Хресчен хăй ĕçĕ çинчен хывнă юрăсем

Хресчен хăй ĕçĕ çинчен хывнă юрăсем (1912)
by Кириллов Тарас Кириллович
337779Хресчен хăй ĕçĕ çинчен хывнă юрăсем1912Кириллов Тарас Кириллович

Суха тума тухса кайрăм
Кăвак шуçăм иртиччен.
Çур ана çук сухаларăм
Ăшă хĕвел тухиччен.

Çурхи шĕвĕ, сивĕрех çил
Тумтир виттĕрех витет.
Ан тив, ĕçчен хресчен çын
Кĕпе вĕççĕнех ĕçлет.

Кăвак лашамăм, юлташăм,
Эс манпа пĕрле ĕçре.
Эс сыв пулсан, манăн чунăм
Савăнать-çке чĕремре.

Сухапуçне йĕрле-йĕрле
Ана питне хуратрăм.
Тепĕр кунне сăнĕпеле
Акса тухса шуратрăм. …

Калча тĕлĕнче юрлаççĕ
Çÿлте таса тăрисем,
Чунăма савăнтараççĕ
Юратмалла кайăксем.

Ăшă вылять, калча тăрăх,
Шыв çинчи пек хум каять.
Ним паха çук маншăн урăх:
Куçран ытла чун пăхать.

Ыраш, сĕлĕ — уй илемĕ
Хĕвел йăлтăр пăхнă кун.
Тĕнчере пĕр çын тÿсеймĕ:
Уй курасси килĕ ун.

Симĕс тырпа витĕннĕ уй,
Хушшипе, ав, çул выртать.
Авланакан çын тунă туй,
Пăх-ха, янтратса каять.

Çаран çинче çырла пиçрĕ:
Пуçтараççĕ ачасем.
Çав хуçи яла çитрĕ:
Шăранаççĕ çавасем.

Ыраш вырма пуçлас умĕн
Утă çулса типĕтрĕм.
Утă çинчи варăм кунĕн
Шăрăхне тÿссе пĕтрĕм.

Ÿпре-пăван, вăрăм туна
Çарпа пырса тапăнать.
Курăк çиекен лашана
Хытах тапкалантарать!

Çыран çинче шап-шур халăх
Ярна-ярна выт çулать.
Ача-пăча, вылямалăх,
Чечек пуçтарса юлать.

Пĕр эрнере улăх тăрăх
Ларса тухрĕç капансем.
Каю çинче тутă выльăх,
Канаççĕ кĕтÿçисем.

Выльăх-чĕрлĕхÿ пулсассăн,
Ăна пăхма ан ÿркен.
Ана-çарану хытсассăн,
Пурте усăллă иккен.

Çемçелетнĕ ана тăрăх
Ыраш ларать юсанса.
Хытса çитнĕ ана тăрăх
Мăян ларать макăрса.

Шыв хĕрринчи вăрăм йĕтĕн
Шыв пăсне пит юратать.
Ай йĕтĕн, сÿсле пул, çитĕн:
Сана сар хĕр юратать.

Кăвак çутăллах тухатăп
Лаша кÿлме кил варне.
Шалтăртаттарса каятăп
Кил-йышпа ана çине.

Лаша кăкарса килетĕп
Купаллă çаран çине,
Аллăма çурла илетĕп…
Ах, пит савăк ун чухне! …

Ыраш çинчи ирхи сывлăм
Çап-çутă йăлтăртатать.
Ана пуçĕ пĕртан тайлăм,
Тайлăмра кайăк юрлать:

«Эй хĕресчен, ĕçÿ йывăр;
Хĕл каçма мул хатĕрле,
Шăрăхпа чунна пит тавăр,
Тăвăр пулин те ĕçле!..»

Çулла çĕр кĕске, кÿп вăрăм.
Кунĕпе авкаланан
Кăнтăрлаччен ывăнатăн, —
Кăнтăр каннине ларан.

Уйра сывлăш та пит уçă,
Пăртакках çумăр çусан.
Çурла çинчи çутă хурçă
Çап-çутах сывлăш пуртан.

Хирте ыраш çăкри тутлă,
Ун çине тăвар сапсан.
Унта ыйăх та пит тутлă,
Кĕлте çине пуç хурсан.

Уяр тăнă чух пит-куçăм
Тусанланса аптрарăм,
Уçăлма шывпа пит çурăм —
Сан-сăпата çухатрăм.

Ыраш вырса эрне иртрĕ.
Пĕр кун та ахаль ларман.
Тата урпа пулса çитрĕ,
Ăна пуçтарма ан ман.

