Ху халăхна ан хурла

Ху халăхна ан хурла (1915)
by Кириллов Тарас Кириллович
337778Ху халăхна ан хурла1915Кириллов Тарас Кириллович

Ĕçсĕр ан пул, урă пул,
Табак ан турт, ĕçлĕ пул.
Ĕçлемелли вăхăтра
Табак туртса ан ирттер.
Çынсенчен табак ыйтса –
Хăвăнтан ан йĕрĕнтер.
Ĕçкĕпеле ăс ярса
Ху кил-йышна ан йĕрттер.
Çиме ларсан, ăсра тыт:
Тĕнчере, çĕршыв çинче,
Санран чухăнни нумай.
Ху умăнти çимĕçÿ
Ху ĕçленипе пултăр.
Ĕçсе-çисе çимĕçсем
Ÿсчĕр хамăр пахчара.
Ана-çаран юсанма
Çуллен ĕçле пĕр алпа:
Пăхнăн тхман çĕр-шывран
Усă нумай курма çук.
Ютра курнă япала
Ÿлĕм пултăр хамăрта.
Кирек ăçта кайсан та,
Ху халăхна ан хурла.
Кирек ăçтан килсен те,
Халăхушăн усă кÿр.
Эпир чăваш, пĕр ухмах,
Тесе апла ан хурла.
Туррăн хура халăхне
Хурламашкăн юрамасть.
Санăн чĕлхÿ авантан,
Начар тесе ан кулян.
Çыннăн ырă пуласси
Ырă кăмăлтан килет.
Ырă, ăшă кăмăла
Ырă сăмах палăртать.
Кирек мĕнле чĕлхе те
Ку таранччен пурăнать.
Çухаласси тахăçан:
Ана кĕтсе пурăнсан.
Ху чĕлхуна ху мансан,
Кая юлăн выльăхран,
Вĕçсе çÿрен кайăкран.
Шăпчăк юрлать шăпчăкла,
Куккук тата куккуклать,
Путенесен те юрри пур, –
Çĕр çинчи пур кайăксен
Харпăр хайĕн юрри пур –
Кам вĕсене хупăрлать,
Хăйсем пĕлнĕ юррине
Кам вĕсене мантарать? –
Вĕт никам та мантармасть.
Çаван пекех çынна та
Мантариччен нумайрах
Вĕрентмешкĕн çулне уç.
Калаç, вĕрен, ăса кĕр,
Ырă, канлĕ пурăнма
Пулăш пултăр пĕлнинчен.

1915


This work was published before January 1, 1929, and is in the public domain worldwide because the author died at least 100 years ago.