Чăвашпа тутар

Чăвашпа тутар (1905)
by Шевле Михаил Васильевич
337746Чăвашпа тутар1905Шевле Михаил Васильевич

Пĕр чăвашпа пĕр тутар
Юланутпа, юнашар,
Улăх тăрăх пыраç тет,
Кашни хăйне ырлаç тет.
Хĕвел анать, каç пулать,
Чăваш лаши чут утать.
Кăсем чисти сÿсленеç:
– Атя ĕнтĕ канар, – теç.
Лашисене хайхисем
Çаран çине яраç те
Канма выртаç-мĕн хăйсем.
Чăваш выртать, сикмеç те.
Тутар хушать-мĕн кăна:
– Пăхсам, тусăм, лашуна! –
Чăваш тусĕ тутара:
– Ман мĕн пăхас? Ман хура!
Манне вăрă тытас çук –
Мĕншĕн тесен курас çук.
Сан лашу, ав, палăрать,
Таçтан шурă курăнать.
Вăрă пекки-мĕн килсен,
Тытсан санне тытĕç, тен.
Тутар пуçне хыçрĕ тет:
– Чее, шельмă, – терĕ тет.
Тутар çапах чăвашах
Лаша пăхма ярасшăн.
Çавăнпа та наччасрах
Ак мĕн тесе кăлать-мĕн:
– Атя, эппин, улштарар!
Ху лашуна мана пар –
Шур лашана хăвна ил!
– Юрать, юрать, Исмахил! –
Тесе выртать ман чăваш.
(Ун пек çĕрте вăл йăваш.)
А хăй каллех хускалмасть,
Хускалма та уйламасть.
Тутар татах: – Мĕншĕн эс
Пĕрмай çывран, чăваш? – тет.
Чăваш выртать, ним сикмест:
— Манăн шурă – курнать, – тет.
Пăхаç кăсем ирхине —
Тутар лаши урине
Тăсса выртнă… кăннă та!
Хайхи тутар тăнă та:
— Лартрăн мана, Тарас, — тет.
Чăваш хăйнех йĕкĕлтет:
— Ху патăн вĕт, пичей, – тет,
Каçса кайсах лĕхлетет.
Мĕскĕн куштан тутарăн
Çуран утас килмест-мĕн.
Ху та тутар пулсассăн.
Çуран утасах темĕн.
—Ача, атя пĕр кана
Пусар шурă лашана! –
Тет-мĕн хайхи юлташне: –
Хуть тирĕпе каяр, – тет.
Чăваш: – Мĕнле апла? – тет.
—Пуссан курăп мĕнлине! –
Шура лашана пусаç те
Туххăм тирне сĕвеç-мĕн.
Пĕр çул çине тухаç те
Лаша ÿтне утаç-мĕн.
Чăваш: – Ну, мĕн? Кала? – тет.
Тутар: – Ак мĕн тăвар, – тет: –
Эпир пĕри ларăпăр –
Тепри туртса пырăпăр.
Кам нумайрах юрлĕ. – тет, –
Çав нумайрах ларĕ, – тет.
Чăваш: – Юрĕ, юрĕ, – тет: –
Эс ларатна малтан? – тет.
Тутар ларать, ку сĕтрет.
– Япăрт ĕнтĕ, пичей! – тет.
Тутар пуçне сулласа,
Аллисемпе хăлаçланса,
Кăркка пек хăпартланса
Ячĕ, тет-мĕн, юрласа.
Чăваш сĕтрет, ку ĕрлет…
Хайхи юрри пĕтрĕ, тет.
—Ну, тутар тус, ан ĕнтĕ,
Мана туртса пăх ĕнтĕ. –
Хайхи тутар анать те –
Чăваш юрра ярать те.
Ку тутар пек сăвăллă
Сăмахсемпе юрламан,
Чăваш юрри – вăл паллă, –
Илтес килмест хăш чух ман.
Пĕр пуçласан, чăваш тек:
«Оле-ро та оле», – тет.
Ку чăваш та çавăн пек
Олерона хыт илет!
Тутар: – Пĕтри, тусăм? – тет.
Ак ку: – Çук-ха! Пуçламан –
Тин пуçлăп-ха, пичей, – тет.
Чăваш каллех ĕрлет ман!
Мĕскĕн тутар чĕлхине
Йыт чĕлхи пек тăснă та
Аран туртать юлташне…
Чăваш ĕрлет-ха тата!
Тутар каллех: – Пĕтет-и?
Вăйăм пĕтрĕ, тусăм, – тет.
Ăçта чăваш чарнасси:
—Çурри пулман халĕ, – тет.
Чăваш çаплах ĕрлесех,
Пĕр пÿрт патне çитрĕç, тет.
Тутар кăна сĕтĕрсех
Алăк урлă кĕртрĕ, тет.
Хай «Олеро» тин чарнать.
Пÿртре никам курăнмасть.
Хĕвел анать, каç пулать.
Пÿртĕн хуçи таврăнмасть.
Супнă майпе тутарĕ
Кĕрĕп! кайса ÿкрĕ, тет:
—Ай-ай! Ĕнсе тымарĕ
Талса ÿкет! — терĕ, тет.
Шăршлать чăваш – тĕпелтен
Тем тутлă шăрш килет-мĕн:
