Cv/Кăтартмăш:Хурлăхлă Хамук сăввисем
- Хура вăрман урлă та эп каçнă чух
- Хура вăрман урлă каçнă чух
- Вуник кашкăр иртнине тĕл пултăм
- Вуник кашкăр иртсе кийиччен
- Юман çумне те тăрса юлайрăм.
- Çакă утмăл çула та ай çитиччен,
- Çакă утмăл çула та çитиччен
- Вуник ывăл çĕре те чикейрĕм.
- Вуник ывăл вилсе те пĕтиччен
- Чĕрене чул хурса та çӳрерĕм.
(Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем», Шупашкар, 1996, ISBN 5-7670-0869 X кĕнекерен илнĕ.)