пысăкĕш картинăллă-мĕнлĕ план çакăнса тăрать. Çынсем картинăна курсанах ахăрса ячĕç.

— Ку санăн ăçтан тупнă картина? Инженерски чисти,—кулкалаççĕ хăшĕсем.

— Микита мучи кăçал ăçта, мĕнле тырă акасси çинчен план тунă.

Микита мучи кулкаласа шĕвĕр пÿрнине хăй планĕ çине тăсрĕ те:

— Чимĕр-ха, чимĕр! Ман шутпа председатель кăтартнă плана чылаях улăштармалла. Ман шутпа... акă, куратăр: пăрçа çак план çинче, ăна Киремет варĕн айккине акмалла...

— Чăн та тĕрĕс калать, пăх-ха эсĕ.

— Питĕ те ăнланмалла. Леш санăн ĕне чĕлхи пек пăрçаллă картини—Мăнçут вĕт?—кăшкăрчĕ Кулине.

— Çапла...

— Вот мĕнле ăнланмалла, ывăç тупанĕ çинчи пек курăнать.

Нумайччен сÿтсе-явнă хыççăн колхозниксен пухăвĕ тырă-пулă акас плана йышăнчĕ. Микита планне кăшт улăштарчĕç, анчах та ырларĕç.

— Ара, Микита, ăçтан аса килчĕ сана ун пек картинăллă план тăвасси?

— СССР Совнаркомĕпе Центральный Комитет тырă-пулă акас план çинчен йышăннă постановленине вуласан, тÿрех: аха, ку плана пурне те ăнланмалла тумалла, сÿтсе-явччăр, терĕм. Акă, турăм та.

— Прокоп Прокопчă, апла ку план сирĕн пата юлать-и? Сывă пулăр,—терĕ те Микита мучи, планне председателе парса хăварчĕ.

Мучине мухтарĕç. Кайран ун планне юсаса пысăклатрĕç, вăл халĕ те-ха колхоз клубĕнче çакăнса тăрать.


This work is in the public domain in Russia according to article 6 of Law No. 231-FZ of the Russian Federation of December 18, 2006; the Implementation Act for Book IV of the Civil Code of the Russian Federation:
  • its creator fought or worked for Soviet Union victory during the Great Patriotic War — so the 74-year protection term is applied;
  • and the creator died before January 1, 1950 (more than 74 years ago), and has been not posthumously rehabilitated since that date;
  • and this work was first published before January 1, 1950 (more than 74 years ago).

The author died in 1944, so this work is also in the public domain in other countries and areas where the copyright term is the author's life plus 79 years or less (if applicable), or the copyright term is 82 years or less since publication (if applicable).