Урпа, аксан, утмăл талăк
Хушшинче пулса çитет.
Пулса çитсен, виçĕ талăк
Хушшинче çĕре ÿкет.

Ыраш уйне çĕмел тулчĕ,
Пуйса кайрĕç анасем.
Çур тырри те шап-шур пулчĕ,
Пулса çитрĕç сĕлĕсем.

Кăвак, хитре хĕрлĕ тĕслĕ
Кĕпесемпе хресченсем;
Пăхăр ĕнтĕ, пурте ĕçлĕ:
Йăлкăшаççĕ çурласем!

Кăвак лаша, чунăм пахи,
Эс манпа пĕрле ĕçре.
Эс сыв пулсан, ыраш аки
Туса хурăпăр пĕрле.

Ачам-пăчам сĕлĕ выртăр,
Амăшĕ çумне тăрса.
Кăвак лашам, эпир кайпăр,
Ыраш акмалла пулса.

Ыраш акма уяр пулчĕ,
Тусан чуна пĕçерчĕ.
Хĕресченĕн йывăр ĕçĕ
Вĕри юнпа шăранчĕ.

Ĕçленĕ чух пĕр сисместĕн
Вăхăт иртсе пынине.
Вырса пĕтерсен кÿретĕн
Тырруна анкартине.

Сад картинче улма пиçрĕ
Ача-пăча кăмăлне.
Мăн çын çиме праçник çитрĕ,
Кайрам-çирсм тутлине.

Шукля çинче, пас тытнă пек,
Хăмла ларать уçăлса.
Йĕпе кунта, ир пек — каç пек,
Шăхăрса татса хурса.

Анкартинче йĕтем тăрăх
Ик айккине капансем.
Вĕçне тухать ĕнте хурлăх,
Иртеççĕ-мĕн асапсем.

Кĕрхи Симен кунĕ çитрĕ.
Кĕскелчĕç ырă кунсем.
Çĕр-шыв çине сив тăм ÿкрĕ.
Ылтăнланчĕç йывăçсем.

Çĕрле çăлтăрсем çăралчĕç.
Вăхăт кĕр енне кайса.
Ана-çарансем путланчĕç,
Выртаççĕ ĕçсĕр канса.

Çурçĕр иртсен уйăх тухрĕ,
Мăйракине çутатса.
Авăн çапма халăх тухрĕ,
Çапуççисене йăтса.

Уяр çанталăк сивĕтнĕ,
Çÿçенеççс алăсем.
Авăнта ыраш хыт типнĕ,
Сирпĕнеççĕ пĕрчисем.

Йĕтем тăрăх вăрăм-сарăм
Сарса прахрăмар эпир.
Çапла эпир, ай, тăванăм,
Авăн пуçларăмăр ир.

Пускил-кÿршĕ пурте хатĕр
Пирĕнпеле ĕçлеме.
Улттăн пĕрле лайăх тетпĕр
Кĕлтесене сиктерме.

Анкартинче ултă паттăр
Йĕтем кисрентереççĕ.
Ÿкнĕ кĕлте ан та тăтăр,
Паттăрсем пĕтереççĕ.

Маттур çынсен пуç тĕлĕнче
Çиçĕм тăвать çапуççи.
Кĕрлет тăрать йĕтем çинче
Авăн çинчи аслаçи.

Авăн çапса пĕтертĕмĕр;
Улăмне тирпейлесе,
Тырра эпир кÿртĕмĕр —
Кăçал эпир ĕçлесе!

Ай тăванăм, савăнăпăр
Эпир çапла пурăнсан.
Хĕпĕртесе ĕç тусассăн,
Хăçан эпир ватăлатпăр?…

Пукрав иртсен, хăна пухрăм:
Пăхрăм тăвансене савса.
Хăна умĕнче юрларăм.
Уй ĕçсене асăнса.

«Ме тухас мар, ме çÿрес мар,
Тăван пĕтĕм пур çинче?
Ĕçетпĕр те, çиетпĕр те
Çук çинче мар, пур çинче.

Асран кайми атте-апи,
Çаврасче кăмăлсене.
Асран кайми аки-сухи
Йоссу тăтăр сарайĕнче.

Шур уй çинче хĕл варринче
Урлă-пирлĕ çул выртать.
Хирĕçленĕ укçа кирлĕ:
Тыр сутма çутта каять.

Çулла эпир аслă уйра
Çÿретпĕр ĕçсем туса.
Хĕлле те çав сайра-хутра
Çÿретĕр çул çухатса. …

Чăваш çынни — йăваш халăх,
Ĕçлеме пит юратать,
Ачисемшĕн, асăнмалăх,
Кил-çурт лартма тăрăшать.

