Cv/Кăтартмăш:Илле Тăхти Самана (сăвă)
Самана
- Çут çанталăк улшăнчĕ,
- Пĕтĕм тĕнче вăранчĕ.
- Хĕлле иртсе çу çитрĕ,
- Юр ирĕлчĕ, çĕр тухрĕ.
- Хĕвел пăхать çав хĕртсе,
- Кунтан-кунах ăшăрах.
- Йывăç-курăк ешерсе
- Ӳсет ĕнтĕ вăйлăрах.
- Кивĕ, йывăр самана,
- Юхса кайрĕ çур шывпе.
- Авалтанхи ылхана
- Çĕнтертĕмĕр пĕтĕмпе.
- Иртнĕ хĕлле сивĕччĕ,
- Пирĕн пурнăç хурлăхчĕ,
- Çак çуркунне аванах,
- Хальхи йĕрке лайăхах.
- Пуяннипе чухăнни
- Пĕр хисепе кĕреççĕ,
- Куштаннипе мĕскĕнни
- Пĕр сак çине лараççĕ.
- Тĕрлĕ йывăç-курăксем
- Ӳсме тивĕç çĕр çинче,
- Тĕрлĕ чĕлхе халăхсем,
- Пĕр хисеплĕ халь çинче.
- Ĕлĕк пурăннă чăваш
- Пуринчен те пит йăваш.
- Çапах ăна мăшкăлланă,
- Тивĕçсĕрех хурланă.
- Халĕ ĕнтĕ апла мар,
- Пире те хисеплеççĕ,
- Кунтан-кунах ыр хыпар,
- Этем шутне кӳртеççĕ.
- Тăр-кăнтăрла лайăх та,
- Çавра çилпе пăсăлать;
- Ку самана ырлăх та,
- Вăрçă пирки хумханать.
- Нимĕç тарçи пуласран
- Сыхă тăрăр, халăхсем!
- Ыр самана тарасран
- Хытă тăрăр, этемсем!
- Мĕскĕн чăваш халăхĕ,
- Вăран ĕнтĕ ыйхăнтан!
- Çакă тĕнче пиллĕхĕ
- Тармĕ вара санăнтан.
- Тискер кайăк-кашкăрсем,
- Сурăх тытма чарăнăр;
- Ялти куштан чăвашсем,
- Мăн кăмăла пăрахăр!
- Çĕрле вĕçен тăманан
- Кăнтăрлапа куç курмастъ.
- Ĕлĕк выçă куштанăн
- Халĕ ĕнтĕ ĕç ăнмасть.
- Усал тискер кайăка
- Танатапа тытаççĕ;
- Кутăн-чĕмсĕр куштана
- Халăхпала чараççĕ.
- Астăватăр хăвăр та:
- Патшине те кăларчĕç.
- Пĕлĕр ĕнтĕ пурăр та
- Куштан чарма — халăх ĕç.
- Тĕнче сăнĕ аван-çке
- Ашă хĕвел çутипе;
- Этем пурнăç ырă-çке,
- Аслă вĕренӳ йĕркипе!
- Атăл шывĕ аслă вăл,
- Кама шывпе хутшăнсан,
- Чăваш халăх вăйлă вăл,
- Пĕр канашпа пурăнсан.
- Шурăмпуçĕ килнĕ чух
- Юрра пуçлаç шăпчăксем,
- Ырă пурнăç кĕтнĕ чух
- Ĕçлер ĕнтĕ, чăвашсем!
/1917 ç./