«Эккей, Турă пиллесен,
Апат хăех тупнать-мĕн».
Илет чăваш питлĕхе –
Çатма тулли хур ларать.
Ак мыскара, ак тĕнче!
Ак тин телей тур парать.
Чим-ха, чĕнем тутара:
Ирччен мăйĕ шыçиччен
Çисе юлтăр хуть хура.
«Вилсе кайĕ, пĕлеймĕн!»
Хур пуррине пĕлсессĕн,
Тутар йăшт! çеç тăчĕ, тет.
Ун пит çиес килнĕ-мĕн.
Тĕпелелле пычĕ те…
Чăваш хура илет те:
—Атя, çиер, пичĕн, – тет.
Тутар кулса илет те:
—Чу-ха, тусам, çийĕн, – тет.
Иксĕмĕртен, – илтене! –
Хура ак кам çимелле:
Кам каçхине лайăхрах
Тĕлĕк курать – çав çиет.
Атя çыврар хăвăртрах:
Манăн ыйхă килет, – тет.
Выртаç. Чăваш çывăрмасть, –
Унăн куçĕ хупăнмасть.
Тутар хĕртет ыйăха!
Хĕртĕн унта, пыр – турт-ха.
Чылай тăрсан, çак пÿрте
Хуçи пырса кĕчĕ тет:
«Чим-ха, унта. тĕпелте
Хур пур, çием», – терĕ тет.
Курать чăваш – ĕç пăслать,
Кăмакаран хур шăвать.
«Чим-ха, халех хур парап!»
Хайхи чулпа тыт та çап!
Хăранипе пÿртĕнчен
Хайхи хуçа тух та шу!
Ăçта унта хур çинчен, –
Вĕçет. Çитмĕ сан лашу!
Ку пит вăйлă çапнăран
Вăранать леш ыйхăран.
—Мĕскер пулчĕ, чăваш тус?
Хăлха илтмест – хуть те пус!
Тем янăрса кайрĕ те –
Xăлха илтми пулче те.
—Аçа çапрĕ-ха, тусăм!
Хам та питĕ хăрарăм.
Ну ничего, иртĕ-ха,
Пире килсе тивмĕ-ха.
Çывăр, çывăр – тĕлĕк кур –
Атту тарĕ темĕн хур! –
Тутар çыврать – выртать те.
Чăваш сиксе анать те
Çисе ярать хай хура –
Ним те юлмасть тутара!
Чăваш выртать вырăн çине.
Выçă тутар ирхине
Яшт! çеç сиксе тăрать-мĕн.
—Тăр-ха, тусăм, тăр-ха, – тет.
Чăваш: – Пушар пулчи-мĕн?
Мĕскер пулчĕ сана? – тет.
—Лайăх тĕлĕк куртăм-ха!
Шур лашапа эпĕ пек
(Мĕн тăвас тен выльăха?)
Пĕлет çине улхап пек.
Турăпа та калаçрăм,
Ангелпа та юрларăм.
Кун пек тĕлĕк çук та пуль, –
Хура мана паран пуль! –
Вăл тĕлĕкне малтанах
Шухăшласа хунă-мĕн.
Хăй ăсĕпе чăн-чăнах
Хам çеç çиеп тенĕ-мĕн!
—Эй, Исмахил! Эпĕ эс
Улăхнине сисрĕм те
Ĕнтĕ тутар тек килмест,
Турă ямĕ, терĕм те
Çи яр хура çараллах.
Пăхап кайран – эс кунтах! –
Хайхи тутар ним чĕнмест –
Тепле тирне сĕвеймест.
—Апла пулсан, мĕн тăвас?
Пĕр çупмалла выляр хуть.
Тем чир, манăн ĕç ăнмасть –
Çапнă çĕрте ăнми хуть. –
Чăваш: – Юрать, юрать, – тет:
Хăшĕ мĕн чул çупать? – тет.
—Камăн типĕ мĕн чул пур –
Çавăн чухлĕ çунмалла!
—Типпи пирĕн кашнин пур,
Хăшĕ малтан çулмалла? –
Тутар: – Эпĕ çупам, – тет.
Чăваш: – Пуçла эппин, – тет.
Хайхи тухар ратланса
Хăй типпине шутласа
Лайăх вуннă çапрĕ, теп
—Ĕнтĕ пулчĕ! – терĕ, тет.
—Ĕнтĕ эс лар, Исмахил!
Ĕнте манран çупкă ил.
Тутар ларать, ку пуçлать.
Чăваш типне асăнать –
Тăват кукăль тыттарать.
Унтан темме кăшт чарнать.
Тутар: – Пĕтри-мĕн сан? – тет.
Чăваш: – Ха, пуçламан, – тет.
Унтан пуçлать тутара
«Среда», «пятница» теме,
Ик айккинчен лектерме. –
Хайхи тутар минутра
Утмăл çупкă тупать, тет, –
Сывлама та чарнать, тет.
Аран чарнать хай чăваш.
Чăваш пăхма пит йăваш –
А вăл енне кайсассăн,
Ан тив! – ая кĕрес çук.
Хуть кам унтан кулсассăн,
Хăй те маххă парас çук.
Хайхи тутар чăвашран
Аран тарса хăтлать ман.

