337616Тĕрмере1914Мач Василий Семёнович

Пысăк хитре хулара
Пĕр мĕскĕн çын хĕн курать,
Чултан тунă тĕрмере
Хăй хурлăхне çав юрлать:
«Пĕчĕк тăвăр тĕрмене
Тытса пырса пăрахрĕç,
Икĕ çутă куçсене
Тĕттĕмпеле хупларĕç.

Шур катан пек ÿт-пĕве
Тимĕпеле тăлларĕç.
Ÿссе çитнĕ пуçăма
Хуйхă айне пултарчĕç.
Çемçе тÿшек вырăнне
Йĕпе улăм пăрахрĕç,
Тутлă апат вырăнне
Шывпа çăкăр çытараç.
Шухăшласа пăхсассăн,
Хуйхăм килет ăш тулли,
Йĕре-йĕре пăхсассăн,
Куççуль юхать куç тулли.
Атте-анне çуратнă
Рăскалĕсем пĕтнĕ чух,
Усал çынсем тĕнчере
Пуçлăх пулса тăнă чух.
Çап пуçлăхсем тытрĕçĕ,
Суда илсе пычĕçĕ,
Пер айăпсăр мĕскĕне
Чул тĕрмене хупрĕçĕ.
Вăтăр çул эп хĕн курап, –
Хăçан вилĕм килĕ-ши?
Кунĕн-çĕрĕн хуйхăрап, –
Хăçан асап пĕтĕ-ши?
Тĕрме пÿрчĕ – тĕттĕм пÿрт,
Юри тĕттĕм тунă-çке.
Пуç кĕрес çук чÿрече,
Тимĕрпеле çапнă-çке.
Манăн йĕнĕ сассăма
Кам та пулин илтĕ-ши?
Кĕмĕл шыв пек куççулĕм
Çеçке пулса ÿсĕ-ши?
Чĕрем çунать, чун тухать, –
Çулăм тухни курăнмасть.
Эпĕ хен курни çынсене
Тĕрме витĕр курăнмасть.
Çак тĕрмере лариччен
Шăпчăк кайăк пулăттăм.
Ешĕл садсем хушшинче
Хитре юрă калăттăм.
Сад ăшĕнчен сад ăшне
Вĕçкĕн ĕсе çÿрĕттĕм,
Хуйхă курап çын пуçне
Ырă курма сунăттăм.
Тĕрле шухăш тĕрлĕрен
Килсе кĕрет кунсерен.
Хуйхăпала шухăш та
Пит пăлхатать чунăма.
Ăшăм хум пек хумханать,
Чĕрем сиксе тухас пек.
Пит куççульпе йĕпенет,
Чунăм тухса каяс пек.
Атте-анне хурлăхĕ
Ман пуç çине юлн[ă] иккен.
Турă мана çылăхшăн
Хĕн курмалла тун[ă] иккен.
Шур çурта пек ÿт-пĕвĕм
Çак тĕрмере хуралчĕ.
Çут çăлтăр пек куç çути
Тĕттĕм çĕрте çухалчĕ.
Хуйхă мана хуратрĕ,
Çут сăнăма çухатрĕ
Лăпкă чĕрем хусканчĕ,
Пуçăм тăнĕ çухалчĕ.
Тимĕрленĕ тимĕрсем
Ÿте суранлантараç.
Тимĕр тунă сурансем
Тÿсмелли çук ыратаç.
Ах, тăвансем, чунăмсем,
Ăçта сирĕн чĕрĕрсем?
Пĕр айăпсăр хĕн курма,
Турă, парсам вăй чăтма.
Эп те сирĕн тăванăр:
Мана килсе пулăшăр,
Асап курнă, хĕн курнă
Мĕскĕн чуна пусарăр!
Манăн килте атте пур –
Эпĕ йăтас йывăра
Асап курса йăтать пуль,
Хăй ывăлне асăнса.
Пит юратнă аннем пур,
Анне маншăн йĕрет пуль.
Пит юратнă аттепе,
Кунĕн-çĕрĕн хуйхăрса,
Маншăн куççуль тăкать пуль.
Атте-анне çуратнă,
Чипер пăхса ÿстернĕ,
Ăса-тăна вĕрентсе.
Çын çуррине çитернĕ.
Атте-анне вĕрентрĕç
Ыр кăмăллă пулмашкăн,
Çынпа чипер калаçса,
Çын кăмăлне каймашкăн.
Аттен мулĕ нумайччĕ,
Çĕрĕ-шывĕ чылайччĕ,
Выльăх-чĕрлĕх – кĕтÿпе,
Хăйсен кĕтÿ çÿретчĕ.
Атте çурчĕ пысăкччĕ:
Урам енче виç пÿртчĕ.
Выльăх карти таврашне
Чул сапурпа пÿлнĕччĕ.
Ырă курса эп ÿсрĕм.
Сарă ача эп пултăм,
Ырă курса пурăнтăм.
Ыр кăмăллă çын пултăм,
Хуйхă эпĕ курмарăм,
Нушана эп пĕлмерĕм.
Атте-анне килĕнче
Пулас хуйха сисмерĕм.
Ырă курнă вырăнне
Халĕ хурлăх куратăп.
Ĕлĕкхине асăнса,

Çакă юрра юрлатăп.
Хам çуралнă çĕр-шыва
Тавăрăнса пулĕ-ши?
Атте-анне килĕнче
Халь те ырлăх тăрать-ши?
Пит юратнă аттене
Тепре курса пулĕ-ши?
Атте, мана курсассăн.
Макăрмасăр чăтĕ-ши?
Хыт юратнă аннене
Ыталаса пулĕ-ши?
Анне, мана курсассăн,
Хурлаймасăр чатĕ-ши?
Хурлăх куран ывăльшĕн
Нумай куççуль тăкĕç пуль.
Ман хурлăхлă юррăма
Атте-анне илтмест пуль».

1914 (Г.Х, Андерсенран)


This work is in the public domain in Russia according to article 6 of Law No. 231-FZ of the Russian Federation of December 18, 2006; the Implementation Act for Book IV of the Civil Code of the Russian Federation:
  • its creator didn't fight or work for Soviet Union victory during the Great Patriotic War — so the 70-year protection term is applied;
  • and the creator died before January 1, 1954 (more than 70 years ago), and has been not posthumously rehabilitated since that date;
  • and this work was first published before January 1, 1954 (more than 70 years ago).

This work is in the public domain in the United States because it was published before January 1, 1929 (more than 95 years ago).


The author died in 1951, so this work is also in the public domain in other countries and areas where the copyright term is the author's life plus 72 years or less (if applicable), or the copyright term is 109 years or less since publication (if applicable).