Чăваш халăхне панă халал

Чăваш халăхне панă халал
автор Иван Яковлевич Яковлев (18481930)


Ашшийĕн Ывăлийĕн Святой Сывлăшийĕн ячĕпе.

Эй тусăмсем, хамăн тăван çыннăмсем, чăвашсем! Пуринчен эпĕ сире чĕнсе калатăп. Манăн чунăм пĕрмаях сирĕншĕн çунатчĕ, халь те акă манăн мĕнпур шухăшăм сирĕн çийĕре куçрĕ. Юлашки тертĕме пуринчен маларах татах сире каласа хăварас тетĕп.

Турра ĕненсе пурăнасси калама çук пысăк япала — пуринчен ытла эсир çавна хытă тытса тăрăр. Ĕненӳ этеммĕн ăсне, кăмăлне çунатлăлантарса çамăллатать, чун пурнăçне канăçлăх парать, лăплантарать; инкек-синкек, хуйхă-мĕн курнă вăхăтра чуна хăват парать; ĕçсем ăнса телейлĕ пурăннă чух ĕненӳ чуна тасатать, ăна çутатса тăрать. Турра ĕненсе пурăнсан, пурнăç хытти этемшĕн хăрушă мар; Ăна ĕненсе тăмасан, çăр çинчи пирĕн пурнăç сивĕ пулать, тĕттĕм пулать. Тĕнчене пултарнă çӳлти Турра ĕненсе тăрăр. Ырă ĕçе те, усал ĕçе те чăн аслă турĕлĕх татĕ, — Турă сут тăвĕ, — вăл сут тӳрĕ, вăл сут пит хăрушă.

Вырăс халăхĕ пит пысăк халăх. Вăл ырă кăмăллă, ăслă: эсир ăна итлĕр, юратса пурăнăр. Унăн ăсийĕн вăйĕ, ырă кăмăлĕ, пурнăçа малалла ярас шухăшĕ хисепсĕр нумай, нихăçан та пĕтес çук. Çак халăх сире тăван вырăнне хурса йышăннă, хăй çемйи тунă. Вăл сире пусмăрламарĕ, сире аяла хăвармарĕ. Малашнехине курса тăракан Турă вырăссене эпир курми, сисми аслă ĕç тума ертсе пырать. Эсир малалла каяс ĕçре çак халăх сире çавăтса ертсе пыракан пултăр, ун хыççăн пырăр, ăна шанса тăрăр. Çак халăхăн пурнăçĕ пит йывăр пулнă. Хăйĕн вăрăм ĕмĕринче, йывăр пурнăçĕнче вăл нумай хуйхă курнă, йывăр кунсем курмалла пулнă, çапах та вăл хăй чунийĕн çуттине сӳнтермен; хăйĕнчен аслă халăх тухса каймаллине пĕртте асĕнчен яман. Вырăс халăхийĕн савăнăçĕпе эсир те савăнмалла пулăр; вăл хуйхă тӳсмелле пулсан, ăна эсир те тӳсĕр. Çапла вара малашне вăл курас çутă пурнăçа унпа пĕрле эсир те курăр; вăл малашне чаплăланса кайсан, унпа пĕрле эсир те чаплăланăр. Иртнĕ ĕмĕрсенче вырăс халăхĕ сире хĕсĕрлемен, ӳлĕмрен те вăл сире хĕсĕрлес çук. Ăна эсир юратса пурăнăр, унпа тачă пурăнма тăрăшăр. Кирек мĕнле хир те пукрасăр пулмасть, çапах та эсир вырăс халăхĕ хушшинче ырă кăмăллă ăслă çынсене кирек хăçан та тупăр. Тӳрĕ ĕç тума вĕсем сире пулăшĕç: çапла пулассине ман пурнăçра пулнă ĕçсем шантарса тăраççĕ. Хăйĕн тӳрĕ ĕçĕсене вырăс халăхĕ нумай асап курса çиеле кăларнă, çавăнпа пĕртте иккĕленме кирлĕ мар, вăл сирĕн тĕлĕшпе те ялан тӳрĕрен пырĕ. Вырăс патшалăхĕ çине шанса пурăнăр, ăна юратăр, вара вăл сирĕн аннĕр пулĕ. Çаксене шанса тăма хама вĕрентсе пурăннă Николай Иванович Ильминский ятне каласа хуратăп; унăн ячĕ сирĕншĕн çул кăтартакан çăлтăр пултăр. Ман хисеппе вырăс халăхĕ катĕрийĕн мĕнпур аслăлăхĕ, мĕнпур илемĕ пурте Ильминскинче тулли тăратчĕ.