1905

Public domain
This work is in the public domain in the United States because it was first published outside the United States prior to January 1, 1929. Other jurisdictions have other rules. Also note that this work may not be in the public domain in the 9th Circuit if it was published after July 1, 1909, unless the author is known to have died in 1953 or earlier (more than 70 years ago).[1]

This work might not be in the public domain outside the United States and should not be transferred to a Wikisource language subdomain (or as a file it should not be migrated to the Wikimedia Commons) that excludes pre-1929 works copyrighted at home.


Данная работа, впервые изданная до 1929 года, находится в общественном достоянии по законодательству США, и может быть опубликована здесь, в мультиязычной Викитеке. Но эта работа не может быть опубликована в национальной Викитеке, которая должна подчиняться законодательству России, т. к. работы этого автора (за исключением изданных до 7 ноября 1917 года) пока не вышли в общественное достояние в России. Этот автор умер в 1954 году и был посмертно реабилитирован в 1990 году, соответственно эта работа выйдет в России в общественное достояние в 2061 году.

The author died in 1954, so this work is also in the public domain in countries and areas (outside Russia) where the copyright term is the author's life plus 60 years or less.

PD-US-1923-abroad Public domain in the United States but not in its source countries //wikisource.org/wiki/%D0%A7%C4%83%D0%B2%D0%B0%D1%88%D0%BF%D0%B0_%D1%82%D1%83%D1%82%D0%B0%D1%80