Атте-аннен нумай мул çук;
Ытлах пуйма тăрăшман,
Çынна парас парăмсем çук,
Начар ятпа пурăнман.

Эй тăванăм, ĕçлĕ куна
Ху пĕлнĕ пекех вĕçле.
Ĕмĕр пурăнас кунçулне
Пĕрмай ĕçсемпе тĕрле.

Уйра тырă тумасассăн.
Мĕнле пурăнăпăр эпир?
Çулла хатĕрлемесессĕн,
Хĕлле выçăхăпăр эпир.

Уй ĕç пĕтсен, канса ан тăр,
Пĕр-пĕр ĕç тума тимле.
Паян куршÿ пырса пăхтăр:
Эс «немецсем» пек ĕçле.

Пурне çине хурса сыврăм
Минсен çăкăр çинине:
Кил-йыш йышлă, пÿрчĕ тăвăр,
Уйра хĕсрĕç анине.

Парăм-сарăм татас тесе,
Тÿшек-çитăр та сутса,
Михсем тĕпне силлесе,
Мĕнпур тырра авăртса.

Пурнăç пурăнма пит йывăр:
Мĕнле пурнас, кун курас?
Çукшăн тĕнче те пит тăвăр
Мĕскер туса аслатас?

Укçа мĕн туса тупас-ши?
Пирĕн тавра савăт çук.
Кам патне тарçа каяс-ши?
Çывăхра пĕр хуçа çук.

Йĕри-тавра аллă çухрăм кай —
Ĕçе кÿртекен пур-и?
Апла пулсан, хулана каян —
Сана кĕтекен пур-и?

Ыйтман-чĕнмен çĕре кайăп
Пуçăма çисе яма.
Пĕлмен пирки персе ярăп
Çын юратман сăмаха.

Алри ача макăрмасăр,
Амăшĕ тăрантармасть.
Мăн çын алла ĕç тытмасăр,
Пÿрт-çурт нихçан ăшанмасть.

Хĕрĕх пуслăх пушăт илтĕм,
Услам нумай илĕл-ши?
Çапатасем йăтса килтĕм,
Пасар хуçи пулăп-ши?

Çăка пушăт çăпати пур,
Пирĕн ураран каймасть;
Ирĕ пĕрре сыр, каç салтса хур,
Вăхăт иртни палăрмасть.

Ай, мăнтарăн пурăнăçĕ,
Услам тума ăсăм çук.
Хут вĕренмен, чĕнчĕ кулчĕ,
Эпир ырă курас çук.

Çынсем ĕç тума вĕренчĕç,
Вырăс хушшине кайса.
Вырăссемпеле пĕрлешрĕç,
Пĕр кăмăлтан пурăнса.

Шакка-шакка сунтал тиртĕм
Мăн каска пуçĕ вĕçне,
Хулари пек услам илтĕм:
Пĕлтĕм тимĕрçĕ ĕçне.

Вăльттин-вăльттин урапийĕн
Тенеллисем тимĕртен.
Кăльтăр-кăльтăр кăстăркăчăн
Кÿпчек вĕçĕсем йĕсрен.

Юлташсемпе хапрăк лартрăм
Çăматă йăвалама.
Тăвансене уралатрăм
Ик-виç çулхи усламла.

Вунпиллĕкĕн пухăнтăмăр
Тир савăчĕ лартрăмăр,
Тирсем сутма пуçларăмăр.
Хамăр хуçа пултăмăр.

Çирĕм çыннăн хутшăнтăмăр,
Кирпĕч сарай турăмăр,
Кирпĕчисене çутрăмăр,
Аслă ята тухрăмăр.

Пĕве çинче хур-кăвакал
Çăвĕпе шыв пăлхатать.
Кĕркунне хур сутакан ал
Уçипе укçа шутлать.

Улма йывăççипе хутăш
Тĕрлĕ йывăç лартрăмăр.
Ăша хывсан, ырă шухăш
Мĕн тунине куртăмăр.

Эй тăванăм, ĕçлĕ куна
Ху пĕлнĕ ĕçпе ĕçле.
Ан ÿркен, кала юлташна
Виççĕн ĕçлĕпĕр пĕрле.

Юрлакан хăй юрланине
Хăйне чипер асăнма
Чунтан, кăмăлпа савнине
Çырса пачĕ юрлама.

1912


This work was published before January 1, 1929, and is in the public domain worldwide because the author died at least 100 years ago.