Хĕртсурт (1914)
by Леонтий Молгачев
337654Хĕртсурт1914Леонтий Молгачев

Авал Аксу çыннисем,
Тĕттĕм халăх ачисем.
Тĕне кĕнĕ пулин те,
Пуççапатчĕç хĕртсурта.

Пĕрре çапла çуркунне
Пирĕн ватă асанне
Ирех сиксе тăчĕ те
Кмака хутса ячĕ те,
Кмаки çуннă вăхăтра
Асанне хăй васкаса
Часрах ĕлкĕрес тесе,
Чуста çăрчĕ сĕтеле.

Кайран, çăрса пĕтерсен,
Юсман турĕ чустинчен.
Пĕр юсманĕ пит аван
Тухрĕ çавă чустаран:
Айе-çийĕ яп-яка,
Пĕр хĕрринче кăвапа.

Пиçсе тухсан, асанне
Шкапа хучĕ вĕсене.
Пÿртре никам çук чухне
Эпĕ уçрăм ăшкапне:
Унтан илтĕм суйласа
Кăвапаллă юсмана.
Унтан вара еррипе
Хуçса илтĕм квапине.

Каçпа хĕвел ансассăн,
Тĕттĕм пула пуçласан,
Хайхи пирĕн асанне
Кĕрпе илсе килчĕ те
Ăна лайăх тасатса,
Кирлĕ таран шыв ярса,
Хуран айне чĕртрĕ те
Илчĕ пăтă пĕçерсе.
Унтан ăна çу сапса,
Çине лайăх якатса,
Кмака умне тĕпеле
Лартрĕ лайăх, тирпейлĕ.
Пăтти йĕри таврашне
Хучĕ йывăç кашăкне.

Унтан хайхи ăшкапа
Илме ка(й)рĕ юсмана.
Юсманĕсем хушшинче
Курать хайхи асанне
Лайăх, яка юсманин
Таçта кайнă кăвапи.
Чипертерех пăхать те
Хайхи манăн асанне
Курать хуçса илнине
Çав юсманнин квапине.
Чĕри кунăн шарт! сикет,
Куççулĕпе хăй йĕрет:

«Ах, ачамсем, ачамсем!
Эсир ытла айвансем!
Хăшăр хурăр çак ĕçе
ÿкетĕр вĕт чирлесе!
Хĕртсурт ахаль хăвармĕ:
Ун çине вăл чир ярĕ!»

Çемье пурте хăрарĕç.
Ачи-пăчи лăп пулчĕç.
Эп асанне патĕнчен
Вăштах турăм куриччен.
Унтан кăшт йăл култăм та,
Кмака çине тартăм та.
Хайхи карчăк сисет те
Эп юсмана пăснине,
Утать кмака патнелле
Мана тытса хĕнеме.

Эпĕ ăна куртăм та,
Сентре çине лартăм та
Унтан вара кĕтессех
Выртрăм кĕрĕк пĕркенсе.
Хам яланах кулатăп,
Тата чĕлхе кăтартатăп.

Унтан вара карчăка
Эп каларăм ак çапла:
«Эх, юратнă асаннем,
Кăлăках ан çил(л)енсем;
Ăçта вăл сан хĕртсурту?
Хальччен ăна кам курнă?
Эсĕ тепре сĕтпеле
Пашалусем пĕçерсен,
Эпĕ эсĕ сисиччен
Туш çиетĕп вĕсене.

Сан хĕртсурту тытасран
Эпĕ пĕртех хăрамăп,
Мĕншĕн тесен хĕртсурту –
Вăлă санăн халлаппу.
Мĕнпур пире пăхакан
Çÿльти турă пĕр анчах».

Ман асанне лăпланчĕ,
Унтан лампа сÿнтерчĕ…
Тепĕр кунне ирхине
Çемье ачи-пăчипе
Хайхи хĕртсурт пăттине
Çисе ячĕ пĕтĕмпех.

Анчах карчăк яланах
Çÿрет пирĕн хуйхăрса,
Хутран-ситрен ерипе
Мана вăрттăн ÿкĕтлет:
«Ачам, ачам, пĕтетĕн,
Ĕнтĕ эсĕ вилетĕн,
Хĕртсурт ахаль хăвармĕ,
Сан çине вăл чир ярĕ.
Епле кана хăтăлас.
Хĕртсурт кăмăлне тупас!»

Эп асанне хуйхинчен
Кулăп вăйăм пĕтиччен.
Çапла иртрĕ Верпăнни,
Унтан çитрĕ Мункунĕ,
Хĕртсурт мана тытаймасть,
Чир таврашĕ яраймасть.

Пыра киле карчамай
Хуйхăрми пулчĕ пĕрмай.
Кайран-кайран хĕртсурта
П(ă)рахрĕ пăтăсем пама.

1914


Public domain
This work is in the public domain in the United States but it may not be in other jurisdictions. See Copyright.

PD-US //wikisource.org/wiki/%D0%A5%C4%95%D1%80%D1%82%D1%81%D1%83%D1%80%D1%82