Вĕренсе çутăлма телей тупнă чăвашсене калам тата. Астуса тăрăр! Пайсăр тăрса юлнă хăвăрăн мĕскĕн чăваш тăван халăхăра эсир пулăшса пурăнмалла; вĕсене ăçтан та пулин катаран пулăшу килĕ-ха тесе тăмалла мар. Ан манăр! Вĕсене вĕрентсе çутăлтарас ĕç пуринчен ытла сирĕн çинче пулмалла. Эсир вĕсен хушшинчен тухса çутăлнă çынсем. Вĕренӳлĕх пĕлсе тăракан пурлăха пуçтарса, эсир хăвăрăн тăван халăхăр патне таврăнăр, вара патшалăхра чăн лайăх этем мĕнле пулмалли çинчен вĕсене каласа ăнлантарăр; закон çинчен тата халăх хушшинче пулмалли тӳрĕлĕх çинчен вĕрентĕр. Çакăншăн тăрăшассине эсир хăвăр çине илмелле: эсир çав халăх хушшинчен тухнă çынсем. Тăван халăхăрăн çуклăхĕнчен, начарлăхĕнчен, вăл тĕттĕмре пурăннинчен ан вăтанăр: эсир вĕсен хушшинчен тухнă, ĕçлессе те вĕсемшĕн ĕçлемелле. Çапла вара эсир халăх вăйĕпе хăвăршăн пуçтарнă ăсăршăн вĕсене парăм тӳлерĕр пулать. Кĕçĕн тăванăрсем умĕнче эсир хăвăр парăмăра манманшăн халăх кăмăлĕ сире кирлĕ таран тавăрĕ. Ан манăр, çакна астуса тăрăр! Эсир хăвăр халăхăрăн чĕлхине тирĕс тăмасан, халăх кăмăлне пĕтĕмпех хăвăр аллăрта тытса тăрăр.

Ху чĕлхӳне пăрахманни вырăс халăхĕ ĕçне ултавлă туса сутни пулмасть вăл; аннĕрсенчен вĕренсе юлнă хăвăн тĕп чĕлхӳне пăрахмасăрах вырăсăн аслă патшалăхĕшĕн ĕçлесе тăма пулать. Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр. Турă çыруне çырнă кĕнекесене пĕтĕмпех чăваш халăхне парăр – Этемсен Турăпа пĕрлешсе пурăнасси çинчен каланă аслă сăмах кĕнекисене чăвашла куçарса пĕтерĕр. Вырăс патшалăхийĕн Хĕвел тухăçĕ енче пурăнакан йышлă халăхсене Христос тĕнне вĕрентсе çутăлтарас ĕçе тăрăшса ĕçлĕр: чĕлхе тĕлĕшĕпе те, вĕсен пурнăçĕ йĕрки тĕлĕшĕпе те эсир вĕсене вырăссенчен хăйсенчен çывăхрах тăратăр. Христос тĕнийĕн çуттине эсир вырăссен аллинчен илнĕ. Çапла вара эсир çак пысăк ĕçе ĕçлесе вырăссене парас парăмăра кăшт та пулин парса тататăр.

Çемйĕре лайăх пăхса усрăр: çемье вăл халăх чаракĕ, патшалăх чаракĕ. Çемье пурнăçĕ тĕлĕшпе ваттисем каланă сăмаха чăваш халăхĕ ялан та хытă тытса тăнă. Çак пурлăха лайăх сыхласа пурăнăр. Çемьенĕн лăпкă пурнăçĕ пире пурнăç хыттинчен хӳтĕлесе тăрать. Килĕштерсе тĕреклĕ тăракан çемьешĕн катаран килекен пурнăç синкерĕсем хăрушă мар. Ўтĕре ясарпа ан варлăр, ӳсĕртекен, астаракан япаларан шикленĕр. Çемйĕре сыхă усрасан, ачăрсене чипер упраса пурăнсан, килĕштерсе лăпкă ĕçлесе пурăнма хăвăр валли тĕреклĕ чарак лартса хурăр.

