Cv/Кăтартмăш:Пайтул сăввисем
Халал
- Питĕ сивĕ хĕл кунĕ,
- Тăлăп тăхăн, хăна.
- Сивĕнмест-ха çын чунĕ
- Хĕл сиввишĕн кăна.
- Чăвашпа чăваш пултăр
- Çывăх тус та юлташ.
- Кĕвĕçӳ сан ан пултăр,
- Усалпа ан аташ.
- Çак сăмах — ман йыхравăм,
- Çак сăмах — ман халал.
- Çак сăмах — ман ялавăм,
- Йăлт тасалтăр усал!..
Пурччĕ манăи икĕ çунат
- Пурччĕ манăн икĕ çунат,
- Икĕ улăпла çунат:
- Пĕр çуначĕ — Чăваш çĕрĕ,
- Тепĕр çунат — Чăваш хĕрĕ —
- Савнă тусăм Минисса.
- Вĕçрĕм çилтăвăл касса...
- Касса татрĕç çуната,
- Чĕрем панчи çуната.
- Çилхăван пек утăм пур,
- Икĕ вăйлă аллăм пур,
- Çутă хĕçĕм ялтăратăр,
- Тăшман пуçĕ çук пултăр.
Тăшман айне пулмастпăр
- Тăшман пире хăратмасть,
- Унран эпир тармастпăр.
- Çутă хĕçе çĕклетпĕр,
- Тăшман айне пулмастпăр.
- Тăвăл пире тивеймест,
- Сĕм вăрманта ларнă чух.
- Тăшман пире çĕнеймест
- Эпир туслă пулнă чух.
- Пирĕн вăрман — сĕм вăрман,
- Лашмансем хуçаланман.
- Вăрман тулли — ват юман,
- Эпир пуçсене усман.
Тăшман пуçĕ кучан пек
- Тăшман килсен хĕç тытнă,
- Çичĕ юта юсанă.
- Кайран хыçалтан тапнă,
- Тамăкалла ăсатнă.
- Пирĕн улăх сарлака,
- Ан кай, тусăм аякка.
- Улăх тулли курăкĕ —
- Чăваш çĕрĕн ырлăхĕ.
- Вăрăм ешĕл курăкне
- Çавасемпе çултăмăр.
- Тăшман пуçĕ кучан пек,
- Кучансене касрăмăр.
Чăваш тăшманĕ пĕтмелле
- Ялтан тухса, мăн Атăл хĕррипе
- Урхамаха сиктертĕм васкатса.
- Кĕрешĕве чĕнеп чăвашсене, —
- Хĕçе çĕклерĕм, ĕмĕт çуратса.
- Вăрмансенче те аслă хирсенче
- Хăравçă кайăк пек пытанар мар.
- Ытарайми чăваш çĕршывĕнче,
- Чăваш çынни, сассуна пар!
- Кала эс хыттăн: "Эпĕр чура мар.
- Чăваш тăшманĕ пĕтмелле!"
- Чăваш çынни, хăватлăн сасă пар,
- Чăваш çынни, хĕçне çĕкле!
- Чăваш çынни, тăван, хастар пулар,
- Чăваш çынни, хĕçне çĕкле!
- Чăваш çылнни, халь курăр, чура мар,
- Чăваш тăшманĕ пĕтмелле.
Пире никам çĕнес çук
- Йĕрлерĕç те виçĕ кун,
- Хăваларĕç çичĕ кун;
- Тытатпăрах, терĕç пуль,
- Çакатпăрах, терĕç пуль.
- Пире часах тупас çук
- Сĕм вăрмансем пур чухне,
- Пире вăйпут тытас çук
- Пăши ури пур чухне.
- Хупăрларĕç çичĕ хут,
- Çапăçрăмăр виçĕ кун.
- Çĕмĕртĕмĕр, терĕç пуль,
- Пĕтертĕмĕр, терĕç пуль.
- Пире улпут çĕнес çук
- Алра вут-хĕç пур чухне.
- Пире никам çĕнес çук
- Алра çĕмрен пур чухне.
Эпир чăваш йăхĕнчен
- Хура курак ялан хура, —
- Шуратса пĕтерес çук.
- Тăшман тени ялан кăра, —
- Хăраса тарассăм çук.
- Хăраса пурăнар мар, —
- Эпир хамăр çĕр çинче...
- Пуç усса пурăнар мар, —
- Эпир чăваш йăхĕнчен.
- Урхамаха йĕнерлер те
- Тăшмана хирĕç каяр.
- Çут хĕçе çӳле çĕклер те
- Тăшмана йăлт тĕп тăвар.
Чăвашсемшĕн эп кĕрешĕп
- Кăйкăр кайăк — савнă кайăк,
- Эс вĕçетĕн тӳпере.
- Эс çӳлте чухне пит лайăх,
- Вутлă çулăм чĕрере.
- Санпала пĕрле вĕçесчĕ,
- Çавалтан Атăл таран.
- Савнă çĕрĕме пиллесчĕ
- Араскал, телей чунран.
- Чăваш çĕрĕ питĕ чаплă —
- Ăмсанаççĕ тăшмансем.
- Пĕлĕр халь: эп Пайтул ятлă,
- Сире сутмăп, чăвашсем!..
- Чăвашсемшĕн эп кĕрешĕп
- Пĕрчĕ юн тумламчченех.
- Хампала пĕрле чĕнетĕп
- Чи маттур йĕкĕтсене.