Шухăш
Хирте, суха хыçĕнче.
Эпĕ нумай çÿрерĕм.
Çĕрĕн йывăр ĕçĕнче
Нихçан ырлăх курмарăм.
Акнă тырă шăтмарĕ,
Пысăк выçлăх çул килчĕ.
Хăш çул тырă пулмарĕ,
Хăш çул пăрпа çĕмĕрчĕ.
Хĕнре, тертре пурăнса.
Эпĕ выçă ларатăп.
Ялан, хытă ĕçлесе,
Вăйран кайса ÿкетĕп.
Пирĕн йывăр ĕçлени
Мĕншĕн ахаль çухалать?
Пирĕн мĕнпур тар тăкни
Харам пырта саланать…
Йĕри-тавра куççуллĕ
Йĕри-тавра йынăшни…
Вĕçĕмсĕр тĕнче тулли
Вăйсăр халăх юн тăкни…
Анчах эпир йынăшни
Тутă çынна илтĕнмест.
Эпир вĕри хуйхăрни
Сивĕ пÿртре ăшăтмасть.
Мĕншĕн, мĕскĕн халăхсем,
Эпир çапла тÿсетпĕр
Мĕншĕн вĕри куççульсем
Çĕре ахаль тăкатпăр.
Çитĕ пире тертленме!
Пурте пĕрле пухăнăр.
Тĕрлĕ харам пырсене
Ĕнсе çинчен пăрахар.
1906
This work was published before January 1, 1929, and is in the public domain worldwide because the author died at least 100 years ago. |