Cv/Иванов, Константин Васильевич

Константин Иванов — чăваш халăхĕн мăнаçлăхĕпе мухтавĕ, çĕнĕ çырулăхĕпе илемлĕ сăмахлăхне никĕслекенĕ, чăваш поэзийĕн малтанхи алмазĕ. Вăлах – пирĕн фотожурналист, ӳкерçĕ, декоратор, вăлах – ăста педагог, фольклорист, кĕнекеçĕ, вăлах – ытарайми ал ăсти.

Вĕреннĕ, халăха усăллă çын пулас тĕллевпе вун виççĕри Кĕçтенттин 1903 çулта чăвашсемшĕн турă вырăнĕнче шутланакан Яковлев патне, Чĕмпĕрти чăваш шкулне пырса кĕнĕ. Çут тĕнчерен уйрăличченех вара унăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ чăвашсемшĕн чăннипех те сăваплă вырăнпа уйрăлми çыхăннă.

Çыравçăн пултарулăхне тĕпĕ-йĕрĕпе ăнланас тесен, унăн шухăш-кăмăлне ăша хывас тесен, шухăшпа та пулин вăл çуралса ÿснĕ тавралăхра пулса курма, вăл сывланă сывлăшпа сывлама, вăл кун çути курнă кил-çуртра пулма тăрăшмалла, вăл утса-чупса çÿренĕ сукмакпа çÿремелле.

Пуян çын ачи пулнине пăхмасăрах, Кĕçтенттин уяса суйламан тантăшĕсене; вĕсемпе пĕрлех вылянă-кулнă, вăййа çÿренĕ. Анчах хăлхи хытă пулнă пирки ытлашши хутшăнсах кайман вăл ыттисемпе, ытларах чухне çамрăксем выляни-кулнине сăнанă, вĕсенчен юрă-такмак вĕреннĕ.

Сăпайлăхĕ, çынлăхĕ, нумай енлĕ пултарулăхĕ ăмсантарать, савăнтарать. Вулатăн та сăввисене - ăшра мăнаçлăх çĕкленет; çав хушăрах тĕлĕнетĕн: «Тăван халăхăн литература чĕлхи йĕркеленсе çитмен вăхăтра мĕнле, ăçти туйăмпа мĕн пур чăваш ăнланмалла çырма пултарнă? Мĕнле майпа 16-17 çулхи ача çав шая çĕкленнĕ?» Çав вăхăтра хуравĕ те пур пек: çивĕч ăс-пуçлă Константин Иванова, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренекенскерне, тĕрлĕ çĕрти чăваш ачисемпе хутшăнни çапла ĕçлеме хистенĕ, шалти туйăм, çыравçă туйăмĕ пулăшнă. Эппин, поэтăмăрăн тепĕр аслă ăсчах – И.Я.Яковлев литература çулĕ енне сулăнма ыр суннă.

Константин Ивановăн генийĕ пуринчен ытларах «Нарспи» поэмăра палăрнă. «Нарспие» çырнă чухне Иванов вун çиччĕре - вун саккăрта çеç пулнине аса илетĕн те тĕлĕнсе каятăн. 1908 çулхи кĕркунне, Чĕмпĕр чăваш шкулĕ уçăлнăранпа хĕрĕх çул çитнĕ тĕле «Нарспи» поэма «Чăваш халапĕсем» кĕнекере пичетленсе тухать. Унта К.Ивановăн юмахĕсемпе пĕрле М.Федоровăн «Арçури» поэми тата Н.Шупуççыннин хайлавĕсем те çапăннă. Уяв вăхăтĕнче кĕнекене шкулти вĕренекенсене парнелеççĕ. Ытти вĕренӳ çулĕ пуçланмассерен ăна тин вĕренме кĕнĕ ачасене валеçсе параççĕ. «Нарспи» поэма сыпăкĕсемпе вĕренӳре тăтăш усă курма тытăнаççĕ, вĕсене литературăпа музыка каçĕсенче вуласа параççĕ. Çапла К.Ивановăн мухтавлă хайлавĕ чăваш тĕнчине кĕрсе сарăлать, чăваш чунне çутатса тăма тытăнать. Ахальтен мар И.Я.Яковлев унăн авторне «чăваш Пушкинĕ» тесе хаклать. Кунта вăл, паллах, К.Ивановăн ытти хайлавне те шута илнĕ. «Нарспи» - илемлĕ произведени анчах мар, вăл чăваш пурнăçĕн энциклопедийĕ те. Поэмăра çут çанталăка сăнласси анлă вырăн йышăнать. Пурнăç чупни сисĕнсех тăрать: хĕвел хĕртсе пăхсан юр ирĕлет, курăк шăтать, чечексен тĕрлĕ шăрши сарăлать, путек-сурăх сиккелет, кĕтÿç шăхличĕ калать. Çут çанталăк сăнĕсем кунта яланах хусканура. Шухăша туллин уçса парасси – Иванов пултарулăхĕн паллă енĕ. Хăш чухне иртнĕ ĕçсем çичен тĕпĕ-йĕрĕпе каламасть вăл. Вулакан унсăрах чухлать тесе шутлать пулĕ.

«Нарспи» поэма – К.Иванов пултарулăхĕн чи çÿллĕ шайне кăтартакан произведени. Пĕр ĕмĕр ĕнтĕ вăл вулакансен чĕринчен тухма пĕлмест. Мĕншĕн «Нарспие» кашниех юратса вулать-ха? Мĕншĕн тесен «Нарспи» - этемĕн ырă шухăшĕсене, ĕмĕчĕсене хускатакан, чăннипех те ырра вĕрентекен илемлĕ произведени; вăл çуркунне юрри, çурхи хĕвел ăшши, ешĕл вăрман, йывăçсен, чечексен шăрши, çурхи вĕçен кайăксен сасси; вăл – шыв-шурăн кĕмĕл шăнкăравлă сасси… «Нарспи» - халăх кăмăлне палăртса çырнă произведени. Унта эпир халăхăн чи паха шухăш-туйăмĕсене тупатпăр. Вăл этем тивĕçлĕхĕпе, гражданлăх шухăшĕпе пурăнма вĕрентекен произведени. Поэма çамрăклăх вăйĕпе, пурнăç туйăмĕпе çиçсе тăраweeeть.

Сăвăсем

edit

Каçăсем

edit