Тăлăх юрри
Ай пирĕн пурăнăç
Иртсе кайрĕ
Сиккипех.
Ей Турă, ах!
Теме çăмăлах
Мар çапах
Пирĕн анне вилсессĕн,
Урăххине илсессĕн
Пирĕн пурăнăç,
Пирĕн савăнăç,
Пуçларĕ каялла кайма.
Пĕлместĕп никама калама.
Анчах шанатăп Турă çине.
1913
This work is in the public domain in the United States but it may not be in other jurisdictions. See Copyright.
| |