Паллă мар поэмăн пуçламăшĕ

Паллă мар поэмăн пуçламăшĕ (1907)
by Тайăр Тимкки
337769Паллă мар поэмăн пуçламăшĕ1907Тайăр Тимкки

Çынна ырлăх тăвасшăн
Пĕтĕм вăйпа тăрăшăр!
Хăвăр ырлăх курасшăн
Усал ĕçпе çапăçăр!

Хăвăр ахаль пурăнсан,
Эсир ырлăх тупаймăр;
Ĕçе тума чарăнсан,
Усал айне хупăнăр.

Эсир ĕçсĕр пурăнсан.
Сире çынсем ылханĕç.
Сирте юлнă ачăрсем
Сире пăхса хурланĕç.

Вăхăт иртет, сисĕнмест
Кунпа çулсем улшăнни.
Сирĕн ĕçсем курăнмасть, –
Ялан халăх хуйхăрни!

Сире халăх вĕрентме
Нумай укçа салатрĕ.
Сире çынна кăларма
Пĕтем вăйпа тăрăшрĕ.

Ухмах! Эсĕ халăха
Мĕскер усă кăтартрăн?
Выçлăх, пысăк хурлăха
Мĕскер ĕçпе пĕтертĕн?..

(1906-1907)


This work was published before January 1, 1929, and is in the public domain worldwide because the author died at least 100 years ago.