Cv/Кăтартмăш:Илле Тăхти Эсĕ тытса савсассăн (сăвă)
Эсĕ тытса савсассăн
- Эсĕ тытса савсассăн,
- Хĕвел тухĕ хĕрелсе;
- Эсĕ мана савмасан,
- Хĕвел анĕ хуралса.
- Паянлăха сыв пулăр,
- Ыранлăха пур пулăр.
- Виçминесем çитсессĕн,
- Куçа-куçăн калаçма
- Тата килсе кĕрĕп-ха.
- Сирĕн пата килтĕм те —
- Кĕтсе лартăм эп пăртак.
- Ним ĕçпе мар, ахалех
- Пуплемешкĕн килнĕччĕ.
- Ик тăванран пĕри те
- Эсир килте пулмарăр.
- Тепĕр чухне çавăн пек
- Тата кĕрсе тухăп ха.
/1927 ç./