Сарă хĕр (Ахах Иван Евграфович)
Эсĕ, сар хĕр, çав тери
Мĕншĕн чипер пулнă-ши?
Эсĕ кулса калаçни
Мĕншĕн пит илемлĕ-ши?
Вăййа-мĕне тухсассăн,
Шăпчăк пекех янăран,
Е ташлама тытăнсан,
Лăпкă шыв пек юхатăн...
Утса-утса пынă чух
Кăкăр тулли шур кĕмĕл
Шăнкăртатса çеç пырать —
Çамрăк чуна вылятать.
Пилĕк тăрăх сарă çӳç
Вут çĕлен пек явăнать.
Сар çĕçкĕн те çавăнтах
Вĕл-вĕл туса çеç тăрать.
Е ват çынна куратни,
Е яшшине куратни —
Пуринпе те юмахлан,
Çан-çурăма хумхатан...
Эсĕ, сар хĕр, çав тери
Мĕншĕн чипер пулнă-ши?
Сана курсан çамрăк пуç
Ма шухăша каять-ши?
This work was published before January 1, 1929, and is in the public domain worldwide because the author died at least 100 years ago. |