Пирвайхи пăр
Уяр тăчĕ çанталăк,
Пĕр çăмăр пĕлĕчĕ те çук.
Халăх турра кĕлтăвать те
Çывăрма выртать.
Килчĕ сивĕ шăртланса,
Старик ларать кахлатса.
Автан авăтать,
Халăх тăрат,
Хер арăмсем шыва каяççĕ
Те килеççĕ
Ачисене пăр шаннине калаççĕ.
Петĕр сиксе тăрать вырăн çинчен,
Тăванĕсем сисиччен,
Тăхнать кĕрĕк,
Тăхнать калпак,
Тухса чупать пăр çине.
Пăр çине кĕрет, чупса çÿрет,
Хĕрне тухать, шăвса каять
Хырăмĕ выçсан килне чупать.
1913
This work is in the public domain in the United States but it may not be in other jurisdictions. See Copyright.
| |