Салтак арăмĕ сăпкари ачине сиктерсе ларнă чух юрланă юрри

Салтак арăмĕ сăпкари ачине сиктерсе ларнă чух юрланă юрри (1916)
by Кириллов Тарас Кириллович
337776Салтак арăмĕ сăпкари ачине сиктерсе ларнă чух юрланă юрри1916Кириллов Тарас Кириллович

Тутлă ыйăх килчĕ пулĕ,
Çывăрах, ачам,
Сăпкуна сиктернĕçемĕн
Юрăсем юрлам.
Çутă уйăх лăпкă çутă
Çĕр çине сарать.
Ачашласшăн пек йăвашшăн
Сан çине пăхать.
Эсĕ ним хуйхисĕр çывăр
Ăшă сăпкара.
Ачашланă чух ан макăр,
Савăн çамрăкла.
Çитĕнсе çитсен ху пĕлĕн
Пурнăç хĕннине.
Халь анчах, ачам, пит канлĕ
Аннÿ аллинче:
Юрататăп, ачашлатăп
Чунăм савнипе.
Лăпкă çывăрма вырттартăм
Канлĕ сăпкана.
Шикленÿсĕр тĕлĕрсе вырт
Ик куçна хупса.
Пысăк шухăш шухăшлатăп
Ĕмĕрÿ çинчен.
Тавлашуллă вăхăт пулĕ,
Пулĕç вăрçăсем.
Ăслă пулăн, паттăр пулăн –
Халĕ лăпкă, канлĕ çывăр
Хуйхă çук чухне.
Вăхăт çитĕ те, йĕркеллĕ
Кайăн салтака.
Ăсатса яма тухсассăн
Тăкăп куççульсем.
Эсĕ тутăрпа ал сулăн
«Сывă пул» тесе.
Йывăр куççульсем тумланĕç
Чун хурланнипе. (...)
Манăн саншăн ăшăм çунĕ
Татăлса юлсан.
Ют çĕрте пит йывăр пулĕ:
Пурăнма тесе.
Эпĕ саншăн ирĕн-каçăн
Тăрăп кĕлĕре.
Сан çинчен ман шухăш каймĕ
Чунăм тухиччен.
Сан сăнна-пуçна курасшăн
Пăхăп тавралла.
Эсĕ ун чухне çук пулăн
Куçăм умĕнче.
Çывăрма выртсан тĕлленĕп
Йывăр кун-çулна.
Вăрттăн, никам та курмасăр
Йĕрĕп хурланса.
Халĕ лăпкă, канлĕ çывăр
Тутлă ыйхăпа.
Эй, ачам, ман савнă ангел,
Ĕмĕт сан çинче.
Çитĕнсен, ачам, мана пăх,
Хăвăн аннÿне.
Аçу-аннÿне пăхмасăр
Йывăр ят ан илт…
Аçуна, пур халăха та
Йывăр самантра
Вăйлă вăрçă пит хăратрĕ,
Йывăр пурăнма.
Нимĕçсем пит пусмăрларĕç
Пирĕн пурнăçа.
Вăрçă вăйлă, пит хăрушă.
Йывăр калама,
Вăйлă пулчĕç, пуçсăр пулчĕç
Хăтсăр халăхсем.
Хуласем, ялсем пĕтерчĕç
Вăйлă тупписем.
Тĕтĕм-сĕрĕм, тар шăршийĕ
Витĕнсе илсе
Çил-тăман пек вăйлă тăчĕ
Вилĕм вăрçăра.
Çĕрĕн пичĕ чĕтĕрерĕ,
Çын кăкри пекех.
Çаррăн юнĕпе юнланчĕ
Вăрçăри çĕр-шыв.
Витĕр тухайми ларатчĕç
Аслă вăрмансем,
Ятрăсем ÿксе саланчĕç,
Выртрĕç вакланса.
Пирĕн пысăк çар пулсаччĕ,
Сĕм вăрман пекех,
Тăшмансем çулса пăрахрĕç
Курăкпа пĕрлех.
Çак çĕр-шыв тытăнса ларнă
Вăхăтранпала
Çакăн пек усал, ылханлă
Тавлашу пулман.
Эй, ачам, халь эсĕ çамрăк,
Пур хуйха сана
Калама ăсу пĕчиккĕ,
Шăнăçтарас çук.
Турă патăр, вăрăм тутăр
Сирĕн кун-çула,
Çитĕнсен, ачам, ан манăр
Хăвар çĕр-шыва.
Çулсерен акса тăмашкăн
Сыхлăр тăшмантан.
Аçусем тытса усранă
Çĕр-шывпа мула
Ан çухатăр, хытă сыхлăр
Хăвăр ĕмĕрте.
Çитĕнсен маттур казак пул
Çирĕп чунупа,
Паттăр ку, тесе калаччăр
Сан сăнна пăхса.

1916


This work was published before January 1, 1929, and is in the public domain worldwide because the author died at least 100 years ago.