Пĕр-пĕринпе сапăр пулăр, çукшăн-пуршăн чашкăрса çӳресрен, харкашасран аякка тарăр. Çăлаканăн аслă сăмахне асра тытăр. Вăл каланă: хăвăр тăшманăрсене те юратăр, тенĕ. Чăваш хушшинче пĕр-пĕр килĕшӳсĕр ĕç час-часах пулкалать. Эпĕ çавна пĕрре анчах курман. Çапла акă чăвашран хăшĕ те пулин мала туха пуçласан ыттисем ăна такăнтарма пăхаççĕ, çулне пӳлеççĕ. Вара унăн та ырă ĕмĕчĕ татăлать, çине пыракансем хăйсем те тип-типĕ тăрса юлаççĕ. Эсир апла ан пулăр. Çӳле çĕкленекене мĕн хал çитнĕ таран çĕкленме пулăшăр. Хăпарса çитсе тĕрек илсен, вăл вара хăй сире аялтан çӳле турта-турта кăларĕ. Малти урапа куссан, хыçалти унтан юлмасть. Пĕр-пĕрин сăмахне тăнланса пурăнни, пĕрне пĕри ырăлăх туса тăни пурнăçа хăват парать. Çакна хытă шанса тăрăр.

Килĕшсе ĕçленĕ ĕç пысăк усăллă – çакна пĕлсе тăрăр, ун пек ĕçе юратăр. Чăн пĕчĕккĕ ĕçе те пит пикенсе, юратса ĕçлĕр. Пурнăçра курма тӳрĕ килнĕ йывăрлăхшăн ан кулянăр. Юратса тусан, чи пĕчĕкçĕ ĕçе те чаплăлантарса яма, усă паракан тума пулать; ӳркенсе ытахальтен анчах ĕçлесен, чăн пысăк ĕç те пăрахăçа тухать, хисепрен каять. Лăпкă чунпа килĕшсе ĕçленĕ пур ĕç те телейлĕ пулать, ăнса малалла пырать. Кукăр çулпа çӳресрен, ултавпа тăвас ĕçрен хăраса тăрăр: тӳрĕлĕхсĕр курнă усă, ултавпа тупнă телей – тĕреклĕ мар, вăл вăраха пымасть.

Çӳлти аслă Тӳре умне кайма хатĕрленсе, сире каласа хăварас сăмахăм манăн мĕнпурĕ çакă ĕнтĕ. Ирĕклĕ е ирĕксĕр эпĕ кама та пулин кӳрентерсе, вăл ман çие çилĕ хывса çӳренĕ пулсан, пурсăра та тархаслатăп: çиллĕре манăр, каçарăр мана, маншăн турра кĕлтăвăр. Эй тăван çыннăмсем! Чăн кăмăлтан тав тăватăп сире. Эсир маншăн ялан та ăшă пултăр, кăмăллă пултăр. Сиртен çакна курма эпĕ тивĕçлĕ те пулман. Çаплах тата вырăс çыннисене те нумайăшне, пит нумай çынна чунтан тав тăватăп. Ман ĕçе тума вĕсем нумай пулăшрĕç, чăн кăмăлтан ман енче тăчĕç. Хампа пĕрле ĕçленĕ юлташăмсене, мана пулăшса пурăннă мĕнпур çынна пурне те чунтан каласа тав тăватăп: нимĕне хапсăнмасăр вĕсем мĕнпур халĕсемпе ĕçлерĕç, вĕсемсĕр пуçне ман ĕçĕм те палăрман пулĕччĕ. Пĕр хам анчах вĕрентнĕ хамăн çыннăмсене кăмăлтан ырă сунатăп. Эпĕ вĕсене вĕрентсе ларнă вăхăтсем ман пурнăçра чăн савăнăçлă вăхăтсем пулчĕç. Пурăнан пурнăçăрта сире пурсăра та Турă сыхласа, упраса усратăр.

Иван Яковлев,
Чĕмпĕр хули, 1921ç., çурла уйăхĕн 4-мĕшĕ.