Нарспи. Силпи ялĕнче

Силпи ялĕнче
автор Константин Васильевич Иванов (1890—1915)


Силпи ялĕнче


Пуш уйăхăн вĕçĕнче
Хĕвел пăхрĕ ăшăтса,
Силпи чăваш ялĕнче
Юр ирĕлчĕ васкаса.
Тусем, сăртсем хуп-хура
Юрĕ кайса пĕтнĕрен,
Тухать курăк çăп-çăра
Хĕвел хытă хĕртнĕрен.
Сивĕ, хаяр хĕл иртет,
Каять йĕрсе, хурланса,
Сивĕ куççулĕпе йĕрет
Иртнĕ куншăн хуйхăрса.
Путăксемпе, варсемпе
Çĕмĕрĕлсе шыв кĕрлет.
Анчах мĕнле йĕрсен те,
Хĕвел хĕртнĕçем хĕртет.
Хĕл куççулĕ шавласа
Юхса кайрĕ çырмара.
Ачи-пăчи выляса
Чупса çӳрет урамра.

Килчĕ ырă çуркунне,
Килчĕ, ячĕ ăшăтса.
Хĕвел савать тĕнчене
Хĕл ыйхинчен вăратса.
Тĕттĕм вăрман чĕрĕлет,
Ешĕл тумтир тăхăнать,
Çеçен хир те ешерет,
Илемĕпе мухтанать.
Тĕрлĕ-тĕрлĕ чечексен
Ырă шăрши сарăлать,
Пур çĕрте те кайăксен
Лайăх юрри янăрать.
Çӳлте, пĕлĕт айĕнче,
Тăри юрри илтĕнет,
Çемçе курăк çийĕнче
Путек-сурăх сиккелет.
Хăй кĕтĕвĕ патĕнче
Ача шăхличĕ калать,
Хырăмĕ пит выçнипе
Силпи ялнелле пăхать.

Силпи ялĕ — пуян ял,
Ларать вăрман ăшĕнче.
Кантур пекех çурчĕсем
Ват йăмрасем айĕнче.
Ялĕ тавра укăлча,
Çĕнĕ çатан укăлча.
Кив капанлă анкарти,
Тĕрлĕ çимĕçлĕ пахча.
Аслă урам тăршшĕпе
Хăма витнĕ çурчĕсем;
Урам икĕ айккипе
Ем-ешĕлех сачĕсем.
Çуртсем тавра кил карти
Чул хӳме пек çавăрнă;
Сарă хапха килсерен
Чĕнтĕрленĕ тăрăллă.
Силпи ялĕ — аслă ял,
Хула тейĕн инçетрен.
Ахăр, кунти чăвашсен
Мулĕ пур-тăр çав вĕсен.

Çырма юхать кĕрлесе
Аслă ялăн çумĕпе,
Хĕвел тĕрĕ тĕрлесе
Вылять унăн шывĕпе.
Тăрă шывăн ăшĕнче
Кăвак пĕлĕт явăнать,
Ватă йăмра тайăлса
Тĕсне пăхса савăнать.
Акă кĕпер çийĕнче
Старик ларать вăлтапа:
Йăпăрт-япăрт пуллине
Улталасшăн ăманпа.
Ав ачасем çӳл енче
Шывра ишсе çӳреççĕ,
Пулă тытан ваттине
Хирĕçтерме пĕлеççĕ.
Акă пĕр çын кĕперпе
Каçса пырать çырмана.
Çырма урлă каçрĕ те
Кĕрсе кайрĕ вăрмана.

Çăтмах пекех туйăнать
Силпи чăваш ялĕнче,
Вăхăт иртни сисĕнмест
Савăнăçлă кунсенче.
Кайăк юрри, çын сасси
Ян-ян ярать таврана,
Çуркуннехи хавас юрă
Килсе кĕрет хăлхана.
Урам тăрăх çыннисем
Улпут пекех утаççĕ.
Пӳрт хыçĕнче шавласа
Ачи-пăчисем выляççĕ.
Нар пек хитре хĕрĕсем
Акăшсем пек утаççĕ,
Чăнкăр-чăнкăр тенкисем
Йăлтăртатса пыраççĕ.
Çĕр çĕмĕрсе каччăсем
Ташлать хапха умĕнче.
Пурăнăçсем, ах, аван
Аслă Силпи ялĕнче!

Çакă çутă тĕнчере
Вăйли çук та этемрен:
Шывсем çинче, çĕр çинче
Хуçа пулса вăл тăрать.
Анчах вăйлă этем те
Хăй тĕнчине пăхăнать.
Укçапала эрехех
Çынна ăсран кăларать.
Аслă Калăм эрнинче
Мĕнле чăваш ĕçмен-ши?!
Тарăн нӳхреп ăшĕнче
Мĕн чул сăра пĕтмен-ши?!
Ĕçнĕ те çав, çинĕ те,
Йĕркипеле сикнĕ те;
Унсăр пуçне еплелле
Тăвас тетен праçнике?
Кун иртнĕçем урамра
Ӳсĕр çынсем нумайрах,
Каç пулнăçем вăрмана
Сасă каять хытăрах.

Ĕçе-ĕçе, каçалла
Ӳсĕр чăваш ывăнать,
Çуркуннехи пылчăк та
Канма çемçе туйăнать.
Выртать чăваш улпут пек,
Шухăшламасть ăçтине,
Пĕтĕм урам тăршшĕне
Кăшкăрать хăй юррине:
«Нумай ĕçле, нумай çи,
Хытă тарла, хытă ĕç!
Эрех тесен ĕç çынни
Нихăшĕ те тиркемест.
Вăхăчĕпе ĕçлĕпĕр,
Вăхăчĕпе ĕçĕпĕр.
Килте ĕçме пулмасан
Кӳршĕ патне кĕрĕпĕр.
Кӳршĕн ĕçме пулмасан
Уйранне те ĕçĕпĕр.
Уйранĕ те пулмасан
Турă парасса кĕтĕпĕр».

Калăм иртет, юр пĕтет,
Çурхи суха та çитет;
Чăваш часах урăлмасть,
Мухмăр иртсе каяймасть.
Ĕнтĕ ӳсĕр чăвашсем,
Урăр çине тăрăр-ха!
Ем-ешĕлех çӳл тусем,
Шыв та чакнă çырмара.
Эй, пиччесем, тăрăр-ха,
Урлă-пирлĕ пăхăр-ха:
Ака пуçне тӳрлетес,
Урапана тирпейлес.
Сивĕ шывпа çăвăнсам,
Питне-куçна тĕс кĕтĕр;
Авантарах апатлан,
Ака тума вăй кĕтĕр.
Кӳлес ĕнтĕ лашана,
Тухса каяс акана.
Эй Турăçăм, сывлăх пар,
Акнă тыррăма ăнтар!